Поиск
Шырав ĕçĕ:
Халӗ, Верочка, ҫав шухӑшсем пурнӑҫра витӗр курӑнаҫҫӗ ӗнтӗ, урӑх ҫынсем, урӑх кӗнекесем ҫырнӑ ӗнтӗ, вӑл ҫынсем ҫав шухӑшсем лайӑх шухӑшсем, анчах вӗсенчен нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук, тесе шутлаҫҫӗ, халӗ, Верочка, чечексем ҫурӑлнӑ вӑхӑтра уйра тутлӑ шӑршӑ сарӑлнӑ пек, пур ҫӗрте те ҫав шухӑшсем сарӑлнӑ; вӑл шухӑшсем пур ҫӗре те сӑрхӑнса кӗреҫҫӗ, эсӗ вӗсене хӑвӑн аннӳнтен те, пурӑнас пулать текен тата мӗншӗн улталаса, ҫаратса пурӑнмаллине каласа кӑтартакан аннӳнтен те, илтнӗ; вӑл сана хирӗҫлесе каласшӑн пулнӑ, анчах хӑй эсӗ каланинех малалла каласа кайнӑ, эсӗ вӗсене сӗмсӗр те пӑсӑлса кайнӑ француженкӑран, хӑйӗн еркӗнне хӑй хыҫҫӑн горничнӑй пек сӗтӗрсе ҫӳрекенскерӗнчен те, илтнӗ, вӑл унпа мӗн тӑвас тет, ҫавна тума пултарать, ҫапах та, шухӑшласа пӑхсан, унӑн хӑйӗн ирӗкӗ ҫуккине, унӑн ҫынсене юрама тӑрӑшмаллине, хӑйне ирӗксӗрлемеллине, ку ӑна питӗ йывӑррине асӑрхать, — ма пурӑнмалла мар-ха ун хӑйӗн Сергейӗпе, ырӑ та ҫемҫе кӑмӑллӑ вӑл, питӗ ҫепӗҫскер, — ҫапах та француженка: «анчах маншӑн та, ҫавӑн пек ухмахскершӗн те пулин, кун пек пурнӑҫ питӗ начар», тет.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫавӑнпа та ҫак ирхи шӑплӑхра ҫеҫен хирте икӗ ахаль шӑршӑ — сывлӑм тата ҫул ҫинчи вӑл кӑштах пусарнӑ тусан шӑрши — ҫеҫ тӑрать.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫакнашкал ир-ирех ҫеҫен хирти шӑнӑр курӑкӗнчен те, сарӑ тухатмӑш курӑкӗн шаннӑ тураттисенчен те, сӑртра курӑнса кайнӑ ҫул хӗрринчех кашласа ларакан ырашран та кӑнтӑрлахи шӑршӑ ҫапаймасть-ха.
XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Сан шутпа, илемлисенчен пуринчен те ырӑ шӑршӑ кӗрет-и?
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Темле уҫӑ шӑршӑ, ну, сывлӑм шӑрши пекрех-ши…
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Санӑн чӗкеҫ шатринчен те ырӑ шӑршӑ кӗрет, факт!
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унта хӗвеллӗ кун та нӳхрепри пек тӗттӗм пулнӑ, нӳхрепри пекех кӑвакарнӑ, чӗрӗ шӑршӑ кӗнӗ, сайра уҫӑлтаракан ҫуртри пек, сывлама йывӑр, пӑчӑ пулнӑ.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫавӑнпа санран ирсӗр шӑршӑ персе тӑрать… — терӗ Разметнов сиввӗн.
28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫӳҫӳнтен сан ырӑ шӑршӑ ҫапать.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.