Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗр кайсан эрнипех пурӑнса килӗпӗр тесе, шыв пичӗкине те, яшка хуранне те илчӗҫ, арӑмне ик-виҫӗ кун малтан ик кӑмака ҫӑкӑр пӗҫерттерчӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑл кунта нумай вӑхӑта ӗҫлеме килмен те, анчах мӗншӗн эрнипех ӗҫлес мар?
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Бригада эрнипех пит хӗрӳ ӗҫлерӗ.
13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Эрнипех, кун сиктерсе, Ермолай Кузнецов Хураҫӗре, кинне валли кучченеҫпе васканӑ.
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Туй вӑхӑтӗнче, чӑвашсен вӑл эрнипех пырать, пысӑк тӳшек ҫине Ваҫилен хаваслӑ тусӗсем ҫулталӑкри ачана хураҫҫӗ, хӗрарӑмсем юрла-юрла ачана кимӗ ҫинчи пек ярӑнтараҫҫӗ.
Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Эрнипех Арслан Батырович Вакеев пиччӗшӗ патӗнче хваттерте пурӑннӑ, шӑматкун килне кайнӑ.Всю неделю жила на квартире у дяди Арслана Батыровича Вакеева.
Бухгалтер профессийӗ еткерлӗхпе куҫнӑ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3453052
Тӗрессипе каласан, эрнипех ҫапла, урмӑш чунпа пурӑнчӗ вӑл.
XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Иртерех тӑкнипе эрнипех кил патне ҫывхарма ҫук шӑршӑ тӑчӗ.
Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.
Иван Яковлева халалланӑ курав эрнипех ӗҫлет.
И.Яковлева халалланӑ курав Мускавра уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60808
— Ӗҫет ҫав, тепӗр чух эрнипех урӑлаймасть.
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Эрнипех ӗнтӗ Укаслу тара кӗрӗшсе утӑ ҫулать.
Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тата вӑл, эрнипех пасарсене суту-илӳ тума тухаканскер, паян мӗн шыраса ҫӳрет?
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Ҫуркунне Ганнӑна эрнипех кураймарӑм.
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
Вара эрнипех ашшӗ умӗнче ирттерчӗ Ухтиван.
Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Арӑслансем эрнипех пултарулӑхра тӑрӑшӗҫ.
18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Пахча ӗҫне юратакансем эрнипех йӑрансем ҫинче чакаланӗҫ.
19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Ку эрнере маччаналла сурса выртасси Пулӑсем валли мар – эрнипех пӗр канӑҫ та пулмӗ.
15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Арӑслансем ӗҫтешӗсене те, пуҫлӑха та лӑплантарӗҫ Йӗркеллӗ эгоизм хальлӗхе никама та сиен кӳмен теҫҫӗ – ҫакна эрнипех асра тытӑр, вара сире ӑнӗ.
15-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Эрнипех ӗҫлӗ пулатӑр: Ухӑҫӑсен ӗҫлӗ меропритисене хутшӑнма тивӗ.
11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Ҫак кунсем кахалсемшӗн йывӑр пулӗҫ - эсир хӑвӑра эрнипех лайӑх туятӑр.
9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ