Поиск
Шырав ĕçĕ:
Унтан вӑл Гамбургри хӑйсем тухса килнӗ порта курать, умӗнче темле хуласем вӗлтлете-вӗлтлете юлаҫҫӗ, таврара нимӗҫле калаҫни илтӗнет, анчах поезд ҫаплах малалла ыткӑнать.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Кӑнтӑрла лагерьте хӗрарӑмсемпе ачасем кӑна юлаҫҫӗ, арҫынсем ирех ҫухалаҫҫӗ, вӗсем ӑҫта иккенне пӗтӗм вӑрмана янӑратакан пуртӑ сассинчен пӗлме пулать, таҫта инҫете кайманни пуриншӗн те паллӑ.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Кай та киле, кала аппуна, апат вӑхӑтне килеҫҫӗ, те, ҫӗр выртма та юлаҫҫӗ, те.Ступай домой и скажи сестре, что у нас будут гости к обеду и останутся ночевать.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Кӑнтӑрла, ҫынсем апат валеҫекен повар патне сӗкӗннӗ чух, вӗсене чи хыҫала хӗсе-хӗсе кӑлараҫҫӗ те ашшӗпе хӗрӗ час-часах выҫӑ тӑрса юлаҫҫӗ.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
— Эсӗ ун чух: «Эрне хушшинче, — тенӗччӗ, — Европӑра пӗтӗм пурнӑҫ чарӑнса ларать. Фабрикӑсем пушанса юлаҫҫӗ, чугун ҫулсем, почтӑсем, телефонсем, радио ӗҫлеме чарӑнаҫҫӗ, пӗтӗм ҫыхӑну татӑлать. Пролетариат пӗтӗмӗшле стачка пуҫлать. Рабочисем ССР Союзне хирӗҫ ҫапӑҫма килӗшмеҫҫӗ. Танкистсем танкӗсене пӑрахаҫҫӗ! Нимӗҫ коммунисчӗсем кӗрешме тытӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмпех чарӑнса ларать. Карапсем тинӗсре чарӑнаҫҫӗ, шахтӑсем ишӗлеҫҫӗ. Европӑри, Англири, Америкӑри рабочисем фашизма уйӑх хушшинче ҫӗнтереҫҫӗ!» — Павӑл чарӑнчӗ те йӗкӗлтенӗ пек йӑл кулчӗ.
23 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Чечекӗсем сӳне пуҫланӑ улмуҫҫисемпе грушӑсем автострада ҫумӗпех ларса юлаҫҫӗ.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Сӑрт-тусен кӑнтӑр енчи тайлӑмӗсенче, ирӗк террасӑсем ҫинче черешньӑсем, улмуҫҫисем, груша йывӑҫҫисем вӗлтлетсе юлаҫҫӗ.Черешни, яблони, груши сбегают по южным склонам холмов, по просторным террасам.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
— Кампа юлаҫҫӗ вӗсем?»
8 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Пӗрисене вилӗм уҫӑ вырӑнта хӑваласа ҫитет, вӗсем вара, ҫулса пӑрахнӑ пек, юр ҫине йӑванса каяҫҫӗ; теприсене вӑл ҫатан урлӑ каҫнӑ чухне касса ӳкерет, — вара вӗсем ҫатан ҫинех ҫакӑнса юлаҫҫӗ; аманнисем ҫатан е хӳме хыҫӗсемпе юр тӑрӑх шӑва-шӑва упаленеҫҫӗ, ӑҫта та пулин вӑрттӑн вырӑнта вилесшӗн пулнӑ пек, кӗтессене тӗршӗнеҫҫӗ; хӑш-пӗрисем слива йывӑҫҫисемпе улмуҫҫисем кутне ӳкеҫҫӗ, йывӑҫ вуллисенчен ярса тытса ҫӗкленме хӑтланаҫҫӗ, анчах майӗпен шуса анаҫҫӗ те пуҫӗсемпе е аллисемпе юр ӑшне тирӗнеҫҫӗ.
14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Ҫав ҫӑп-ҫӑра ӳснӗ чӑрӑшсемлӗ тарӑн вар питех те селӗм ӗнтӗ вӗсемшӗн, анчах унтан кайсан, перевалсем инҫене тӑрса юлаҫҫӗ, вӗсене ҫак питех те усӑллӑ мар.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Чикӗри симӗс, хӗрлӗ юпасем, хурал тӑмалли ҫӳлӗ вышкӑсене пӗрин хыҫҫӑн тепри вӗлтлетсе юлаҫҫӗ.Один за другим мелькали зелено-красные пограничные столбы и высокие дозорные вышки.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Сӗт пек тӗтре ӑшӗнче телеграф юписем вӗлтлете-вӗлтлете юлаҫҫӗ.В белесом сыром пологе тумана замелькали телеграфные столбы.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫул айккине ҫырса ҫапнӑ сарӑ шитсем вӗлтлете-вӗлтлете юлаҫҫӗ.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫумӑр ҫуса тасатнӑ чуллӑ ҫул ҫине ҫутӑ ӳкрӗ, автомашина кустӑрмисем сас пачӗҫ; ик айккипе те ҫара каштансем, яка чулсенчен тунӑ ҫуртсем лара-лара юлаҫҫӗ.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫавӑн пек ҫирӗп мар ту породине тапӑннӑ хыҫҫӑн ҫав вӑйсем ӑна уйрӑммӑнах хӑвӑрт ҫисе кӗреҫҫӗ, кӳршӗри ҫирӗпрех породӑсем вара стенасем, башньӑсем тата чул тусем евӗр пулса юлаҫҫӗ, вӗсем чылай ерипентерех ишӗлеҫҫӗ.
2. Тусем хӑйсен формине мӗнле йышӑнаҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Чӗрчунсен ҫемҫе пайӗсем ҫӗрсе каяҫҫӗ, е вӗсене ытти чӗрчунсем ҫисе яраҫҫӗ, хытӑ пайӗсем вара — пулӑ шӑммисемпе хупписем, раксен панцырӗсем, рак хуранӗсем тата ыттисем те — тӑрса юлаҫҫӗ, хӑйӑрпа тӑм сийӗсенче темиҫешер пин ҫул упранаҫҫӗ, ерипен чул пулса тӑраҫҫӗ.
2. Сийлӗ ту породисем мӗнле пулса кайни // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ҫавӑнпа та ҫӳлӗ тусем ҫине улӑхса пынӑ май эпир чӗрчунсемпе ӳсентӑрансен тӗнчи епле улшӑнса пынине, сивӗрех те сивӗрех ҫанталӑка тӳсекен тискер кайӑксене, вӗҫен кайӑксене, йывӑҫсене, вӗтлӗхсене, чечексене куратпӑр, ӗмӗрхи юрсен чиккинче вара мӑкпа лишайник кӑна тӑрса юлаҫҫӗ.
2. Ӗмӗрхи юрсен тӗнчинче // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Акӑ кӗпе вӗҫҫӗнех хресчен ачи-пӑчисем тӑра-тӑра юлаҫҫӗ; вӗсем куҫӗсене чарса пӑрахнӑ та аллисене саркаласа пӗр вырӑнта хускалми тӑраҫҫӗ е, тусан ҫинче ҫарран вӗттӗн-вӗттӗн пускаласа, Филипп хӑтӑрса юнанине пӑхмасӑр, экипажсем хыҫҫӑн чупаҫҫӗ, хыҫала ҫыхса янӑ чемодансем ҫине хӑпарса ларма хӑтланаҫҫӗ.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ ӗнтӗ тӗтӗм, тикӗт, кӗлентӗр шӑрши сисӗнме пуҫларӗ, калаҫни, ура сассисем тата кустӑрма шӑлтӑртатни илтӗнчӗ; хӑнкӑрмасем таса уйри пек янӑрамаҫҫӗ ӗнтӗ, улӑм ҫивиттиллӗ, чус хӑмана касса эрешленӗ пӗчӗк крыльцаллӑ, хӗрлӗ те симӗс хупписене уҫса хунӑ пӗчӗкҫӗ чӳречеллӗ ҫуртсем ик енче те лара-лара юлаҫҫӗ, хӑшпӗр чӳречесенчен пӗр-пӗр хӗрарӑм пуҫне кӑларса пӑхать.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӳмепе ҫӑмӑл урапа тикӗс мар ҫул тӑрӑх сиккелеме пуҫларӗҫ, пысӑк аллейӑри хурӑнсем пирӗн тӗлтен пӗрин хыҫҫӑн тепри ирте-ирте юлаҫҫӗ.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.