Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ана чӗрнепе кӑшт ҫуратӑн та ҫав шӑтӑк витӗр тепӗр ҫулҫӑ тунине кӑларатӑн, ку ҫулҫӑ тунине ҫурса ун витӗр тата тепӗр ҫулҫӑ тунине витӗретӗн, ҫапла темӗн тӑршшӗ тума пулать.
Туй // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Сырланӗ ҫинче ҫутӑ-сарӑ ҫӑка ҫулҫисемпе хурӑн ҫулҫисем — пӗр вунӑ ҫулҫӑ — ҫакланса, ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хурӑнӗ ҫулҫӑ тӑкман-ха хӗрӗн, тӑрринчи ҫулҫӑсене сарӑ та тивсе ӗлкӗреймен.
10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнчи вӑрмана та, лӑпкӑн, анчах тарӑн вӑрттӑнлӑхпа тӗлӗрекен вӑрмана та, ҫуркунне ҫулҫӑ саракан ешӗл катасене те, кӗркунне ҫулҫӑ тӑкакан салхуллӑ катасене те кӑтартать композитор.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Юманӑн ҫап-ҫамрӑк ҫулҫисем (вӑл чи кайран ҫулҫӑ сарать), пушар хыҫҫӑнхи пек вӗтеленсе тӑкӑнчӗҫ.
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Иртерех ҫулҫӑ саракан юмансем, ҫулҫи ҫирӗпленсе ӗлкӗрнипе, питех аптрамаҫҫӗ, каяраххисем вара…
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Ӗнтӗ вӑрман кашлать, вӑрман кашлать, Ҫулҫӑ ҫумне ҫулҫӑ ай хушас тет пуль.
Ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Синкер тӑвӑл тапранас умӗн вӑрман — вилнӗ пек ларать, ҫулҫӑ ҫумне ҫулҫӑ перӗнмест, пӗр курӑк хускалмасть.Вот он затаился, будто мертвый, не дрогнет ни один листок, ни одна травинка.
Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Урамра ҫӗрӗн-кунӗн йӑмрасем кашлаҫҫӗ; кӗрхи ҫил вӗсен юлашки ҫулҫисене тӑпӑлтара-тӑпӑлтара илсе каять, виҫӗ ял хушшинчи кӳлле ӑҫти-ҫукпа тултарасшӑн пулнӑ пек, шыв ҫине ывӑҫӗ-ывӑҫӗпе ҫулҫӑ сапать.
I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ахтупай утать-утать те ыттисенчен чипертерех туйӑнакан ҫулҫа алла илсе ҫавӑркаласа пӑхать е, такама пама хатӗрленнӗ пек, ӑна кӗсйине чикет; тата пӑртак кайсан ӑна паҫӑрхинчен те илӗртӳллӗрех ҫулҫӑ курӑнса каять, вӑл чӑтаймасӑр ӑна та илсе чикет.
1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Папка хыҫҫӑн папка, ҫулҫӑ хыҫҫӑн ҫулҫӑ, турат хыҫҫӑн турат ӳснӗ — тепӗр пилӗк ҫултан ӗнтӗ ҫав панулми вӑрри ӳкнӗ вырӑна паха улмуҫҫи ҫитӗнсе ларнӑ.
I // Василий Хударсем. Ушинский К. Д. Тӑватӑ ӗмӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 28 с. — 12–15 с.
Йӗри-тавра пурте унчченхиллех, пилӗк ҫул каяллахиллех, кашни вак-тӗвек мӗнле асра юлнӑ — ҫавӑн пекех, ҫамрӑк хурамасен ҫулҫи ҫеҫ ҫӑралнӑ; ҫулҫӑ чӗнтӗрӗ ҫурт фасачӗ ҫинче сарӑлса пысӑкланнӑ.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ӑҫта та пулин, инҫетре-инҫетре, витӗр курӑнакан янкар тӳпе татӑкӗ ҫинче пӗр-пӗр ҫинҫе турата вӗҫлесе уйрӑм ҫулҫӑ пӗр сиккелемесӗр ҫакӑнса тӑрать, унпа юнашарах, пулӑ тытмалли шуҫ вӑлтана аса илтерсе, тепӗр ҫулҫӑ хумханать; ҫак хумхану ӗнтӗ ҫиле пула мар, хӑй халлӗн пулнӑн туйӑнать.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Кӑвакарчӑн вара сӑмсипе сӑхса йывӑҫ ҫинчен пӗр ҫулҫӑ татса илнӗ те кӑткӑна пӑрахса панӑ, ҫак ҫулҫӑ тӑрӑх утса, кӑткӑ ҫырана тухнӑ.
Кӑткӑпа кӑвакарчӑн ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
Вӗсен пуҫӗсем ҫинче кукӑр-макӑр, лапсӑркка юман ҫулҫи шавлать, ҫулҫӑ витӗр тӑрӑ пӗлӗт кӑвакарать…
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Сывлӑмпа кӗмӗлленнӗ хупах ҫулҫи татса илсе, Наталья ӑна пӗрре — пӗр питҫӑмарти ҫумне, тепре — теприн ҫумне тытса питне уҫӑлтарчӗ, унтан, хуняшшӗ ҫинчен ним ҫилӗсӗр шухӑшласа, ҫулҫӑ ҫине хӗрлӗ хурлӑхан ҫырли татма тытӑнчӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ҫулҫӑ ҫиекен хурт хӑйне кирлӗ ҫулҫӑ патне шуса пырать.
Сисӗм // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Сылтӑм аллине сунарҫӑ пӗр виҫ-тӑват тӑрӑхларах тӗксӗм-симӗс ҫулҫӑ тытнӑ, ҫулҫисем ҫинче шӗвӗр йӗпсем пӗр пек ҫӑра ларса тухнӑ.
VIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Эпӗ вӗсене пӗр ҫӗре пухрӑм та ҫӗнӗрен ҫулҫӑ кӳрсе патӑм, анчах вӗсем ҫулҫӑ ҫине пӑхмарӗҫ, каялла пӑрахса кайрӗҫ.Я собрал их и положил им свежего листа, но они отворачивали головы от листа и ползли прочь.
Пурҫӑн хурчӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Эпӗ ҫулҫӑсене пӑртак куҫартӑм та хуртсене илӗрте пуҫларӑм; йытӑ аш татӑкӗ хыҫҫӑн пынӑ пек, вӗсем ҫулҫӑ хыҫҫӑн сӗтел витти тӑрӑх, кӑранташсем, хачӑсем, хутсем урлӑ каҫа-каҫа пыма пуҫларӗҫ.
Пурҫӑн хурчӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.