Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав самантра тигр сунарҫӑ ҫине сиксе ӳкнӗ, сӑнна тӗл пулнӑ та ӑна шӑлӗпе ҫыртса лартнӑ.И в то же мгновение тигр бросился на охотника и, встретив копье, зажал его в зубах.
Тигр сунарҫисем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гарин-Михайловский Н.Г. Корея юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 32 с. — 3–9 с.
Виле пуҫӗ ҫумне чӗнпе ҫыхса хунӑ туяна хӑвӑрт салтса илчӗ те шаман, ӑна шӑп варринчен шӑлӗпе ҫыртса, вӗҫӗсене аллисемпе ярса тытрӗ.
Кэргына пытарни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Такан авать, кӗмӗл укҫана шӑлӗпе хуҫлатса хурать, лейтенант вӑл, Ереванре аслӑ урамра пурӑннӑ, хваттерӗ унта унӑн водопроводпа, канализаципе ванни те ҫавӑнтах.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Атте манран анне ҫинчен ыйтрӗ те мӑйӑхне пӗтӗре-пӗтӗре шӑлӗпе ҫыртма тытӑнчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Кӑштах сивӗ юр муклашкисене ҫӑварне хыпнӑ хыҫҫӑн пур ҫӗрте те шӑп иккенне пула окопсенче никам та ҫуккине тавҫӑрса илсен, Юлдаш пӗр вӑхӑт хушши Галаулинпа нимӗҫсен хушшинчи перкелешӳ вӑйлӑрах пуласса кӗтсе тӑнӑ, унтан ҫӗҫҫине шӑлӗпе ҫыртса, автоматне предохранитель ҫине лартса, тӳрех окопа сикнӗ, пӗр хускалмасӑр, кӑштах кукленсе тӑнӑ.
Туссем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 66–74 с.
Аманнӑ салтак чӗрӗлчӗ, пӗтӗм пӗвӗпе вӗсем еннелле туртӑнчӗ, Денис шӑлӗпе пробкӑна уҫрӗ.Раненый оживился, потянулся всем телом к ним навстречу, Денис зубами открутил пробку.
XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Кайран, шӑлӗпе пӗчӗк ҫеҫ катӑк сахӑр катса илсе, хуҫисене пуҫ тайнӑ та «тав сире» текелесе, вӗри чей ӗҫе пуҫланӑ.
IV // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Вӑл, тата темиҫе кунтан, ҫак выҫлӑх утравӗ ҫинче ҫаплах ларас пулсан, ҫав кукӑр сӑмсаллӑ кайӑка шӑлӗпе питӗ киленсе ҫыртасси ҫинчен ӗмӗтленме пуҫларӗ.
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Ним тума аптраса, тарӑхса кайса, вӑл ӑна шӑлӗпе ҫыртса турткалама пуҫларӗ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Гарик хывӑнатчӗ те, маскипе ластине тӑхӑнса, трубкине шӑлӗпе ҫыртса, Алёнка хулкка ҫине пӑхса ларнӑ хушӑра унӑн вӑлтине пысӑк ҫупах ҫаклатса паратчӗ.
Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Малтан вӑл хытӑ пусса вӑрах ҫуласа тӑратчӗ, унтан шӑлӗпе те ҫаклата пуҫларӗ.Он лизал долго и сильно налегал языком, а потом начинал прихватывать зубами.
Булькапа мильтон вилни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Пӗр утӑм пусма та ӗлкӗреймерӗ — йытӑ ун ҫине сиксе ларчӗ, шӑлӗпе пыртан ярса илме карӑнчӗ.Не успел он сделать и шага, как собака прыгнула, стремясь вцепиться ему в горло.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Пӗр хӗр, кантра вӗҫне шӑлӗпе ҫыртса, ӑна ҫӗҫӗпе касса татрӗ те, кӑкрипе ӳпӗнсе, анинченех тултарнӑ миххе ҫыхса хучӗ.
20 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Шӑтӑкӗ ытла та пӗчӗк пулнӑ пирки ӑна ниепле те пӗр-пӗр чӗрчун мӑйракипе е шӑлӗпе шӑтарнӑ тесе калама май ҫук.Отверстие настолько узко, что не могло быть сделано рогом или зубом какого-нибудь животного.
Иккӗмӗш сыпӑк // Андрей Краснов. Ефремов И.А. Ҫӑлтӑр карапӗсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 96 с.
Тигр аяккалла сиксе ӳкнӗ, хутлана-хутлана ҫӗмрене шӑлӗпе туртса кӑларма хӑтланнӑ, анчах пӑр ҫинче урисем шӑва-шӑва кайнипе ниепле те кӑларайман.
Тигр хыҫҫӑн // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 92–104 с.
Пӗри выртакан йывӑҫ вуллине асав шӑлӗпе шӑнӑрма тытӑнчӗ.
Хӗлле хир сыснисене тытма кайни // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 88–91 с.
Юлашки вӑйне пухса, вӑл пӑр тӗмескинчен чӗрнипе тата шӑлӗпе ҫаклатса илчӗ те мӗскӗнӗн кӑшкӑрма пикенчӗ.Собрав последние силы, она уцепилась за край ледяного валика когтями и стала жалобно кричать.
Хура тилӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 68–70 с.
— Амм-нь-ям-нямм… — темӗн чӑмлана пек каласа хучӗ Велюш, шӑлӗпе хӑрушшӑн шӑтӑртаттарчӗ, хӑй ҫаплах вӑранмарӗ.
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шӑлӗпе шӑмма ҫити витернӗ, тет.
XXI. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ юрӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑл пуҫне пӗрре пӗксе, тепре каҫӑртарах тытса, тутине шӑлӗпе ҫырта-ҫырта хӗсрӗ, ыратнине ҫапах та туймарӗ.Несколько раз он запрокидывал и опускал голову, кусал губы зубами и не чувствовал боли.
XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.