Поиск
Шырав ĕçĕ:
Уроксем пӗтсен вара Сашӑпа Володя Мариински гимнази умӗнче Аньӑпа Ольӑна пӗрле киле кайма кӗтсе илчӗҫ, вӗсемшӗн тесен хӗвел йӑлт ҫуркуннехи пекех ҫутатнӑн, урам та уяври пек туйӑнчӗ, Володя тата итлесе пӑхрӗ те чанасем те шӑнкӑрчӑ евӗр юрланине асӑрхарӗ.
Вӑрттӑнлӑх // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Ӑна ответлесе, Воропаев шӑнкӑрчӑ йӑви ҫакнӑ шерте ҫине хӗрлӗ ялав ҫӗклет.В ответ Воропаев поднимал на шест со скворешней красный флажок.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫак шухӑшах, йывӑҫ ҫинче ларакан шӑнкӑрчӑ епле тӑрӑшсах кушак ҫурине шӑхӑрса ҫӗнтерме хӑтланине курсан, ун пуҫне тепӗр хут пырса кӗчӗ; тепӗр хут тата тӑрисене курсан пырса кӗчӗ; икӗ тӑри, сарлака ункӑ туса, сывлӑша улӑхса кайрӗҫ те, вӗсен юрри аран-аран илтӗнекен пулчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Кашни пӳрт тӑрринче шӑнкӑрчӑ йӑвин вӑрӑм кашти; кашни пӳрт ҫинче хӗҫтимӗртен касса тунӑ, вӗҫен ҫилхеллӗ лаша.
Ял // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 28–31 с.
Канӑҫсӑррӑн чӑкӑл-чакӑл чӗвӗлтетсе, пӗр ушкӑн шӑнкӑрчӑ уҫланкӑна анса ларма тӑчӗ, анчах, ҫынсене курсан, вӗҫнӗ ҫӗртех хура пӑяв пек кукӑрӑлса илсе, ҫӳлелле ыткӑнса хӑпарчӗ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ун ҫинчи мӑкӑрӑлса тӑракан хура номер ҫине картус сӑмси пек шуҫ айӗнчен ҫутӑ ӳкет; хӳме хыҫӗнче лӑпсӑркка ватӑ хурӑн ларать, ун ҫаралнӑ турачӗсем хушшинче ҫӑварне карнӑ пысӑк кайӑк пек шӑнкӑрчӑ йӑви ҫакӑнса тӑрать.
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Сӑрт тайлӑмӗнче хура плющ саплӑкӗ пек курӑнса выртакан ҫӗртме пусси пӑспа йӑсӑрланать; чӗлтӗрти ӑрша Дон хӗрринчи сӑрт тӗмескисем ҫийӗн вӗлтӗртетсе юхать; ҫул тӗлӗнчех шӑнкӑрчӑ киленсе юрлать; ҫул урлӑ чупса каҫакан тыркассем шӑхӑра-шӑхӑра илеҫҫӗ.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Икӗ шӑнкӑрчӑ йӑви ҫакса янӑ вырӑсла хапха урлӑ, ҫирӗп карта урлӑ килкартишӗнчи пӗлсе вырнаҫтарнӑ тӗреклӗ хуралтӑсем курӑнса лараҫҫӗ.Два скворечника висело на воротах, сквозь забор виднелись основательные постройки.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Акӑ мӗн пирки эсир колхоза хирӗҫ тӑратӑр: хӑвӑр ӗнӳ хыҫӗнчен тата шӑнкӑрчӑ вӗлли пек килӗр-ҫуртӑр хыҫӗнчен ҫутӑ тӗнчене курмастӑр.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Катя тӗлӗнме юратмасть, кӗскен кӑна: — Вӗреннӗ, шӑнкӑрчӑ пек, — терӗ.Она не любила удивляться и сказала только: — Вызубрил, как скворец.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1
- 2