Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫири (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Суса пӗтернӗ ҫӗре ҫири кӗпе йӗп-йӗпе тар пулчӗ; унтан витре илме тесе алла янӑччӗ ҫеҫ — мӗнле янклаттарса ярать хайхискер урипе!

Рубаха на мне взмокла, пока подоил ее, и только руку протянул, ведро из-под нее брать, — как она даст ногой!

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Лайӑх пурӑнатӑн курӑнать — ҫири тумтиру аван, ҫапах ҫын инкекне те ӑнланатӑн!..

— Живешь, видать, справно — одежа вон на тебе хорошая, а к чужой беде не глухая!..

26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Кашниншӗн ҫири кӗпе…

— Всякому своя рубаха…

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл килне ҫитме ӗлкӗрнӗ те, чӑлана пытанса, хыпалансах урӑх тум тӑхӑнать; ҫири кӗпипе юбкине улӑштарса аппаланать.

Она успела дойти до куреня и, забившись в кладовку, торопливо переодевалась: меняла на себе рубаху и юбку.

LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Темрен ҫакланса, ҫири кӗрӗкне кӑкӑр кӗсйинчен пуҫласа аркӑ хӑнтӑрӗ таран ҫурса пӑрахрӗ, ури ҫине сиксе тӑрса, йытӑ пек, пӗтӗм кӗлеткипе харӑс силленсе илчӗ.

Зацепившись, он порвал полушубок от грудного кармана до оторочки полы, вскочил, отряхнулся по-собачьи, всем телом сразу.

XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юрать-ха сан, ҫири пиншакусӑр пуҫне, ним те ҫук…

У тебя, кроме пинжака, ничего нету…

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, шӑлне ҫыртса, унӑн ҫири кӗпи-йӗмӗсене улӑштарса тӑчӗ, вӗриленсе кайнӑ пуҫӗнчи пыйтӑ-шӑркасене тураса иртрӗ, чул пек йывӑр кӗлеткене енчен енне ҫавӑрса вырттарчӗ тата тусӗн кӗҫ-вӗҫ сӳнсе ларас шек хаклӑ пурнӑҫне упраса тӑракан хыткан та ҫара ӳчӗ ҫине хӑраса та йӗрӗнсе, вӑрттӑн сӑнакаласа пӑхрӗ.

Стиснув зубы, меняла на нем белье, вычесывала из горячей головы паразитов, переворачивала каменно-тяжелое тело и, содрогаясь, с отвращением смотрела украдкой на его голое исхудавшее тело мужчины — на оболочку, под которой чуть теплилась дорогая жизнь.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑйне ҫитсе тытасран тарса ӳкме пикенсе, вӑл ҫири кӗрӗк пиншакне пӑрахса хӑварнӑ та халӗ ҫӑмӑл куртка вӗҫҫӗнех утса пырать.

Убегая от преследования, он сбросил полушубок и теперь шел в одной легонькой кожаной куртке.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Нимӗҫӗн ҫири шинелӗ хулпуҫҫийӗ ҫинчен ҫӗре анса ӳкрӗ, хӑрах еннелле тӳмелемелле тӗссӗр симӗс мундирӗ хул айӗнче хутланса пӗрӗнчӗ, ҫӳлелле ҫӗклесе тытнӑ ӗҫре пирченӗ пысӑк аллисем чӗтреме пуҫларӗҫ, пӳрнисем, куҫа курӑнман тӳмесене хыпашланӑ пек, вӗттӗн-вӗттӗн сиккелесе чӗтренчӗҫ.

Шинель упала у него с плеч, подмышками морщинился рябью однобортный серозеленый мундир, поднятые большие рабочие руки тряслись, и пальцы шевелились, словно перебирая невидимые клавиши.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӑнтӑрла кунӗпех пӗрисен лупасӗ айӗнчи арпа ӑшӗнче пытанса выртнӑран унӑн ҫири шинелӗ пӑхма ҫук хылчӑкланса пӗтнӗ.

День лежал, зарывшись в стодоле в мякину, в невероятно измазанной шинели.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсенчен пӗри, ҫӑл тараси пек ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ богучар украинецӗ, темле тӗлӗнмелле Геть-Баба хушаматлӑскер, ҫур ҫулта пӗр хут нимӗн урӑлмасӑр темиҫе кун ӗҫекенскер, пӗтӗм ӗҫлесе тупнӑ укҫине, ҫири тумтирӗсене те ун пек чухне ӗҫсе яраканскер пулнӑ.

Один из них, высокий — с колодезный журавль — богучарский украинец с диковинной фамилией Геть-Баба, в полгода раз пил запоем, пропивал все с себя и заработок.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Мӗнле кӗпесем тӑхӑннӑччӗ хӑй? тепӗр тесен, халь питӗ ҫитсӑсем, сӑмахран, ман ҫири капота ҫӗленӗ пеккисем, тупма йывӑр.

— Какое ж было на ней платье? хотя, впрочем, теперь трудно найти таких плотных материй, какая вот хоть бы, например, у меня на этом капоте.

V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Аптекӑна кайма та, тухтӑр валли те… виҫҫӗшне пытарнӑшӑн та… мӗн пур пек япаласене сутса пӗтерсе тӳлесе татрӑм та ҫири кӗпепе ҫеҫ тӑрса юлтӑм.

В аптеку да к доктору, за похороны троих… продала, что было вещей, расплатилась и осталась в чем была.

Франсуаза // Василий Алагер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 87–92 стр.

— Малтанлӑха пире кунти, хамӑр ҫири, каменоломня ҫывӑхӗнчи обстановкӑна пӗлни кирлӗ.

— Нам сегодня важно на первый раз выяснить обстановку тут, прямо над нами, и возле каменоломен.

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫири тумтир те манӑн пӗтӗмпех юрӑхсӑра тухрӗ.

Одежда моя к этому времени стала приходить в полную негодность.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫири кӗпе-йӗм те ҫӗтӗлсе кайрӗ.

Мое белье пришло в полную негодность.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Инкек ҫири кӗперен ҫывӑх тесе калаҫҫӗ.

Говорят, что беда ближе, чем рубашка на теле.

Правасӑр водителе пула 18-ти ҫамрӑк вилнӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/23383.html

Ман ҫири сентре — пушӑ.

Верхняя полка надо мной была пуста.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мана курсанах вӑл сасартӑк тӳрленсе тӑчӗ, мӑйӑхӗсене шӑлкаласа илчӗ, ҫири пижамине кӑрт-кӑрт турткаларӗ.

Заметив меня, он сразу приосанился, поправил усы, одернул пижаму.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ хам ҫири айӑпа кирек-мӗнле вӑхӑтра та сирме пултарасса ӗненнӗскер, ку ӗҫӗн чӑн енӗсене пӗлсе, ҫак хӗн хурӑн айӑпне вӑл пӗтӗмпех хӑй ҫине илнӗ.

Будучи уверена, что я мог оправдаться, когда бы только захотел, она догадывалась об истине и почитала себя виновницею моего несчастия.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней