Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫиеҫҫӗ (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
25. Вӑл Аарон чапне ӳстернӗ, ӑна еткер панӑ — малтан ӗлкӗрнӗ ҫӗр ҫимӗҫне уйӑрса панӑ: 26. чи малтан вӗсене тӑрантарма ҫимӗҫ хатӗрленӗ: вӗсем Ҫӳлхуҫана кӳнӗ парнене те ҫиеҫҫӗ — Вӑл ҫакна Ааронпа унӑн вӑрлӑхне пӳрнӗ; 27. анчах унӑн халӑх ҫӗрӗнчен пай тухмалла мар, халӑх хушшинче ун валли тӳпе ҫук: унӑн тӳпи, унӑн еткерӗ — Турӑ Хӑй.

25. И умножил славу Аарона и дал ему наследие - отделил им начатки плодов: 26. прежде всего уготовил им хлеб в насыщение, ибо они едят и жертвы Господни, которые Он дал ему и семени его; 27. но он не должен иметь наследия в земле народа и нет ему участка между народом, ибо Он Сам удел и наследие его.

Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

[Е пыл хурчӗ патне кай, кур-ха: епле ӗҫчен вӑл, мӗнлерех ырӑ ӗҫ тӑвать вӑл; сывлӑхлӑ тӑмашкӑн унӑн пылне хура халӑх та, патшасем те ҫиеҫҫӗ; ӑна пурте юратаҫҫӗ, мухтаҫҫӗ; унӑн вӑйӗ ҫук та, ӑсӗ пур.]

[Или пойди к пчеле и познай, как она трудолюбива, какую почтенную работу она производит; ее труды употребляют во здравие и цари и простолюдины; любима же она всеми и славна; хотя силою она слаба, но мудростью почтена.]

Ытар 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Ҫылӑхлӑ ҫынсен сукмакӗ ҫине ан пус, усал ҫынсен ҫулӗпе ан ҫӳре; 15. пӑрӑнса кай, вӑл ҫулпа ан ҫӳре, пӑрӑн, айккинчен иртсе кай: 16. усал ӗҫ тӑваймасан, вӗсем ҫывӑрса та каяймаҫҫӗ; кама та пулин пӗтермесессӗн, вӗсен ыйхи те вӗҫет: 17. вӗсем ӗнтӗ йӗркесӗр ӗҫ ҫӑкӑрне ҫиеҫҫӗ, ҫарату эрехне ӗҫеҫҫӗ.

14. Не вступай на стезю нечестивых и не ходи по пути злых; 15. оставь его, не ходи по нему, уклонись от него и пройди мимо; 16. потому что они не заснут, если не сделают зла; пропадает сон у них, если они не доведут кого до падения; 17. ибо они едят хлеб беззакония и пьют вино хищения.

Ытар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Чухӑн пурӑнӑҫпа, выҫлӑхпа хӑрӑннӑскерсем, вӗсем шывсӑр, тискер, ҫаралса юлнӑ ҫеҫенхире туха-туха тараҫҫӗ; 4. йывӑҫ тӗмӗсем таврашӗнче курӑк чӗпӗтсе ҫӳреҫҫӗ, ҫӑкӑр вырӑнне уртӑш ҫырли ҫиеҫҫӗ.

3. Бедностью и голодом истощенные, они убегают в степь безводную, мрачную и опустевшую; 4. щиплют зелень подле кустов, и ягоды можжевельника - хлеб их.

Иов 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Ӗнтӗ вӑл паян килнӗ те темӗн чухлӗ вӑкӑрпа пӑру, сурӑх пустарнӑ, патша ывӑлӗсене пурне те, ҫарпуҫсене тата Авиафар священника чӗнтернӗ, халӗ ун патӗнче ӗҫсе ҫиеҫҫӗ, сывӑ пултӑр Адония патша! тееҫҫӗ.

25. Потому что он ныне сошел и заколол множество волов, тельцов и овец, и пригласил всех сыновей царских и военачальников и священника Авиафара, и вот, они едят и пьют у него и говорят: да живет царь Адония!

3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. [Давид ӑна тупа тунӑ,] лешӗ ӑна ертсе кайнӑ; акӑ амаликсем, ҫав ҫӗршывра тӗрлӗ енне сапаланса, ӗҫеҫҫӗ те ҫиеҫҫӗ, Филисти ҫӗрӗнче тата Иудея ҫӗрӗнче хӑйсем туртса илнӗ пысӑк тупӑшшӑн савӑнса уяв тӑваҫҫӗ.

16. [Давид поклялся ему,] и он повел его; и вот, Амаликитяне, рассыпавшись по всей той стране, едят и пьют и празднуют по причине великой добычи, которую они взяли из земли Филистимской и из земли Иудейской.

1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӗсене путексем те юратса ҫиеҫҫӗ.

Их очень любят и ягнята.

Ҫуркуннепе витаминлӑ апат кирлӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

Кӑшман, кишӗр, ҫӗрулми лайӑх ҫиеҫҫӗ вӗсем.

Они с удовольствием едят брюкву, морковку, картофель.

Ҫуркуннепе витаминлӑ апат кирлӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней