Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑй нимӗнле ҫыхӑнусӑр калаҫнине туйса, Завьялов шӑп пулчӗ.
3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Енчен те оригиналри ҫыхӑнусӑр вырӑнсене якатса хӑварнӑ пулсассӑн «Ӑнлантару» пайӗнче кун пирки асӑрхаттарнӑ.Случаи исправлений несвязных, непонятных мест оговорены в примечаниях.
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
Шыва кайнӑ чӑх пекех пулнӑ эсӗ, чӗтреме те тытӑнӑн акӑ, шӑнса та пӑсӑлӑн… тем курасси пур, — васкаса, ҫыхӑнусӑр калаҫрӗ Тимуш.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Эпӗ мӗнле кӗнекесем вулани ҫинчен, мӗнпе ытларах интересленни ҫинчен ыйтса пӗлетчӗ вӑл, анчах хам унпа калаҫма та вӑтанаттӑм, сӑмахсем, темле, ҫыхӑнусӑр тухатчӗҫ.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
Юнашар выртакан Горовиц татти-сыпписӗр ҫыхӑнусӑр сӑмахсем каласа темскер мӑкӑртатрӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Мана савӑнӑҫ ҫупӑрларӗ те — ӑнлантӑм: шанӑҫсӑрлӑхпа ҫыхӑнусӑр иккӗленӳлӗх ӗнер ҫеҫ, хам сисмесӗрех, ӑна-тӑна минрететчӗҫ; материал ҫукран вӗсене уҫӑмлӑ сӑлтавпа кӑтартаймастӑн.
XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Атте тепӗр чух, — ку ытларах вӑл вӑйлӑ ӳсӗрӗлсен пулкалатчӗ, — манпа ҫыхӑнусӑр та ҫепӗҫҫӗн калаҫатчӗ; ас тӑвасса — вӑл карап пурнӑҫӗнчи ӗҫ-пуҫ, ишевсем ҫинчен кала-кала кӑтартатчӗ, калаҫу пӗтеспе вара ялан тенӗ пекех сӗтелрен чӑмӑрӗпе тӳнклеттере-тӳнклеттере хушса хуратчӗ:
I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Вӑл хыттӑн, ҫыхӑнусӑр пакӑлтатма пуҫларӗ, ылханать.
XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Хурав вырӑнне — тытӑнчӑк-чӗтревлӗ сӑмахсем, — ҫыхӑнусӑр, пӗлтерӗшсӗр.
IX. Сӑпайлӑх урокӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Стефенсонсем, вӗсен ҫут ҫанталӑк панинчен ытларах калаҫма юрать тесе ахӑр, хӑйсен туйӑмӗсене ҫыхӑнусӑр та нумай сӑмахлӑн пӗлтереҫҫӗ.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Пачах вӑйсӑрланса ҫитнӗскер — Тинг Ассунтӑн хупӑ куҫӗсенчен тутипе перӗнчӗ, вӗсене чуп тӑвать, ун ҫине пӑхса илме ҫыхӑнусӑр, хумхануллӑ ӳкӗтлевпе ыйтать, хускалма, куҫ хупанкисене ҫӗклеме хистет.
VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Унӑн ҫыхӑнусӑр пуплевӗ, — ашшӗ ҫинчен, тарни, Ван-Конет, адвокатӑн тӗлӗнмеллерех тыткаларӑшӗ пирки, — йывӑрлансах ҫитрӗ.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Давенантӑн ҫыхӑнусӑр хуравне: «Эпӗ сире ӑнлантарса параймастӑп, ӗненсемӗр…» — илтсен хыҫалти ҫын аллине мӑн кӑмӑллӑн сулчӗ те алӑран алла куҫакан кӗленчерен ӗҫме тапратрӗ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тискер сӗтел хушшинче тискер ҫак кунӑн тискер пӗр минучӗ чухлӗ ларни те сӑпайсӑр пулни пирки ҫыхӑнусӑр пӑшӑлтатупа кӑлӑкласа — Урания Тальберг ури ҫине ҫӗкленчӗ те хӑй сисмесӗрех килсе тӑнӑ Давенант ҫине ҫирӗппӗн тинкерчӗ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл ҫав тери хумханать тата ӑна хур турӗҫ, ҫавӑнпа та унӑн ҫӑварӗ, ҫыхӑнусӑр темӗн мӑкӑртатма уҫӑлнӑскер, тутин чӗтревлӗ хусканӑвӗпе сасӑсӑрах хупӑнчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Вӑл аташмах пуҫларӗ, ҫыхӑнусӑр, хӑпартланчӑк сӑмахсен авӑрне пуҫӗпех путрӗ.Бред овладевал им и выливался в потоке бессвязных, восхищенных слов.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 326–330 с.
Унӑн ҫыхӑнусӑр тата, ахӑртнех, мӗн пулса иртни пирки арпашуллӑ сӑмахӗсенчен ҫакӑ ҫеҫ паллӑ пулать: «Пурте кайнӑ».Из ее бессвязного и, видимо, спутанного представления о происшедшем он узнал только, что «все ушли».
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Пӗлӗтлӗ ҫак куҫӑмра пурте чӗрӗ те уҫӑмлӑ, ҫав вӑхӑтрах аташуллӑ ҫыхӑнусӑр.В облачном движении этом все живо и выпукло и все бессвязно, как бред.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Транспорт хатӗрӗн водителӗ чӑнах та ӳсӗр пулни палӑрнӑ: унӑн сӑмахӗсем ҫыхӑнусӑр пулнӑ, калаҫнӑ чухне вара унтан эрех шӑрши ҫапнӑ.
Шупашкарта росгвардеецсем ӳсӗр водителе тытса чарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31047.html
Вӑл хӑйне валли, шӑппӑн та ҫыхӑнусӑр, чышкипе рычак йывӑҫҫи ҫине ҫапа-ҫапа мӑкӑртатрӗ.Он бормотал для себя, всё более тихо и бессвязно, пристукивая кулаком по дереву рычага.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.