Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

эрнере (тĕпĕ: эрне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эрнере пӗр-икӗ хут лавккана кайса килеҫҫӗ те, апат-ҫимӗҫ пӗтиччен килтен те тухмаҫҫӗ.

Один-два раза в неделю сходят в магазин и, пока не закончится еда, из дома-то не выходят.

Кукамипе кукаҫи хӑма савалаҫҫӗ… // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.09.22

Ҫак эрнере пирӗн шкулта Чӑваш чӗлхи эрни ирттерме палӑртнӑ.

Помоги переводом

Ку эрнене Ф. Лукин ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллӑпӑр // О.В.Семенова. http://www.niskas-morgau.edu21.cap.ru/?t ... ews=309300

Виҫӗ эрнере хула халӑхне 67 тонна пахчаҫимӗҫ сутнӑ.

Помоги переводом

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Диетологсем маринадланӑ, тӑварланӑ ҫимӗҫсене эрнере 1-2 хут кӑштах кӑна ҫиме сӗнеҫҫӗ.

Помоги переводом

ТӖРӖС АПАТЛАННИ СЫВЛӐХШӐН ПӖЛТЕРӖШЛӖ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Ҫак ваннӑпа эрнере пӗр хут каҫхи апат хыҫҫӑн 2 сехетрен е ҫывӑрма выртиччен 1 сехет маларах сипленмелле.

Помоги переводом

Хӑмла — пирӗн тус // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

«Пирӗн ҫывӑхри районсен центрӗсем — Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Элӗк — пурте ялсем, вӗсем хӑйсене тухтӑрсемпе 100 проценчӗпех тивӗҫтерчӗҫ. Эпир ыйтнипе унти специалистсем пирӗн района эрнере пӗр-икӗ хутчен килсе каяҫҫӗ, чирлисене йышӑнаҫҫӗ», — пӗлтерчӗ Владимир Николаевич.

Помоги переводом

Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Иртнӗ эрнере, июлӗн 22-24-мӗшӗсенче, Шупашкарти «Олимпийский» стадионта ҫӑмӑл атлетикӑпа ветерансем хушшинче Раҫҫей чемпионачӗ иртнӗ.

Помоги переводом

Икӗ хутчен «ылтӑн» ҫӗнсе илнӗ // М. МИХАЙЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.29

Мӑшӑрӗпе Римма Алексеевнӑпа унта эрнере икӗ хутчен ҫитсе килмесен чунӗ чӑтмасть Валериан Семеновичӑн.

Помоги переводом

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Мӑшӑрӗпе Римма Алексеевнӑпа унта эрнере икӗ хутчен ҫитсе килмесен чунӗ чӑтмасть Валериан Семеновичӑн.

У Валериана Семеновича не стерпит душа, если с супругой Риммой Алексеевной не съездит туда два раза в неделю.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Ачасем эрнере икӗ хутчен кӑмӑлпах тутар чӗлхипе литературине тӗпчеҫҫӗ.

Помоги переводом

Тутар чӗлхине те юратса вӗренеҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

– Тин ҫеҫ вӗҫленнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен ачасене эрнере тӑватӑ сехет чӑваш чӗлхи вӗрентме тытӑнтӑмӑр.

Помоги переводом

Вӑхӑтлӑха шӑпланчӗ шкул // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Иртнӗ эрнере асӑннӑ плана пилӗк ҫулта пурнӑҫлама йышӑннӑ.

Помоги переводом

Чирлисене каллех кӳрентереҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Иртнӗ эрнере пурнӑҫ шайне ӳстерес, тупӑшсене уҫӑмлӑрах тӑвас тӗлӗшпе ӗҫлекен ведомствӑсен хушшинчи комисси хӑйӗн ларӑвӗнче килпетсӗр фактсене уҫса пачӗ.

Помоги переводом

Укҫа чул кастарать // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Иртнӗ эрнере Хусанта республикӑри вырӑнти муниципалитетсен Канашӗн II съездӗнче Тутарстанӑн патшалӑх власть органӗсен ертӳҫисемпе пӗрле делегатсем вырӑнсенче ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ ҫак тата ытти ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.

На прошлой неделе в Казани на II съезде Совета республиканских местных муниципалитетов руководители органов государственной власти Татарстана совместно с делегатами обсудили эти и другие вопросы, связанные с работой на местах.

Ӗлӗкхилле шухӑшлани чӑрмантарать // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Иртнӗ эрнере кунта Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалласа савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрӗ.

Помоги переводом

Ача сывлӑхӗ ҫирӗп пулмалла // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ку ыйтӑва райадминистрацире йӗркене пӑсассине асӑрхаттарас енӗпе ӗҫлекен комиссин ҫак эрнере иртнӗ ларӑвӗнче сӳтсе яврӗҫ.

Помоги переводом

Ту Магомед патне каять // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, «Единая Россия» парти членӗ Алена Аршинова юлашки тӑватӑ ҫулта туса ирттернӗ ӗҫсене пӗтӗмлетсе ку эрнере Шупашкарти Наци библиотекинче пресс-конференци йӗркелерӗ.

Помоги переводом

Мӗн туни – куҫ умӗнче, пурнӑҫламалли – планра // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Пӗр эрнере вӗсем 30 пин ытла объекта ҫырса тухнӑ.

За неделю они записали более 30 тысяч объектов.

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Эрнере икӗ хутчен, общество транспорчӗпе.

Два раза в неделю, на общественном транспорте.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Иртнӗ эрнере патшалӑх сӑнав станцийӗн Ульяновск облаҫӗнчи филиалӗн начальникӗ В.В.Шиляев, «Чувашский» ГЦАС директорӗ А.П.Коршунов, Ҫӗрпӳ районӗнчи «Колос» патшалӑх унитари предприятийӗн директорӗ Э.Л.Митрофанов Нӗркеҫ ялӗнчи патшалӑх сӑнав станцийӗн ӗҫ-хӗлне хакланӑ, ял хуҫалӑх культурисене мӗнле ҫитӗнтернипе кӑсӑкланнӑ.

На прошлой неделе начальник государственной наблюдательной станции Ульяновского областного филиал В.В.Шиляев, директор ГЦАС "Чувашский" А.П.Коршунов, директор государственного унитарного предприятия "Колос" Цивильского района Э.Л.Митофанов оценили работу государственной наблюдательной станции, что в селе Неркес, интересовались как возделываются сельскохозяйственные культуры.

Комисси ӗҫе хакланӑ // А.АНТОНОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.05

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней