Поиск
Шырав ĕçĕ:
Уйӑх, уйӑх хӑпарса ҫӗре ҫӳхе, сенкер шурӑ ҫитӗпе чӗркенӗ-ҫке.
Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Чӳречисене икӗ еннелле уҫӑлса тӑракан илемлӗ каркӑҫсем ҫакнӑ, пӳлӗм варринчи ҫавра сӗтеле юр пек чӑлт-шурӑ ҫитӗпе витнӗ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Пӗри хӗрӗн кӗпине пӑрса ҫакрӗ, тепри хӗре хӑйне ҫӑвӑнма пулӑшрӗ, виҫҫӗмӗшӗ апат хатӗрлерӗ, Савтепи ҫӳхе ҫитӗпе кӑкӑрӗ тӗлӗнчен аялалла пӗркеннӗ те лаҫ кӗтессинче шалта кичеммӗн пӑхкаласа ларать.
Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пӑлтӑра кӗрсе ҫитӗпе пуҫ ҫинченех пӗркенсе выртать те вӑл уҫҫӑн та ирӗккӗн сывласа ярать.Вернется вечером с хоровода, нырнет с головой под одеяло и наконец-то начнет дышать свободно.
Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Йывӑҫ кравать ҫине улӑм тӳшек сарнӑ, ӑна нумай ҫунӑран саралнӑ шурӑ ҫитӗпе витнӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вара пурте пӗрле пухӑнса юман сӗтел хушшине лараҫҫӗ, сӗтел ҫине ҫитӗпе витнӗ, тутлӑ апат-ҫимӗҫ сӗтел йӑтайми хурса тултарнӑ, пыл та сӑра нумай; ҫиеҫҫӗ, ӗҫеҫҫӗ, уҫӑлаҫҫӗ, пӗр-пӗрне ӑшӑ сӑмахпа йӑпатаҫҫӗ.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Вӗсем вилнӗ пек ним хускалмасӑр выртаҫҫӗ, хӑйсем шап-шурӑ ҫитӗпе витӗннӗ.Они походили на мертвецов, потому что лежали совершенно неподвижно, все в белом.
Ҫӗрле Лахор хулине пырса кӗни // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Шувалов кӗтесре кайӑк кӗлеткисем тӗрленӗ ҫитӗпе витсе лартнӑ радиоприемник патне пычӗ.Шувалов подошел к радиоприемнику, накрытому в углу скатеркой с вышитыми птичками, включил его.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Тепӗр кӗтесри тӑрӑхларах сӗтеле ал вӗҫҫӗн чӗнтӗрлесе ҫыхнӑ ҫитӗпе витнӗ.В другом углу — продолговатый стол, покрытый кружевной скатертью ручной работы.
IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Паттӑра памалли япаласене вӑл чӗнтӗрлӗ ҫитӗпе витнӗ сетел ҫине ҫӗклесе хучӗ.
IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Сенкер тӳпе, шурӑ пӗлӗтсем, тӑрна куҫӗ пек тӑрӑ шыв, аквамаринтан пуҫласа изумруд тӗслӗ тӗрлӗ ешӗл ӳсентӑрансем, турачӗсем тӑвансем пек ыталанса ӳсекен йывӑҫсен ушкӑнӗ, симӗс ҫитӗпе витнӗ пек ешӗл ҫаран, анлӑ та сарлака тӳрем вырӑнсем, тарӑн варсем — пурте таса та илемлӗ сӑнлӑ; ҫутҫанталӑк ӗмӗр-ӗмӗрех ҫынсене, вӗсем ҫине кӑтартса: «Манран вӗренӗр» тет.
VI. Хӗвел тухса саралнӑ вӑхӑтра // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Наталья, йынӑшанҫи туса, ҫитӗпе пуҫ ҫинчен витӗнчӗ, Мишатка, хӑна ҫине куҫ айӗпе пӑхса, хавасланнӑ пек пӗлтерчӗ:
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Витӗн ак ҫитӗпе!
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пулмасть тек сан упӑшка, ма тесен ӗҫ, нуша, ачасем сана, типӗтсе, нӗрсӗрлетсе янӑ; пулмасть сан манкаллӑ, ҫӗтӗк-ҫатӑк ачусен ашшӗ; хӑвах эсӗ, вӑй ҫитменнипе сывлӑш ҫавӑраймасӑр хӑшкӑлса, суха тӑвӑн, сӳрелӗн, косилка ҫинчи валемсене иле-иле пӑрахӑн, лав ҫине тийӗн, виҫӗ вӗҫлӗ йывӑҫ сенӗкпе тулӑ улӑмӗн йывӑр ҫӗклемӗсене йӑтӑн; туйса илӗн вара эсӗ пилӗк айӗпе темӗн касса кайнине, туйса илӗн те — ҫӗтӗк ҫитӗпе витӗнсе хутланса выртӑн, юн кайнипе антӑхса асапланӑн.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Илья Ильич тӗлӗкре тата ашшӗ-амӑшӗ килӗнчи пысӑк та тӗксӗм хӑна пӳлӗмне курать, унта — яланах ҫитӗпе витӗнсе тӑракан авалхи каврӑҫ кресласем пысӑк та майсӑр хытӑ диван, ӑна сарнӑ сенкер бархат тӗссӗрленнӗ, пӑнчӑн-пӑнчӑн вараланса пӗтнӗ; унтах пысӑк сӑран кресла пур.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1