Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

эрнелӗхе (тĕпĕ: эрнелӗх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Управленире сире эпӗ хамӑрпа ӗҫлекеннисен шутне кӗртмелле тӑвӑп, унтан вара Слепушкин сире килйыш ӗҫне туса пӗтерме тесе икӗ эрнелӗхе отпуск парӗ.

Я оформлю вас в управлении, а потом Слепушкин отпустит вас на две недели для устройства семейных дел.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ленинграда эпӗ ик-виҫӗ эрнелӗхе Саня патне тесе килсеттӗм, вӑл ӑҫта пулсан та унпа пӗрле пуласшӑнччӗ, акӑ вӑл каллех манран инҫетре ӗнтӗ.

Я приехала в Ленинград на две — три недели, чтобы встретиться с Саней, чтобы остаться с ним, где бы он ни был, и вот он снова был далеко от меня.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫук, вӑл тата пӗр эрнелӗхе юлать…

— Нет, она остается еще на неделю здесь…

Июнӗн 7-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл БАО-ра сапожник шыраса тупрӗ, ӑна хӑйӗн пӗр эрнелӗхе панӑ табак паёкне тыттарчӗ те, чӗн пиҫиххинчен протезсене самолет управленийӗнчи урапа пусмалли пӗчӗк рычажоксем ҫумне ҫирӗппӗн ҫаклатса лартмалли пряжкӑллӑ лямкӑсем туса пама ыйтрӗ.

Он нашел в БАО сапожника, отдал ему свой недельный табачный паек и попросил сшить из командирского ремня две маленькие лямки с пряжками особой конструкции, с помощью которых он мог бы крепко пристегивать протезы к ножным рычажкам управления.

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Унтан вӑл тухтӑр пӗр чир ҫинчен каласа кӑтартнине аса илех кайрӗ: ку чир вара пӗр ҫынна икӗ е виҫӗ эрнелӗхе вырӑн ҫине вырттарнӑ, тет, тата пӳрнесӗр те тӑратса хӑварма пултарнӑ, тет.

потом он вспомнил, как доктор рассказывал про одну болезнь, с которой пациент недели на две, на три укладывался в постель и мог совсем остаться без пальца.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗррехинче Владик пӗр-ик эрнелӗхе командировкӑна тухса каяссине пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ

Юхан шыва икӗ эрнелӗхе килеҫҫӗ те таҫта тарса ҫухалаҫҫӗ.

Помоги переводом

Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18

Катара ӗҫлесе ҫӳренӗ хыҫҫӑн отпуска пӗр-ик эрнелӗхе тӑван яла, Мӑньял Хапӑса, таврӑннӑччӗ.

Помоги переводом

Воркутана вӑркӑнтӑм... // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2009,04,18

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней