Поиск
Шырав ĕçĕ:
21. Чӗлхе-ҫӑварӑм Ҫӳлхуҫана мухтаса калаҫӗ, пур чун та ӗмӗр-ӗмӗрех Унӑн сӑваплӑ ятне мухтаса тӑтӑр.21. Уста мои изрекут хвалу Господню, и да благословляет всякая плоть святое имя Его во веки и веки.
Пс 144 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр: Ҫӳлхуҫа ырӑ; Унӑн ятне аслӑлӑр — тутлӑ ят вӑл.3. Хвалите Господа, ибо Господь благ; пойте имени Его, ибо это сладостно.
Пс 134 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа ятне мухтавлӑр, эй Ҫӳлхуҫа чурисем, — 2. Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче, Туррӑмӑр Ҫурчӗн картишӗнче тӑракансем, — мухтавлӑр.
Пс 134 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Акӑ ӗнтӗ пирӗн урасем санӑн хапху умӗнче тӑраҫҫӗ, Иерусалим; 3. Иерусалим — ҫурчӗсене пӗр вӗҫӗмрен лартса тухнӑ хула, 4. унта, Израиль саккунӗ тӑрӑх, Ҫӳлхуҫа ятне аслӑламашкӑн ӑрусем, Ҫӳлхуҫа халӑхӗн ӑрӑвӗсем, ҫӳреҫҫӗ.
Пс 121 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Сана мухтав парни кӳрем, Ҫӳлхуҫа ятне асӑнам.
Пс 115 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӑлӑнӑҫ курки тытам та Ҫӳлхуҫа ятне асӑнам.
Пс 115 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара Ҫӳлхуҫа ятне тархасласа чӗнтӗм: эй Ҫӳлхуҫамӑм! чунӑма хӑтарсамччӗ.
Пс 114 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫитиччен Ҫӳлхуҫа ятне аслӑлаҫҫӗ.3. От восхода солнца до запада да будет прославляемо имя Господне.
Пс 112 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Ҫӳлхуҫа чурисем, мухтӑр, Ҫӳлхуҫа ятне мухтӑр.
Пс 112 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Кӗллинче пире ӳпкелесессӗн, вӑл кӗлтуни ҫылӑха пултӑр; 8. унӑн кунҫулӗ кӗске пултӑр, унӑн тивӗҫлӗхне тепӗри илтӗр; 9. унӑн ачисем тӑлӑха юлччӑр, унӑн арӑмӗ тӑлӑх пултӑр; 10. унӑн ачисем сӗтӗрӗнсе ҫӳреччӗр, ыйткаласа пурӑнччӑр, кӗллесе ҫӳреччӗр, вӗсене ишӗлнӗ кил-ҫуртӗнчен те хӑваласа кӑларччӑр; 11. кивҫен параканӗ унӑн мӗн пуррине йӑлтах туртса илтӗр, ӗҫленӗ ӗҫне ют ҫынсем ҫаратса кайччӑр; 12. унӑн хутне кӗрекен ан пултӑр, унӑн тӑлӑх ачисене хӗрхенекен ан пултӑр; 13. унӑн ачи-пӑчи пӗтмелле пултӑр, вӗсенӗн ячӗ тепӗр сыпӑкрах ҫухалтӑр; 14. унӑн ашшӗсен йӗркесӗрлӗхне Ҫӳлхуҫа умӗнче асӑнччӑр, амӑшӗн ҫылӑхӗ те ан ҫухалтӑр; 15. Ҫӳлхуҫа вӗсене яланах курса тӑтӑр, вӗсенӗн ятне ҫӗр ҫинчен пӗтертӗр, 16. мӗншӗн тесессӗн вӑл ырӑ тӑвас тесе шухӑшламарӗ, чухӑна, мӗскӗн ҫынна, аптӑраса ӳкнӗ ҫынна хӗсӗрлерӗ, вӗлерттересшӗн пулчӗ; 17. ылханма юрататчӗ, ылханӗ хӑйнех ҫитӗ; пиллӗхе кӑмӑлламарӗ, пиллӗх унран пӑрӑнса кайӗ; 18. ылхана тумтир тӑхӑннӑ пек тӑхӑнтӑр, вӑл ун ӑшне шыв пек кӗрсе кайтӑр, шӑмми-шаккине йывӑҫ ҫӑвӗ пек витертӗр; 19. вӑл уншӑн — тӑхӑнакан тумтирӗ вырӑнне, яланах ҫыхса ҫӳрекен пиҫиххийӗ вырӑнне пултӑр.
Пс 108 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫана аслӑлӑр; Унӑн ятне асӑнӑр; халӑхсем хушшинче Унӑн ӗҫӗсем ҫинчен пӗлтерӗр; 2. Ӑна мухтавлӑр, Ӑна мухтаса юрлӑр; Унӑн мӗнпур кӗтречӗ ҫинчен каласа кӑтартӑр.
Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй чунӑм, Ҫӳлхуҫана мухта, пӗтӗм ӑшӑм-чиккӗм, Унӑн сӑваплӑ ятне аслӑла.1. Благослови, душа моя, Господа, и вся внутренность моя - святое имя Его.
Пс 102 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫакӑн ҫинчен килес ӑру валли ҫырса хурӗҫ, вара пулас ӑрусем Ҫӳлхуҫана мухтавлӗҫ: 20-21. касмӑкрисем йынӑшнине илтесшӗн, вӗлерес ывӑлсене хӑтарасшӑн Вӑл Хӑйӗн ҫӳлти сӑваплӑ вырӑнӗнчен пӗшкӗнсе пӑхрӗ, Ҫӳлхуҫа тӳперен ҫӗр ҫине хӗрхенсе пӑхрӗ: 22-23. халӑхсемпе патшалӑхсем Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлеме пӗрле пухӑнсассӑн, вӗсем Сион ҫинче Ҫӳлхуҫа ятне, Иерусалимра Унӑн мухтавлӑхне пӗлтерччӗр терӗ.
Пс 101 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна аслӑлӑр, Унӑн ятне мухтавлӑр: 5. Ҫӳлхуҫа — ырӑ: Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе, Унӑн шанчӑклӑхӗ — сыпӑкран сыпӑка.
Пс 99 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Моисейпе Аарон священниксем хушшинче, Самуил Унӑн ятне асӑнакансем хушшинче Ҫӳлхуҫана тархасланӑ та — Вӑл вӗсене тӑнланӑ.
Пс 98 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй халӑхсенӗн ӑрӑвӗсем, Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр, Унӑн сӑваплӑ Ҫуртӗнче — хӑват та чаплӑ илем; 8. Ҫӳлхуҫана Унӑн ятне кура мухтавлӑр, парнӗрсене илӗр те Унӑн картишӗсене кӗрӗр; 9. Ҫӳлхуҫана Унӑн чаплӑ сӑваплӑ Ҫуртӗнче пуҫҫапӑр.
Пс 95 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫана мухтаса ҫӗнӗ юрӑ юрлӑр; ҫӗр ҫинчисем, пурте Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр; 2. Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлӑр, Унӑн ятне аслӑлӑр, Вӑл ҫӑлни ҫинчен, ҫӑласси ҫинчен куллен-кун ырӑ хыпар сарӑр; 3. халӑхсем хушшинче Унӑн мухтавлӑхӗ ҫинчен, пур тӗрлӗ йӑх хушшинче Унӑн кӗтречӗсем ҫинчен пӗлтерӗр: 4. Ҫӳлхуҫа аслӑ, Ӑна пурте мухтавлаҫҫӗ, Вӑл пур турӑран та хӑрушӑ.
Пс 95 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Чӗнмесӗр, сас памасӑр ан тӑрсамччӗ, эй Турӑҫӑм! нимӗн тумасӑр ан тӑрсамччӗ: 3. акӑ ӗнтӗ тӑшманусем шавлашаҫҫӗ, Сана курайманнисем пуҫне ҫӗклерӗҫ; 4. Санӑн халӑхна хирӗҫ чее шухӑш тытрӗҫ, Хӑв упраса тӑракансене хирӗҫ каварлашаҫҫӗ; 5. ӗнтӗ ҫапла каларӗҫ: «каяр та вӗсене халӑхсем хушшинчен пӗтерер, ӳлӗм Израиль ятне ан асӑнччӑр» терӗҫ.
Пс 82 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Тӳпе те, ҫӗр те, тинӗссем те, унта мӗн ҫӳрекенни те — пурте Ӑна мухтаччӑр; 36. Турӑ Сиона ҫӑлӗ, Иуда хулисене ҫӗнӗрен туса лартӗ, унта вырӑнаҫӗҫ, Сион вӗсен еткерӗ пулӗ, 37. Унӑн чурисенӗн ӑрӑвӗ ӑна еткерлӗхе илӗ, унта Унӑн ятне юратакансем вырӑнаҫӗҫ.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Эпӗ Туррӑмӑн ятне юрӑ юрласа мухтӑп, Ӑна темӗн тӗрлӗ ырӑласа аслӑлӑп; 32. ҫакӑ вара Ҫӳлхуҫашӑн вӑкӑртан та, мӑйракаллӑ, йӗкӗр чӗрнеллӗ пӑруран та кӑмӑллӑрах пулӗ.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.