Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сӑмахӗсем пӗрпеккӗн тӑсӑлса, ҫӗленсе пыракан ҫип пек вӑрӑм сӗвем пулаҫҫӗ, унтан сасартӑк васкавлӑн вӗҫсе тухса, хура шӑна ушкӑнӗ сахӑр катӑкӗ ҫинче вӗҫсе ҫаврӑннӑ пек ҫаврӑнкалаҫҫӗ.
XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Шӑна ҫӑтман пулсан, хӑсӑк тухмӗччӗ! — терӗ Андрей пӗр хушӑ шарламасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн.— Не глотали бы мух, так не вырвало бы! — помолчав, сказал Андрей.
XXI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Таҫта, улӑм ӑшӗнче шӑшисем кӑштӑртатаҫҫӗ, эрешмен картине лекнӗ шӑна нӑйлатать, хиртен шӑрчӑксем чарлатни илтӗнет.
Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Эрешмен ӑна хӑйӗн икӗ хыт хура туни хушшине карнӑ танатине ҫаклатма пултарнӑ, анчах тыткӑнҫӑна ниепле те вӗлерме вӑй ҫитереймен: шӑна ҫунаттисемпе пӗтӗм вӑйран ҫапкаланнӑ, хӑрушӑ танатана аркатнӑ, Меркидона вара вӑл кӗҫ-вӗҫ тыткӑнран ҫӑлӑнса вӗҫсе каяссӑн туйӑннӑ.
Вӑрман сыхлавҫи // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Тӗрмере ларакансем вӗсене вӗрентеҫҫӗ, алла илентереҫҫӗ, тӗрлӗрен фокуссем тума хӑнӑхтараҫҫӗ, йӗкехӳресем вара вӗсенчен хӑрами пулаҫҫӗ, шӑна пек сырӑнаҫҫӗ.Они их воспитывают, приручают, учат разным фокусам, и крысы к ним привыкают, лезут, как мухи.
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Унтан король герцога кӑлт! тӗртрӗ те, — эпӗ асӑрхарӑм ҫакна, — йӗри-тавра ҫаврӑнкаласа пӑхрӗ, кӗтесре, икӗ тенкел ҫинче, тупӑк ларнине курчӗ; вара вӗсем герцогпа иккӗш пӗр-пӗрне хулпуҫҫирен ытамласа, тепӗр аллипе куҫӗсене шӑлкаласа васкамасӑр, сумлӑн унталла утрӗҫ, халӑх, ик еннелле сирӗлсе, вӗсене ҫул пачӗ; шавлама, калаҫма чарӑнчӗҫ, пурте: «Ш-ш-ӑп!» — теҫҫӗ, арҫынсем, шлепкисене хывса, пуҫ тайрӗҫ; шӑна вӗҫни те илтӗнет.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Арканзас ухмахӗ, пач та хаяр ҫын мар хӑй: ӳсӗрле те, урӑлла та шӑна вӗлерсе курман.Первый дурак во всем Арканзасе, а вовсе не злой — мухи не обидит ни пьяный, ни трезвый.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпӗ тепӗр чух шӑна ҫине пӑхаттӑм, хамӑн чӗрере вара сивӗ те хӑрушӑччӗ.Я, право, иногда заглядывалась на муху, а у самой на душе такой холод и ужас!
XXVIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Тухтӑр Инсарова пӗр харӑсах сӗлӗх, вӗтӗ шӑна, каломель пама ҫырса хӑварчӗ, юн яма хушрӗ.Доктор прописал разом пиявки, мушки, каломель и велел пустить кровь.
XXV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Чылайччен пӑхрӗ вӑл аялтанах шӑвакан тӗксӗм пӗлӗт ҫине; унтан ура ҫине тӑчӗ, пичӗ ҫинчи ҫӳҫне-пуҫне вӑшт сулса каялла ячӗ, вара, хӑй те мӗншӗнне пӗлмесӗр, шӑна пуҫланӑ аллисене пӗлӗт еннелле тӑсрӗ; унтан вӑл аллисене усрӗ, вырӑнӗ ҫумне чӗркуҫленсе ларчӗ те, пичӗпе минтер ҫумне лӑпчӑнса, чӗрине капланса килнӗ туйӑмсене парӑнасшӑн мар пулса тем пек тӑрӑшсан та, чуна аптратакан темле тӗлӗнмелле вӗри куҫҫульпе макӑрса ячӗ.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Эсир австралиецсем хушшинче пурӑнса курнӑ ҫын, каласа параймӑр-ши пире, вӗсене мӗнле шӑна сӑхса кайрӗ?
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пурте лӑпланчӗҫ, пӳлӗмре шӑна вӗҫсе кайни илтӗнмелле.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Москитсене вӑл мӗнпур усал-тӗсӗлсен ячӗсене асӑнса хӑвалать, шӑна ҫыртнисене кӑштах лӑплантарма ҫӳҫенкӗ шыв ҫуккишӗн те хытах ӳпкелешет.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хӑватлӑ ҫуначӗсем ӑна пӗр хускалман пекех сывлӑшра тытаҫҫӗ: пысӑк кайӑксем меслетсӗр канлӗхпе вӗҫеҫҫӗ; ҫав вӑхӑтра шӑна евӗрлисен, сывлӑшра тытӑнса тӑрас тесе, пӗчӗк ҫеҫ ҫуначӗсемпе ҫекундра та пиншер хут ҫапса илмелле.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Кантӑк кӗтессинче хӗллехи ыйхинчен вӑраннӑ ырхан шӑна нӑйлатать.В углу окна жужжала проснувшаяся от зимней спячки тощая муха.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Пирӗн ҫумранах мотоциклист иртсе кайрӗ, унӑн машини ҫав тери хӑвӑрт чупать, эпир каялла ҫаврӑнса хыҫри чӳречерен пӑхма ӗлкӗрнӗ ҫӗре вӑл ҫав тери пӗчӗккӗ тӗкӗлтура пек, е ахаль шӑна пек ҫеҫ курӑнакан пулчӗ.
Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.
Тунката ҫинче, хӗвелпе вӗриленнӗ ҫӗрте, эпӗ вунӑ шӑрчӑк, икӗ калта, ултӑ шӑна, икӗ пӑван ӑшӑнса ларнине куртӑм.
Ватӑ асатте // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 102–103 с.
Вӑл вӑхӑтра Невски проспект пушӑ; магазинсен самӑр хуҫисемпе вӗсен приказчикӗсем хӑйсен Голланди кӗписене тӑхӑнса ҫывӑраҫҫӗ е хырӑнма тесе ырӑ пичӗсене супӑнь кӑпӑкӗ сӗреҫҫӗ, кофий ӗҫеҫҫӗ; кондитерски лавккасем умне ыйткалакансем пуҫтарӑнаҫҫӗ; ӗнер шоколад йӑтса шӑна вӗҫнӗ пекех чупса ҫӳренӗ ҫамрӑк тарҫӑ галстуксӑрах, ыйхӑллӑн, аллине шӑпӑр тытса тухать те вӗсене типсе кайнӑ кукӑльсемпе ҫисе ярайман татӑксем ывӑтса ларать.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Маччаран хут ҫине шӑна ӳкрӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Акӑ, хӑвах куратӑн ӗнтӗ, пур-ха пирӗн ҫавӑн пек комсомол организацисем те, хӑшпӗринче, «шӑна тытасси те хаваслӑрах», — вӑл ҫиленсе кӑранташне сӗтел ҫине пӑрахрӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.