Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ, ара, сана астӑватӑп-ҫке, эсӗ Сухумра пуҫлӑхпа апат пирки ятлаҫнине курсаттӑм; эпӗ ун чухнех — ку ӗҫке ярӑннӑскер пуль ӗнтӗ, питӗ харсӑрскер, терӗм…
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Вӑл пирӗн хушӑмӑрта тӑрать те, эпир ятлаҫнине итлесе, унталла-кунталла пуҫне пӑркалать.Она стояла среди нас и вертела головой то туда, то сюда, слушая наши оскорбления.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Пирӗн умра тӗлӗнмелле хӑвӑрттӑн пулса иртнӗ ҫак ӗҫе курнипе чунӑмӑрсене тӑвӑр пулса ҫитрӗ, эпир Коноваловпа тӗттӗм урамалла пӑхатпӑр, татӑлса йӗрнине, ятлаҫнине, ҫухӑрнине, начальниксем кӑшкӑрнине, йывӑррӑн йынӑшнине илтнипе ниепле те тӑна кӗрсе ҫитейместпӗр.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Катерина, вырӑн ҫинче выртнӑ май, уҫӑ алӑк витӗр, лешсем ҫав тери вӑрахчен ӗне сунине, Санька ӗнепе ҫемҫен калаҫнине: «маттур та эсӗ», «ӑслӑ» тесе чӗннине, унӑн варланнӑ урисене ырланине, кайран вара, ӗнепе килӗштереймесӗр, ҫиленсе кӑшкӑрса тӑкнине, ӑна «усал», сана тахҫанах чӗрӗлле тир сӗвекен ҫӗре ямалла, тесе ятлаҫнине итлесе выртрӗ.
34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кучер те, дворник те, цырульник те, лакей те, ятлаҫнине хӳтӗлекенӗ те — пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ.Он сам, и дворник, и цирюльник, и лакей, и защитник системы ругательства, все захохотали.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захарпа ятлаҫнине тӗпӗ-йӗрӗпе аса илчӗ, унӑн пичӗ вӑтаннипе пӗҫерсе кайрӗ.Вспомнил он подробности сцены с Захаром, и лицо его вспыхнуло целым пожаром стыда.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Йӑмӑкӗ ҫырать: «Мана пур ҫырӑвӗнче те: Катя ӑҫта, тесе аптратать, ӑна мӗн пулнӑ, тет, Катьӑна пӗрре курасшӑн та темӗн панӑ пулӑттӑм, тет. Вӑл сансӑр пурӑнаймасть, эсир пӗр сӑлтавсӑрах ятлаҫнине ниепле те ӑнланма пултараймастӑп», — тесе ҫырать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Паллах, ӑна темиҫе миллион ҫын пӗлет, унӑн картинисене пурте курнӑ, анчах эпӗ ӑна, экран ҫинче ҫеҫ мар, хӑйӗн килӗнче, кулленхи ӗҫӗнче куратӑп, вӑл мӗнле шӳт тунине, мӗнле кӳреннине, мӗнле ятлаҫнине пӗлетӗп («утӑ та улӑм», «мӑйрака-чӗрне»).
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ Сковородниковсем патне ҫӳретӗп; старик ятлаҫнине итлетӗп.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мересьев машинӑран ӳсӗр ҫын пек сулкаланса тухрӗ, унӑн сӑн-пичӗ кулчӗ, вӑл хӑй умӗнчи урса кайнӑ инструктора та курмарӗ, вӑл ятлаҫнине те илтмерӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл мӗнле ятлаҫнине никам та илтмен.
«Колин» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
— Эпӗ сана, Сергеевна, ҫакна калам: старикӗ вӑл аптрамасть этем, ӗҫмест, турра ятлаҫсах каймасть, илтмен ятлаҫнине…– Я тебе так скажу, Сергевна: он старик ничего, не пьет, не богохульничает особо, я не слышала.
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.