Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шӑналӑк сăмах пирĕн базăра пур.
шӑналӑк (тĕпĕ: шӑналӑк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫумӑр кӑштах тамалсан, Мефодий-ҫурӑ Таҫукпа Райӑна иккӗшне те хул хушшине хупрӗ те шӑналӑк пек анлӑ плащӗпе витсе, ӑсатма кайрӗ.

Помоги переводом

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Канма килсен, Васьӑпа Саша ҫак садра шӑналӑк карнӑ йывӑҫ кравать ҫинче ҫывӑрма юрататчӗҫ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Самай вӑхӑт ним шарламасӑр выртнӑ хыҫҫӑн тин: — Темех пулман та, Ҫтаппан, тӑрас пулать пулӗ, — тесе шӑналӑк айӗнчен тухрӗ.

Помоги переводом

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл шӑналӑк ӑшӗнчен тухса ларчӗ те асӑрханма хӑнӑхнӑ йӑлипе: — Айтурах, кам ҫавӑнта? — тесе чӗнчӗ.

Помоги переводом

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапах арӑмӗн кӑмӑлне татасшӑн пулмарӗ, ҫурри-ҫурмалла килӗшсе: — Мӗн пулсан та, ӑраскал пӳрнинчен иртес ҫук, Татьяна. Ырӑ тӗлӗк мар тесе, ҫитмен-килмен инкекшӗнех пуҫа ватса выртас мар. Ав, автансем те авӑтма тытӑнчӗҫ. Тӑрас пулать, — терӗ те шӑналӑк ӑшӗнчен тухрӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсене шӑналӑк е кивӗ чаппан, е чӑпта витсе, пӑявсемпе урлӑ-пирлӗ каркаланӑ.

Помоги переводом

Теччӗне тырӑ сутма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар, картишӗнчи вут ҫутине курса тата унти шӑв-шава илтсе, шӑналӑк витсе вӗренсемпе урлӑ-пирлӗ каркаласа ҫыхнӑ лавӗ ҫинчен ялт! кӑна сиксе анчӗ те крыльца ҫине чупса хӑпарчӗ, шалти карлӑк урлӑ ывтӑнса каҫса, картишне анса та тӑчӗ.

Помоги переводом

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иливан, кунӗпе ӗҫлесе тӗрлӗ ҫӗре чупса ывӑннӑскер, вите айккинче шӑналӑк карри еннелле пӑхкалатчӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра урам енчи кӗҫӗн алӑк шалтлатса уҫӑлса хупӑнчӗ.

Помоги переводом

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шӑналӑк айӗнчен тухрӗ те ӳсӗр ҫын пек тайкаланса шыв валашки патне тӑнкӑлтатрӗ.

Помоги переводом

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукайпа Сарри хӑнана кайма шутларӗҫ ӗнтӗ — стрелеца шӑналӑк карса тунӑ, ҫиелтен ула-чӑла паласпа илемлетнӗ хӳшше илсе кӗчӗҫ.

Помоги переводом

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аппарат пулсанах чӗрӗ ҫынна шӑналӑк пысӑкӑш, ӳкерсе кӑтартӑп-ха.

Помоги переводом

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 131–134 с.

Эпӗ вӑранса шӑналӑк ӑшӗнчен тухнӑ ҫӗре хӗвел лупас урлӑ килкартинелле пӑхакан та пулнӑ.

Помоги переводом

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ те киле кӗтӗм, часрах шӑналӑк айне ҫывӑрма выртрӑм.

Помоги переводом

Макаҫей ҫунни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ вырӑн ҫине улӑхса выртрӑм, пуҫа шӑналӑк ӑшӗнчен кӑларса итлетӗп.

Помоги переводом

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ, куҫ йӑмӑхнине тӳсеймесӗр, кунӗпе пекех шӑналӑк ӑшӗнче пуҫа ҫытар ҫине чиксе выртаттӑм.

Помоги переводом

Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ, шӑналӑк хӗррине уҫса, пӗлӗтелле пӑхатӑп.

Помоги переводом

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпир те аннепе тухрӑмӑр, шӑналӑк ӑшне кӗрсе выртрӑмӑр.

Помоги переводом

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Иксӗмӗр те шӑналӑк ӑшне кӗрсе выртрӑмӑр.

Помоги переводом

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кукамай мана амбар умӗнчи шӑналӑк карнӑ вырӑн патне ҫавӑтса тухрӗ.

Помоги переводом

Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эпӗ шӑналӑк ӑшӗнчен пуҫа кӑларса выртатӑп.

Помоги переводом

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней