Поиск
Шырав ĕçĕ:
39. Ҫавсем, ӗненсе чапа тухнӑскерсем, Турӑ пама пулнине пӗри те илмен-ха, 40. мӗншӗн тесессӗн Турӑ пирӗн валли лайӑхран лайӑх шутласа хунӑ: илес ырӑлӑх патне вӗсен пирӗнпе пӗрле ҫитмелле.
Евр 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чуна кирлӗ пур ӑслӑлӑха та ӑнласа илсе, сирӗн Турӑ ирӗкне пӗлсе ҫитмелле пултӑр, 10. пур тӗлӗшрен те Турра юраса, тӗрлӗ ырӑ ӗҫпе усӑ кӳрсе Турӑ ҫыннисем пек пурӑнӑр, Турра сирӗн пӗлнӗҫемӗн пӗлсе пымалла пултӑр; 11. мухтавлӑ, хӑватлӑ Турӑ пулӑшнипе тӗреклӗленсе, чӑтӑмлӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулса, сирӗн пурне те савӑнса чӑтса ирттермелле пултӑрччӗ тетпӗр.
Кол 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Хӑйӗн тулӑхлӑ мухтавне кура, Хӑй Сывлӑшӗн хӑвачӗпе Вӑл сирӗн шалти ӑс-хакӑлӑра тӗреклӗлентерме вӑй патӑрччӗ, 17. ҫапла ӗненнипе сирӗн чӗрӗрсем ӑшне Христос вырӑнаҫтӑрччӗ, 18-19. юрату сирӗн тымарӑр, сирӗн никӗсӗр пултӑрччӗ, вара сирӗн мӗнпур сӑваплӑ ҫынпа пӗрле Христос юратӑвӗн сарлакӑшӗпе тӑршшӗ, тарӑнӑшӗпе ҫӳллӗшӗ мӗн иккенне пӗлсе ҫитмелле пултӑрччӗ, Христосӑн ӑспа пӗлме ҫук юратӑвне ӑнласа илмелле пултӑрччӗ; ҫапла вара сирӗнте Туррӑн пур ырӑлӑхӗ те пултӑрччӗ.
Эф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пӗр ҫын ҫылӑхӗшӗн ҫав пӗр ҫын урлӑ пурне те вилӗм ҫитмелле пулнӑ пулсан, тулӑх тивлет тата тӳрре кӑларакан ырӑлӑх илекенсем вара Пӗри урлӑ, Иисус Христос урлӑ, Ҫӳлти Патшалӑхри пурӑнӑҫа курма пултарӗҫ.
Рим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Анчах та малтан пур халӑхсен хушшине те Евангели сарӑлса ҫитмелле.10. И во всех народах прежде должно быть проповедано Евангелие.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Кала вӗсене, Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Мана итлемесессӗн, Эпӗ панӑ саккунпа — хӑвӑра панӑ саккунпа — пурӑнмасассӑн, 5. Манӑн чурасен, пророксен, — эсир итлеместӗр пулин те, Эпӗ сирӗн пата ярса тӑнӑ, ҫине-ҫинех ярса тӑнӑ пророксен, — сӑмахӗсене тӑнламастӑр пулсассӑн, 6. Эпӗ ҫак Ҫурта Силом пекех туса хӑварӑп, ҫак хулана вара ҫӗр ҫинчи мӗнпур халӑх ылханӗ ҫитмелле тӑвӑп.
Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Акнӑ вӑрлӑху ӳстерсе панипе [хӑвӑн] хирӳнтен ҫулсерен кӗрекен мӗнпур ҫимӗҫрен вуннӑмӗш пайне уйӑрса ил, 23. ӑна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче Вӑл Хӑйӗн ячӗ валли суйласа илекен вырӑнта ҫи; тыррун, эрехӳпе йывӑҫ ҫӑвӗн вуннӑмӗш пайне, шултӑра выльӑхусен малтанхи пӑрӑвне, вак выльӑхусен малтанхи путекне ҫавӑнта [илсе пыр], ҫапла вара санӑн Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, ӗмӗрех хӑраса тӑма вӗренсе ҫитмелле пултӑр.
Аст 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эпӗ вара Кедемоф пушхирӗнчен Сигон патне, Есевон патши патне, ҫапла тату сӑмах калама элчӗсем ятӑм: 27. мана хӑвӑн ҫӗрӳ урлӑ иртме ирӗк парсамччӗ; эпӗ ҫулпа кайӑп, сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнса кӗмӗп; 28. апат-ҫимӗҫне мана кӗмӗлле сут, эпӗ ҫийӗп, ӗҫмелли шывне те мана кӗмӗлле пар, эпӗ ӗҫӗп, эпӗ урапа анчах утса иртӗп — 29. Сеир ҫинче пурӑнакан Исав ывӑлӗсем те, Ар хулинче пурӑнакан моавсем те мана ҫавӑн пек тума ирӗк пачӗҫ, манӑн Иордан урлӑ каҫса хамӑра Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр паракан ҫӗр ҫине ҫитмелле тесе калама хушрӑм.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тата пӑхӑртан ала евӗрлӗ решетке ту, ҫав ала евӗрлӗскерӗн тӑватӑ кӗтессине тӑватӑ пӑхӑр ункӑ ту; 5. ӑна парне вырӑнӗ хӗррипе хурса ҫавӑр, вӑл аялтан пуҫласа парне вырӑнӗн ҫуррине ҫитмелле пултӑр.
Тух 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хуп турттарма юратакан ҫын дояркӑра вӑй хураймӗ — пилӗк сехет валли ирхи сӑвӑма ҫитмелле.
Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №