Поиск
Шырав ĕçĕ:
Джонни ҫак сӑмахсене ҫемҫен те шӑппӑн каларӗ, унтан ҫавӑн пекех ҫемҫен те шӑппӑн аяккинелле ҫаврӑнса выртрӗ те ҫывӑрса кайрӗ.Джонни сказал это кротко и спокойно, так же спокойно повернулся на другой бок и заснул.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Вӑл халиччен ҫемҫен те ӑшшӑн калаҫнине чӗререн юратманскер, халь манпа ҫемҫен, ачашшӑн калаҫать.Он, прежде как огня боявшийся всяких «нежностей», был теперь со мною мягок и ласков.
Шура // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
— Выртӑр, выртӑр, паттӑрсем, — ҫемҫен аллине сулчӗ генерал.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Иртсе лар, Ивано, — ҫемҫен чӗнчӗ хӗрарӑм.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӑйсем тӑрантас ҫине ҫемҫен сиксе хӑпарса ларнӑ-ларманах кӑвак ӑйӑр вырӑнтан тапса сикме пӑхрӗ, аран тытса чарчӗ ӑна кӗреҫе сухаллӑ ям-шӑк.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Урапа кустӑрмисем ҫӑра тикӗт сӗрнипе ҫемҫен лӑканса кусни, хир шӑрчӑкӗсем пуҫ урлах сике-сике каҫса пӗр чарӑнмасӑр чӑрӑлтатни, лашасем хыҫран юлма пӗлмен пӑвансене хӳрисемпе ҫапкаласа, урисемпе тапкалашса хӑвалама тӑрӑшни, хир тӑршшӗпе ӑрша выляни унталла-кунталла сулланса ларакан ачасене йӑлӑхтарать, ывӑнтарать, куҫа хуптарать.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Ҫав тери хавас… — ҫемҫен саламларӗ Матӗрне.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Айӑплӑ ҫынни кам вара? — ҫемҫен ыйтрӗ Костя.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пӑчӑ сывлӑш, палуба ҫемҫен чӗтренни ыйхӑ килтерет.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
— Питӗ аван, — хӗрарӑм аллине ҫемҫен чӑмӑртарӗ Ҫтаппан.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ман хӗре тиве пуҫларӗ… — паҫӑрхи пекех ҫемҫен каларӗ Лукарье.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Куҫӗпе курнине ӗненесшӗн мар, пурне те хӑй аллипе тытса тӗрӗслесшӗн, — ҫемҫен кулкаларӗ Лукарье.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан, ырӑ кӑмӑллӑскер, кашнинпех ҫемҫен калаҫса пычӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑр-вар, хӑнӑхнӑ хусканусемпе Кеша прическине тӗрӗслерӗ, ширинкине аялтан ҫӳлелле фортепьяно клавишӗсене ҫемҫен пуснӑ пек «глиссандо» турӗ, пушмакӗсен тасалӑхне шанмасӑр куҫ хӗррипе пӑхса илчӗ.
Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.
Нӳрӗк ҫӑтса мӑнтӑрланнӑ ҫӗр ура айӗнче ҫемҫен путать.
Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.
Римма пичӗ ҫинчи куҫҫуле ҫемҫен шӑлса илчӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
— Ирина Алексеевна, канӑр, эсир канӑр, — сӗнчӗ ҫемҫен сестра.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Вӑл, ҫемҫен кулса, ҫывӑхрине ҫеҫ курма пултаракан куҫӗпе, хӑнана шырарӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Калаҫу вӗҫленсе пынӑ май, Гаврил Романович унӑн аллине ҫемҫен тытса-сӗртӗнсе: — Хӑвӑра шаннӑ ӗҫе эсир кирлӗ пек пурнӑҫласса тата пирӗн стройкӑра никам та сусӑрланас маррине шанса тӑратӑп, — терӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
— Эсӗ, йӑмӑкӑм, — терӗ вӑл ҫемҫен, — питех хуҫӑлса ан ӳк-ха.
Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.