Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑппӑн сăмах пирĕн базăра пур.
шӑппӑн (тĕпĕ: шӑппӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ хурал тӑнӑ ҫӗре кам та пулин пымарӗ-и каҫхине? — шӑппӑн ыйтрӗ Хумккаран председатель.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫук вӑл, пулман та, — шӑппӑн каларӗ Роза.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Илья пророк лашисемпе ӗрӗхтерсе ҫӳрет унта, — шӑппӑн пӑшӑлтатрӗ Лена.

Помоги переводом

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чапаевӑнни пек мӑйӑхлӑ салтак Иванпа Макар калаҫнине шӑппӑн итлесе ларнӑ-мӗн, темиҫе ҫын урлӑ каҫса, сержант ҫумне хӗсӗнчӗ.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫунать, ҫунать, Иван, — терӗ шӑппӑн ун хыҫӗнче уксахлакан сержант.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шӑппӑн, пӑшӑлтатса калаҫса анчах, шӑрпӑк ҫутмасӑр, пирус тивертмесӗр вакунсенчен сике-сике анчӗҫ салтаксем.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ман пек чухӑна юратма пултараттӑн-и эсӗ, Улька? — шӑппӑн, хӑюсӑррӑн ыйтрӗ Эрхип.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пилӗк-ултӑ чӑпар чӑхпа симӗс кӑвак хӳреллӗ автан, курӑк ӑшӗнче темӗн шыраса, шӑппӑн ярӑнкаласа уткалаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лаши ҫеҫ лайӑх пултӑрччӗ, — шӑппӑн тавӑрчӗ Анук.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ӑна тухтӑр патне илсе кайрӗҫ, — шӑппӑн ӑнлантарчӗ Богданов.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малтанхи пекех шӑппӑн кӗчӗҫ.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Фуфайкӑллисем каллех шӑппӑн, пире систермесӗр вокзала ҫитсе кӗчӗҫ.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Сержантсем пире шӑппӑн ларма хушрӗҫ.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Эпӗ шӑппӑн апат ҫисе пӗтертӗм.

Помоги переводом

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Астӑватӑп-ха тата: кӳршӗ Лукари аппа та хапхи умӗнче ларнӑ чухне ҫаплах хӑйӗн пурнӑҫне аса илсе пуҫне пӗксе шӑппӑн ларма юрататчӗ.

Помоги переводом

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Пачӑшкӑ ӗнӗрлесе кӗлӗ вулани, ҫунакан ҫуртасем ҫӑтӑр-ҫатӑр туса илни, кинемейсем пачӑшкӑна пулӑшас тесе ун хыҫҫӑн юрлама хӑтланни, тӗне кӗртме илсе килнӗ ачасем хӑраса шӑппӑн е кас-кас хыттӑн йӗни, хӗрлӗ тӗспе сӑрланӑ урай тӑрӑх ахаль ҫынсен хура, сарӑ, хӑмӑр пушмакӗсем куҫкалани, ӑнсӑртран тухакан тӗрлӗ сасӑ маншӑн килӗшӳллӗ оркестр вылякан асамлӑ, пурне те хӑйӗн вӑйне пӑхӑнтаракан кӗвӗ пекех туйӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Пачӑшкӑ хатӗрленӳ ӗҫӗсене вӗҫленине туйса хӗрарӑмсем ҫывӑхра тӑраканнисене шӑппӑн, анчах та ҫирӗппӗн: — Тухать, тухать, хатӗрленӗр, — тесе пӗлтерчӗҫ.

Помоги переводом

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Манпа Боцман пӗр-ик сӑмах перкелешсе илет те, хӑйсен хушшинче шӑппӑн темле ӗҫӗсем пирки пуплеҫҫӗ.

Помоги переводом

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Асар-писер ҫил вӑйне тӳссе ирттернӗ йӑмран шерепеллӗн ҫакӑнса тӑракан вӑрӑм симӗс ҫулҫисем шӑппӑн шепӗлтетеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Анне чӳрече умӗнче пӗр вӑхӑт шӑппӑн тӑчӗ: вӑл та урамри арҫына сӑнанӑ пулмалла.

Помоги переводом

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней