Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнтанпа вӑл кашни ҫӗр автансем сасӑ парасса кӗтет, каҫхи юрӑҫӑсем команда парса авӑтнине киленсе итлет, хӑй ӑшӗнче шӑпчӑксен ҫепӗҫ юррине йӗрӗнсе хурлать.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Шӑпчӑксен хӳхӗм юррине тимлӗн итлесе тӑнӑ хушӑра, Давыдов пӑшӑрханса шухӑшларӗ: «Мӗн тери ылханлӑ та сиенлӗ кайӑк иккен!
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫак ҫӗршывра, йывӑҫ сулхӑнӗсемпе роза тӗмӗсем ҫукран пулӗ, шӑпчӑксен юррисене те илтейместӗн, анчах ун вырӑнне мӗн чухлӗ путене унта!
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тупӑсем инҫетре кӗрлени халӗ тӑруках инҫетри тылра тӑрса юлнӑ аэродрома аран кӑна илтӗнчӗ, вӑл ҫав юрӑ кӗввине те, шӑпчӑксен юррине те, каҫхи вӑрман хуллен, ыйхӑ витӗр ҫемҫен кӑшӑлтатнине те хупласа лартмарӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсен моторӗсем хулӑн сасӑпа кӗрлерӗҫ, анчах уйӑх ҫутипе тата шӑпчӑксен юррипе тулнӑ вӑрманта вӗсен сасси те май уйӑхӗнчи нӑрӑсем мирлӗн нӑрлатнӑ пек ҫеҫ туйӑнчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Халӗ, ҫапӑҫу кӗрлевӗ кӑнтӑр еннелле куҫса кайсан, пушар ҫутисем йывӑҫ тураттисен чӗнтӗрӗ витӗр кӑшт ҫеҫ курӑнакан пулсан, ҫуллахи чечекленекен ырӑ шӑршӑллӑ вӑрманта каҫхи пур сасӑсем те илтӗнекен пулчӗҫ: уҫланкӑра каҫса кайсах шӑрчӑксем чӗриклетрӗҫ, юнашарти шурлӑхра ҫӗршер шапасем кӑшкӑрчӗҫ, анчах пуринчен те вӑйлӑрах — шӑпчӑксен юрри шӑранса тӑчӗ, вӗсен илемлӗ сассисем ытти пур сасӑсене те путарчӗҫ.

Майӗпе шӑпчӑксен сассине каллех тупӑсен сасси хупласа лартрӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ӑна ыттисем ответ пачӗҫ, вара часах ҫак фронт ҫывӑхӗнчи пӗтӗм вӑрман шӑпчӑксен сассипе тулчӗ.

- 1
- 2