Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Ак ҫитӗ Чӑнлӑх! Вӑл ҫухалмӗ, Ун ҫивӗчӗшӗ, ҫук, мӑкалмӗ, Кӑтартӗ хӑйӗн сӑнлӑхне», — Ҫапла шутланӑ халӑх.
I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Хӗрсех калаҫрӑм эпӗ, анчах шухӑшӑма — кирлӗ, пысӑк темелле шухӑша! — темле тӗссӗр, ҫивӗчӗшӗ ҫук сӑмахсемпе («вӗренетӗп»!) каланӑн туйӑнчӗ хама.
16 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Юлашкинчен эпӗ хамӑн пуҫран пӗр пайӑрка ҫӳҫ тӑпӑлтарса илтӗм, пуртта юнпа лайӑх йӗпетсе, ун ҫивӗчӗшӗ ҫине ҫыпӑҫтарса хутӑм, пурттине кӗтесе петӗм.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Тӳрӗ касма ан тӑрӑш, хӗҫ ҫивӗчӗшӗ чалпашларах кӗрсе кайтӑр тесе, хӗҫе ху патналла туртса ил…Норови не прямо рубить, а с потягом на себя, чтобы лезвие резало, шло наискось…
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Урисемпе йӗнер пускӑчисем ҫине тӗрӗнсе хӗҫпе сулса янӑ самант — унтан ҫавӑнтах Григорий хӗҫ ҫивӗчӗшӗ матросӑн пиҫӗ тӑлпуне ҫемҫен яшлатса кӗнине туять.Упор в стременах, взмах — и Григорий ощущает, как шашка вязко идет в мягко податливое тело матроса.
XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Хӗлӗх пек карӑнтарса пынӑ чӗлпӗр сулахай ал пӳрнисенче чӗтрерӗ, пуҫ тӑрринелле ҫӗкленӗ хӗҫ ҫивӗчӗшӗ хирӗҫ вӗрекен ҫил варкӑшне вичкӗннӗн шӑхӑрттарса ҫурса пычӗ.
XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫӳҫене сайратнӑ чух, хӗҫ ҫивӗчӗшӗ меллӗн вӑйкӑнса тивсен, чалӑшшӑн касӑлнӑ хулӑ аялти тунине ним хускатмасӑр ҫӗре тӳрӗ анса ӳкет, хӑйне казак хӗҫӗ уйӑрнӑ вулӑпа юнашар шӗвӗр вӗҫӗпе ҫемҫен кӑна хӑйӑр ҫине тӑрӑнать.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Илеперӗн сӑмсана кӑтӑклантармалла пылак та илӗртӳллӗ шӑрши ыйхӑлаттарса ячӗ, ҫемҫен кӑна ҫурри манӑҫнӑ тахҫанхи пурнӑҫӗ еннелле ҫаврӑнтарса пӑхтарчӗ, чӗрене тепӗр хут иртнӗ юратӑвӑн ҫивӗчӗшӗ ҫумне сӗртӗнтерчӗ.
XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Чӗлхи ҫӗтсе ларас пек тӗлӗнсе хытса кайнӑ нимӗҫ аллисене шинель айӗнчен майӗпен кӑларчӗ, хӑй ҫине тӗллесе тытнӑ штыкӑн йӑлтӑртатса тӑракан ҫивӗчӗшӗ ҫине хускалми куҫӗсемпе пӑхса, хӑяккӑн ҫавӑрӑнса тӑчӗ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
28. Ҫавӑнпа та Иуда хӑйӗн ҫарӗпелен сасартӑках пушхире Восор патнелле ҫул тытнӑ, ҫав хулана туртса илсе арҫынӗсене пурне те хӗҫ ҫивӗчӗшӗ айне тунӑ, вӗсенӗн мӗнпур пурлӑхне туртса илнӗ, хулине вутпа ҫунтарса янӑ; 29. ҫавӑнтан ҫӗрле тухса тепӗр тӗреклӗлетнӗ хула патнелле кайнӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Пушӑ ҫапни суранлӑ йӗр тӑвать, чӗлхе ҫапни шӑмма-шакка ҫӗмӗрет; 21. хӗҫ ҫивӗчӗшӗ нумай ҫынна пӗтерчӗ, ҫавах вӗсем чӗлхе пӗтернинчен сахалрах; 22. кам ҫав чӗлхерен пытанса юлнӑ, кам унӑн хаярлӑхне тӳссе курман, кам унӑн сӳсменне тӑхӑнман, кам ун тӑллипе тӑлланман — ҫавӑ телейлӗ: 23. унӑн сӳсменӗ — тимӗр сӳсмен, унӑн тӑлли — пӑхӑр тӑлӑ, 24. унӑн вилӗмӗ — хаяр вилӗм, тамӑк та унран лайӑхрах.
Сир 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. [Вӑл ура ҫине тӑрсан,] Аод сулахай аллине тӑсса сылтӑм енне ҫакнӑ хӗҫне ярса тытнӑ та патшана ӑшӗнчен чикнӗ; 22. вӑл хӗҫне каялла туртса кӑларман, ҫавӑнпа унӑн ҫивӗчӗшӗ ҫеҫ мар, аври те шалах кӗрсе кайнӑ, вара пӗтӗм хӗҫ ӳтпе хупланнӑ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1