Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

эмелсем (тĕпĕ: эмел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эмелсем тесен вӗсенчен чи лайӑххи — канӑҫ тата пӑхакан ҫын пурри!

Что касается лекарств, то лучшее из них — покой и уход.

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эсир эмелсем паратӑр-и мана?

— Лекарство вы мне дадите?

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫынсем тупӑк тӑвакан патне черете тӑраҫҫӗ пулсан, эпир тӑрӑшса тӗрлӗрен эмелсем пани вӑл ухмахла япала ҫеҫ пулса юлать.

Вся наша фармакопея теряет смысл, когда люди начинают действовать в интересах гробовщика.

Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.

Катерина Васильевна юсаннӑ ӗнтӗ, хӑй ырхан та шурхайнӑ сӑнлӑ, анчах сывӑ пулнӑ; леш паллӑ медик вара, ӑна унччен сыватаканскер, ҫаплах эмелсем ҫыра-ҫыра панӑ-ха; Кирсанов Катерина Васильевнӑна: «Ун патӗнче юсанӑр; халӗ ӗнтӗ, ӗҫес пулсан та, ун имҫамӗсем сире сиенлемӗҫ», тенӗ пулнӑ.

Катерина Васильевна уж очень поправилась, была еще очень худа и бледна, но совершенно здорова, хоть и хлопотал над прописываньем лекарств знаменитый прежний медик, которому Кирсанов опять сдал ее, сказав: «Лечитесь у него; теперь никакие его снадобья не повредят вам, хоть бы вы и стали принимать их».

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Кӑкӑрӑра итлесе пӑхни, сире эмелсем ӗҫтерни — пачах та кирлӗ мар вӗсем.

Слушать вашу грудь, давать вам микстуры — совершенно напрасно.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

«Малашлӑха пӗлекенрен те ыйтса пӑхрӑм, сӑмах та патӑм, килти эмелсем те ӗҫтеркелерӗм — нихӑшӗ те пулӑшмасть.

«В храме жребий тянула, обет принесла, домашними снадобьями напоила… ничего не помогло…

Ыран // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 37–45 стр.

Тӗрлӗрен тӗслӗ эмелсем сӗнчӗҫ.

Лекарства всякие предлагали.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӗрлӗрен тӗслӗ эмелсем сӗнчӗҫ.

Лекарства всякие предлагали.

17-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл Катеринӑна «ӳпке чирӗ» терӗ те тӗрлӗ эмелсем пачӗ, вырӑн ҫинчен тӑма хушмарӗ.

Он нашел у нее воспаление легких, выписал лекарства и строго-настрого приказал не подниматься с постели.

34-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир юнашар лартӑмӑр, вӑл вара манран чир мӗнле иртсе пыни, эпӗ ӗҫнӗ эмелсем, тухтӑр (ман пата местечкӑран икӗ хутчен пырса кайнӑскер) сӑмахӗсемпе шухӑшӗсем ҫинчен тӗплӗн те тӑрӑшуллӑн ыйтса пӗлме тытӑнчӗ.

Мы уселись рядом, и Олеся принялась подробно и заботливо расспрашивать меня о ходе моей болезни, о лекарствах, которые я принимал, о словах и мнениях доктора (два раза приезжавшего ко мне из местечка).

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Хам шӑпах ҫак енпе ӗҫленине кура ҫирӗплетсех калама пултаратӑп: манӑн тивӗҫ — шӑпах вируса путлантаракан эмелсем организма мӗнле витӗм кӳнине тӗрӗслесси.

Помоги переводом

«Сӑпайлӑх тата сапӑрлӑх — ҫирӗп сывлӑх ҫӑлкуҫӗ» // Маргарита Ильина. Чӑваш хӗрарӑмӗ, 37 (1112)№, 2019.09.28

Ҫав кунхине хам калаҫнӑ профессор-терапевт чӗре эмелӗсене улӑштарчӗ «Сашкӑна эпир ытла та эмелсем нумай паратпӑр» терӗ.

Профессор-терапевт, с которым я говорила в этот день, отменил сердечные лекарства и сказал, что мы вообще «слишком пичкаем больную лекарствами».

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӗнтӗ ҫынсене пылаккине ҫителӗклех ҫитернӗ; вӗсен вар-хырӑмӗ те ҫавӑн пирки пӑсӑлса кайнӑ: йӳҫӗ эмелсем, хаяр чӑнлӑхсем кирлӗ.

Довольно людей кормили сластями; у них от этого испортился желудок: нужны горькие лекарства, едкие истины.

Умсӑмах // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хӑвна ҫиме, ҫывӑрма, эмелсем ӗҫме хӑнӑхтарасси йывӑр мар.

Заставить себя есть, спать, принимать лекарства нетрудно.

10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Алексейӗн ҫакна питех те ӑнланас килчӗ, мӗншӗн тесен, хӑйне ӑна ыратнине лӑплантармалли наркотиклӑ эмелсем ытларах та ытларах парса пынӑ пулин те, вӑл каҫ-каҫ ҫывӑрма пултараймарӗ, хӑш чухне, йынӑшас мар тесе, одеялне шӑлӗсемпе ҫыртса лартса, ирчченех куҫ хупмасӑр выртрӗ.

Алексею тем более хотелось понять это, что, несмотря на все увеличивавшиеся дозы наркотиков, он сам не мог уже спать по ночам и иногда до утра лежал с открытыми глазами, вцепившись зубами в одеяло, чтобы не стонать.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Шел, тӗрлӗ амакран сиплемелли эмелсем те иккӗлентереҫҫӗ.

Помоги переводом

Пыл хуртне мӗн пулчӗ-ши? // Надежда КУДРЯШОВА, Юрий МИХАЙЛОВ. Хресчен сасси, 2019.07.17, 26(2765)№

Эмелсем хакланассине чарас тесе медицина тата ветеринари аптекисен сетьне йӗркелесе янӑ.

Помоги переводом

Ял тата потребкоопераци // Н.АНТОНОВА. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... 545&page=3

Кунта паян та авалхи рецептсемпе сиплӗ эмелсем хатӗрлеҫҫӗ, ҫак искусствӑна кӑмӑл пуррисене пурне те вӗрентме хатӗр.

Помоги переводом

Алтайри тӗлпулусем // А.ВОЛКОВ . «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Аттен шӑллӗ, Михаил Федорович Глазунов, ҫар медицинин академикӗ эмелсем турттаракан шоферсене хӑйӗн ҫемйине, пиччӗшне, йӑмӑкне, амӑшне тупса пама тархасланӑ.

Помоги переводом

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Аптекӑсенче «витӗмлӗ» эмелсем тем чухлех.

Помоги переводом

Ӳслӗк аптратсан // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней