Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫивӗччӗн сăмах пирĕн базăра пур.
ҫивӗччӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вырӑс сӑмахӗсем тӗрӗсех тухмаҫҫӗ Юлаевӑн, апла пулин те ҫав тери ҫивӗччӗн калаҫать вӑл, чӗлхи пӗрре те такӑнмасть.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Канашлура илтнӗ сӑмах тулаштармарӗ, намӑслантарчӗ, — ҫаплах ҫивӗччӗн кастарчӗ Григориу.

Помоги переводом

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫавра юрӑ вӑл пирӗн чӑваш халӑхӗн ӑсне, тӗнчене мӗнле пӗлнине, ӑна мӗнле шухӑшласа кӑларнине кӗскен те ҫивӗччӗн калама пӗлтернӗ форма».

Помоги переводом

«Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен ӑс-хакӑл юррисен пӗрешкеллӗхӗ» курав // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60549

«Ҫемҫе пукан ҫинче хитре юмах ҫаптарса ларнипе ҫӗршыв пӳлминче тырӑ хушӑнмасть!» — ҫавӑн пек ҫивӗччӗн вӗҫлерӗ сӑмахне Кермӑн.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Вӑхӑтлӑх мар, унтан яла нихҫан та таврӑнмасть! — ҫивӗччӗн кастарчӗ Инесса.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Вӑл-ку енчен чи малтан писательсен тасарах пулмалла-тӑр, мӗншӗн тесен вӗсем халӑха вӗрентекенсем, — сӑмахне ҫивӗччӗн ҫавӑрттарчӗ Нарспи Гавриловна.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Фактсем пирки мӗн каласшӑн вара эсир? — ҫивӗччӗн хутшӑнчӗ куҫлӑхли те.

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ӑна пӗр вӑхӑтрах ҫивӗччӗн ыраттаракан та, ҫав вӑхӑтрах кӑшт ҫеҫ савӑнтаракан темӗнле сисӗм тӑршшӗпех шелсӗр пӑчӑртаса тӑчӗ, туйӑмсен вичкӗн хире-хирӗҫлӗхӗ ун чӗрине канӑҫ памарӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Театр искусстви, радио, телевидени малалла аталаннӑ май чӑваш орфоэпи нормисене йӗркелесе ҫитерес ыйту та ҫивӗччӗн тухса тӑрать.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

«Опера ҫурални» кӗнекере пичетленнӗ пьесӑсенче паянхи ҫынсен сӑнарне куратӑн, ҫав хушӑрах драматург коммунизм тунӑ ҫӗрте чӑрмантаракансене ҫивӗччӗн питлет.

Помоги переводом

Николай Айзман пьесисем // А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 83 с.

Тусан мӑкӑрлантарса ҫивӗччӗн ыткӑнакан симӗс «Запорожец» аэродром ҫинелле ҫаврӑнса кӗчӗ те тормозне чӑкӑртаттарса Герасим Федотович умӗнче тенӗ пекех чарӑнчӗ.

Помоги переводом

16 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Мӑнаккӑшӗ ҫавӑн пек ҫивӗччӗн, ҫакӑн пек ӑслӑн калаҫни Герасим Федотовича тӗлӗнтермерӗ, мӗншӗн тесен Малан кинеми хӑй вӑхӑтӗнче Сурпайри чи хастар хӗрарӑмсенчен пӗри пулнӑ.

Помоги переводом

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Герасим Федотович ҫунман сигарета ӗме-ӗме Тураевсен тӗлне ҫывхарнӑ чух вӗсен юман юпаллӑ чӗнтӗрлӗ хапхинчен ҫирӗм пиллӗкрен иртнӗ яштака йӗкӗт ҫивӗччӗн вӑркӑнса тухрӗ.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кӗрхи янкӑр тӳпере вичкӗн куҫӗпе ҫӗр ҫинелле ҫивӗччӗн тинкерсе хӗрен явӑнать, ҫуначӗсене сулмаклӑн саркалантарса пӗрре ҫӳлерех улӑхать, тепре аяларах сулӑнать.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Столовӑй ҫинчен тахҫанах ҫивӗччӗн калаҫмалла пулнӑ пирӗн.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кӑкӑрне аллипе тытса хӑвӑрт-хӑвӑрт сывлаканскер хӑмӑр куҫне чӑл та чӑл ҫиҫтерсе йӗри-тавралла ҫивӗччӗн пӑхкаларӗ, кам ҫуккипе пуррине тӗрӗслерӗ.

Помоги переводом

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ытлашши тет тата! — ҫаплах ҫивӗччӗн калаҫрӗ Елен.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Степан Фомичпа Платон пеккисене путсӗрленме ирӗк памастӑпах, — яланхи пекех ҫивӗччӗн кастарчӗ Аркаш.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Хӑранипе ҫӑвара картӑм, унтан, шыв ҫӑтнипе кӗҫех чыхӑнса каяйманскер, ҫӳлелле мечӗкрен ҫивӗччӗн ярӑнса хӑпартӑм.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Журналистӑн хӑюллӑ, витӗр куҫлӑ пулмалла — малта пыракансене ырланипе пӗрлех унӑн малалла кайма чӑрмантаракансене те ҫивӗччӗн питлемелле», — час-часах ҫапла калама юратать Паланов, анчах редакцире ӗҫлекенсенчен хӑшӗ те пулин фельетон ҫырасси пирки асӑнсан вӑл шӑл ыратнӑ чухнехи пекех асапланма тытӑнать — кам умӗнче те пулин куҫран ӳкесрен, критикӑна ытлашши ирӗке ятӑр тесе хӑйне ят тивесрен шикленет.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней