Поиск
Шырав ĕçĕ:
Улпут каланӑ: «Хӑпарасса хӑпарӗ, анчах ӗлӗкхи вырӑна ҫитеймӗ, тепӗринче тата сахалтарах хӑпарӗ, кайран-кайран чарӑнсах ларӗ. Кирек мӗнле урапа хурсан та, вӑл чарӑнса ларӗ. Асту-ха: пысӑк ту ҫинчен ҫунапа ярӑнса ансан, пӗчӗкҫӗ ту ҫине хӑпаратӑн, пӗчӗкҫи ҫинчен пысӑкки ҫине каялла хӑпараймастӑн, кунта та ҫавӑн пекех», — тенӗ.
Хӑй тӗллӗн авӑракан арман // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫӳренӗ-пӗрне пурне те качча илсе пӗтерес-тӗк пӗр ӗмӗр мар, вуникӗ ӗмӗр те ҫитеймӗ…А если всех замуж брать, так ни одной, ни десяти жизней не хватит.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Темӗнле чухӑн пулсан та, вӑл Инди океанне татах ҫитме шутлать, хурахсене тӗрӗс ҫул ҫине кӑларассишӗн пӗтӗм пурнӑҫне парать; ҫак ӗҫе тума ӑна никамран та ҫӑмӑлрах, мӗншӗн тесен вӑл Инди океанӗнчи хурахсен шайкисене хӑйӗн пилӗк пӳрнине пӗлнӗ пекех лайӑх пӗлет; укҫи-тенки ҫук пирки вӑл унта часах та ҫитеймӗ, анчах пурпӗр унта кайӗ, кашни хураха тӳрлетмессерен ҫапла калӗ: «Мана тав тума кирлӗ мар, тивӗҫ мар эпӗ ӑна, куншӑн пӗтӗмпех Поквилл ҫыннисене, тӑванӑмӑрсене, этем йӑхӗнчи ырӑ чунлӑ ҫынсене, вӗсен ырӑ проповедникне, кирек епле хурахшӑн та шанчӑклӑ тус пулма пултараканскере, тав тумалла».
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Бадӑн лаша ҫинчен сиксе анса тӗм хушшине пытанасчӗ хуть; ҫук, старик хӑваласа ҫитеймӗ тесе шутлать вӑл, ҫапла вӗсем пилӗк мильӑна яхӑн юланутпа каяҫҫӗ, старик ҫывхарсах пырать; юлашкинчен Бад курать: ӗҫ япӑх, вара вӑл лашине чарать те, пуля ҫурӑмран мар, кӑкӑртан лектӗр тесе, старик еннелле ҫаврӑнать, старик ӑна ҫавӑнтах персе вӗлерет.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Анчах киле тавӑрӑнма та май пулман: килте пӗр япала та юлман, пурне те сутса пӗтернӗ, сутса пуҫтарнӑ укҫана та ҫул ҫинче нумай ҫисе пӗтернӗ, юлашки укҫа ҫӗнӗ ҫӗре пырса вырӑнаҫма та те ҫитейӗ, те ҫитеймӗ.
I // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.
— Мӗншӗн ҫитеймӗ?
V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ӑнланатӑн-и, Никита, вӑйӑм ҫитеймӗ.
V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Унтах ҫитеймӗ.
VI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
«Ҫук, кӑҫалхи ҫул ӑна тума алӑ ҫитеймӗ ҫав.
16-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Сирӗн пек йывӑр шухӑшлӑ ҫынсемшӗнех вӑл час персе ҫитеймӗ!
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вырӑс ҫынни, ку тарана ҫитсе те, шухӑшласа кӑларнӑ япаласене, ӗлӗк-авалхи илӗртӳллӗ халапсене ӗненме юратать; тен, вӑл тата чылай вӑхӑтчен ҫав тӗшмӗшлӗхрен хӑтӑлса ҫитеймӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
6. Иисус каланӑ ӑна: Эпӗ — ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те; Ман урлӑ каймасан Манӑн Аттем патне никам та ҫитеймӗ.6. Иисус сказал ему: Я есмь путь и истина и жизнь; никто не приходит к Отцу, как только через Меня.
Ин 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: хӑвӑр хушшӑрта ҫилленсе ан калаҫӑр: 44. Мана янӑ Аттем ертсе пымасӑр Ман патӑма никам та ҫитеймӗ; Хам патӑма килекене Эпӗ юлашки кун чӗртсе тӑратӑп.
Ин 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эхер те эсӗ вӗсене чарма васкамастӑн пулсассӑн, вӗсем хальхинчен те ытларах сӑтӑр тӑвӗҫ, ун чухне вара санӑн вӗсене чарма вӑю ҫитеймӗ, тенӗ.
1 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫакӑншӑн акӑ Эпӗ ун ҫулне кӳкенпе пӳлсе хурӑп, ун тавра карта ҫавӑрӑп, вара вӑл хӑйӗн сукмакӗсене тупаймӗ, 7. еркӗнӗсем хыҫҫӑн чупӗ, анчах хӑваласа ҫитеймӗ; вӗсене шырӗ, анчах тупаймӗ, вара: «каям, малтанхи упӑшкам патнех таврӑнам; мана ун чухне хальхинчен аванрахчӗ» тейӗ.
Ос 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӗнтӗ ҫурҫӗр патшийӗ ҫитӗ, тӑпрас хӑпартӗ те ҫирӗплетнӗ хулана ярса илӗ: кӑнтӑр вӑйӗ хирӗҫ тӑраймӗ, унӑн чи паха ҫарӗ те тӳсеймӗ; хирӗҫ тӑма вӑй ҫитеймӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Сан хыҫҫӑн урӑх патшалӑх ҫӗкленӗ, санӑнне ҫитеймӗ; унтан виҫҫӗмӗшӗ — пӑхӑр патшалӑх — пӗтӗм ҫӗр ҫинче хуҫа пулса тӑрӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫулталӑк та темиҫе кунранах сехӗрленсе ӳкетӗр эсир, ҫӑмӑлттайсем! иҫӗм татасси пулаймӗ, тырӑ вырас вӑхӑт ҫитеймӗ.
Ис 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫапла калатӑр эсир: «эпир вилӗмпе килӗшӳ турӑмӑр, тӗпсӗр шӑтӑкпа сӑмах тупрӑмӑр: пурне те пӗтерекен инкек сиксе тухсассӑн, вӑл пирӗн пата ҫитеймӗ, мӗншӗн тесессӗн эпир суяран хамӑр валли тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх турӑмӑр, эпир ултавпа витӗнӗпӗр» теетӗр.
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Сирӗн чӗрӗ юлнӑ ҫыннӑрсен чӗрине тӑшманӗсен ҫӗрӗнче шиклӗ тӑвӑп, вӗсем ҫулҫӑ чӗтӗренине илтсессӗн те тарма пуҫлӗҫ, хӑйсене хӗҫпе хӑваланӑран тарнӑ пек тарӗҫ; никам хӑваламасӑрах ӳксе пӗтӗҫ, 37. хӗҫ касса ӳкернӗ пек, пӗр-пӗрин ҫине такӑнса ӳкӗҫ, никам хӑваламан чухнех ҫапла ӳкӗҫ, тӑшманӑрсене хирӗҫ тӑма сирӗн хал ҫитеймӗ; 38. эсир ҫав халӑхсем хушшинче вилсе пӗтетӗр, сире хӑвӑр тӑшманӑрсен ҫӗрӗ ҫӑтса ярӗ; 39. сирӗн чӗрӗ юлнӑ ҫыннӑрсем хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсене пула хӑвӑр тӑшманӑрсен ҫӗрӗнче хӑрса пӗтӗҫ; хӑйсен ашшӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене пула хӑрса пӗтӗҫ.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2