Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тавралла — хӑвалӑх, ҫирӗклӗх, хурӑнлӑх, умра — Хурашыв.
15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Халӗ улма пахчисемпе ҫирӗклӗх ҫук пулин те, Сурӑмпуҫӗ хӑйӗн илемлӗхне ҫухатман.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Улӑхсенче тӑршшӗпех ҫирӗклӗх ӳснӗ.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Хӑвалӑх ҫумӗнче — ҫирӗклӗх, ҫирӗклӗхпе юнашар — хурӑнлӑх, унтан — хунав юман, чи ҫӳлте — хырпа чӑрӑш вӑрманӗ.
Нихӑшӗнчен те илемли // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 3–4 с.
— Ҫӑкалӑх, Юманлӑх, Ҫирӗклӗх, Ҫатракасси…
4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Пӑлхар хулин Векке ятлӑ пуян тӑрӑна эпӗ те пулӑшрӑм Ҫирӗклӗх вӑрманӗн хыҫне лаша кӗтӳне пытарма.
Сутӑнчӑк // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Ҫирӗклӗх тӗмисем хушшинче хӗрлӗ пӗсехеллӗ мӑнтӑр уйӑпсем, янравлӑн чӗриклетсе, пӗчӗк хура йӗкелсене ӗҫченӗн шӗкӗлченӗ.
Матвей Кузьминӑн юлашки кунӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 5–13 с.
Сукмак малтан хаваслӑ ҫарансем урлӑ, унтан ӑвӑс ращасемпе шурлӑхлӑ ҫирӗклӗх витӗр ҫӗлен пек явкаланса иртрӗ, кайран вӑл хыр вӑрманӗ хӗррине пырса тухрӗ.
Власьевна вӑрманта мӗнле ҫӳрет // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Вӑл ҫирӗклӗх витӗр кӑшт аяккарах каять.
Партас шыв ӗҫме кайнӑ // Лина Агеносова. Ванаг, Юлий Петрович. Пӗчӗк Микинӗн пысӑк ӗҫӗсем: [калавсем] / Ю. П. Ванаг. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 32 с. — 17–18 с.
Старикӗн картин ҫине ӳкернӗ пек кӗлетки ҫара та сайра, хурҫӑ тӗслӗ ҫирӗклӗх витӗр аванах курӑнса пырать.Сквозь стальную сизь голого и редкого ольшаника видна была четкая, как нарисованная, фигура старика.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫирӗклӗх тип ҫырмине ҫур сехет хушшинче чуптарса ҫитрӗҫ.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Ҫирӗклӗх тип ҫырмине, — ответлерӗ пан хулӑн баспала.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
- 1