Поиск
Шырав ĕçĕ:
Санӑн планусем халлӗхе хут ҫинче е тата ҫак шӑвӑҫ листисем ҫинче юлни ниме те пӗлтермест…Ничего, что твои планы пока остаются только на бумаге или вот на этой жестянке…
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Шӑвӑҫ листи ҫине вӑл пурӑпа темиҫе йӗр турткалать; вара Моломан, унӑн изобретенине халиччен пурнӑҫра курман пулин те, унпа усӑ курма май килессе чӗреренех ӗненет.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Шӑвӑҫ чашӑка кашӑкпа ҫапса янратни вара ҫак ирхине сигнал панӑ пекех илтӗнсе кайрӗ.И этот звон ложки по жестяной миске в то утро прозвучал как сигнал.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Кашнин умнех шӑвӑҫ чашӑксемпе яшка пырса лартнӑ.Перед каждым красовалась серая жестяная мисочка с похлебкой.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— О, камрад! — старик шӑвӑҫ кӗпҫесене ҫыпӑҫтарнине курса тӗлӗннӗ пек кӑшкӑрса каларӗ хавас сӑнлӑ Прелл.— О, камрад! — воскликнул улыбающийся Прелл, увидев, что старик клепает трубы.
Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Шӑвӑҫ япаласем тума вӗренекен ачасене хӑюллӑ та ҫивӗч ӑслӑ ҫынсем пек сӑнласа панӑ май Урсэкие Фабиан господина яланах ухмахрах пек кӑтартать, унӑн ӑсӗ катӑккине палӑртать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Пӗкӗрӗлсе тӑнӑ мастер шӑп ҫак вӑхӑтра шӑвӑҫ кӗпҫен кӗтессине туса пӗтерчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫакӑн хыҫҫӑнах старик верстак ҫинчи ытти детальсене те шӑлса ывӑтрӗ, нимӗн шарламасӑр шӑвӑҫ листисенчен кӗпҫесем тума пуҫларӗ.Затем сбросил с верстака остальные детали и молча принялся опять за жестяные листы для труб.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Апла пулсан эпӗ сана малашне тимӗр кӗпҫесемпе шӑвӑҫ япаласем кӑна тутаратӑп!
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӗренекенсене вӑл шӑвӑҫ кӗпҫесем, бидонсем, шулапсем тума ҫеҫ шанать.Ученикам он доверял лишь изготовление жестяных труб, бидонов, желобов.
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Шӑвӑҫ япаласем тӑвакан мастерскойра пуринчен те ытла телейсӗртерех ҫамрӑксем — ытти мастерсене чӑтаймасӑр кунта тарса килнисем, мӑлатук ҫӗклеме е мотора ӗҫлеттерме вӑй ҫитерейменнисем, директор калашле, тӗрлӗрен «йӑх-яхсем» ӗҫлеҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Шӑвӑҫ япаласем тума вӗренекен ачасем хӑйсене мӗн аса килнӗ, ҫавна тӑваҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Анчах та ытти юлташӗсенчен пахараххи унӑн пӗр енӗ пур: шӑвӑҫ япаласем тӑвакан ватӑ мастер Цэрнэ ӑна яланах шанать, унран нимӗн те пытармасть.
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Сахарӑн ҫуртне шӑвӑҫ витнӗ, йӗри-тавраллах лӑпсӑркка йӑмрасем хӳтӗлесе тӑраҫҫӗ.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Сергей кӗсйинчен темӗнле шӑвӑҫ коробка кӑларчӗ, тӳме пекки ҫине пусрӗ те, шыва кӗлте пек ҫутӑ ӳкрӗ.
«Эс мана пурнӑҫа ӑнланма вӗрент» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Чим, тӑхта, — ларнӑ ҫӗртен хӗр ача пек яшт! сиксе тӑчӗ те бике пурҫӑн халатне варкӑштарса юнашар пӳлӗмелле чупрӗ, унтан ылтӑн тӗслӗ ал тупанӗ — шӑвӑҫ амулет илсе тухрӗ.
19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Аран-аран тӑрса, вӑл шӑвӑҫ куркапа шыв ӗҫрӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.
Пуп картишне ҫӗнӗ тӑрантас пырса кӗнине курмассерен хӗрелсе-шурса каять вӑл, хӑтисене пӑсма хӑтланса ҫӳрет, анчах ытла тарӑхнипе, кӗвӗҫнипе, намӑсланса пӗтнипе, шӑвӑҫ чуманпа тӑрса юласран хӑранипе мӑк-мак тукалать те йӗркеллӗ нимӗн те калаҫаймасть.
Хитре хӗрӗн чап каять // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Халь Альпипе пупле-ха — вӑл сана ним мар шӑвӑҫ чуманпа лартса ярать.
2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Банки кӑна вӑл, шалта — урӑххи, — терӗ Катя, шӑвӑҫ хуппине сирсе.
6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.