Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Хӑвӑр шухӑшӑра калама ыйтатӑп, Александр Сергеевич, — ыйтать Корнилов канашлу пуҫланнӑранпах шӑпӑрт ларнӑ Лукомскирен.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Пӗтӗмпех ырлатӑп сирӗн шухӑшӑра!
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Эпӗ сирӗн шухӑшӑра ӑнланатӑп, — терӗм эпӗ, — шекерсем ҫавӑн майлӑ калаҫаҫҫӗ.— Я понимаю вашу мысль, — сказал я, — нечто подобное утверждают шекеры.
XI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
— Чимӗр-ха, Кандов господин, — ӑна хирӗҫ тӑчӗ Недкович, — сирӗн шухӑшӑра хисеплетӗп-ха эпӗ, анчах кунта вӗсем вырнаҫсах каймаҫҫӗ.
XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Эпӗ, калас пулать, официаллӑ ҫын, ял хуҫалӑх управленин агрономӗ, ҫавӑнпа шухӑшӑра кӗскереххӗн калӑр.Я, так сказать, лицо официальное, агроном сельхозуправления, поэтому покороче ваши соображения.
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Сирӗн шухӑшӑра пӗлес килет.
Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Астӑвӑр, ку ҫӗрӗсем асамлӑ; вӗсенче ӑрӑмлӑ вӑй: кирлӗ пулсан, пӳрнӗр ҫинчен хывса илӗр те, шухӑшӑра каласа, унӑн витӗр вӗрӗр, вара мӗн асӑнни куҫ хупса иличчен пулса тӑрӗ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унӑн пӗрремӗш страници ҫине шултӑран ҫапла ҫырса хунӑ: «Калас шухӑшӑра тӳррипе калӑр».На первой странице ее было крупно выведено: «Прошу писать откровенно».
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Каласа парӑр-ха пире хӑвӑр шухӑшӑра!
Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Анчах сирӗн шухӑшӑра тавҫӑрса илтӗм эпӗ, чипер пике, сыхланӑр!
Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
1. Эй савнӑ тӑванӑмсем, эпӗ ӗнтӗ сирӗн патӑра иккӗмӗш ҫыру ҫыратӑп; ҫак ҫырусемпе астутарса, эпӗ сирӗн таса шухӑшӑра вӑрататӑп, 2. эсир ӗлӗк сӑваплӑ пророксем каланӑ сӑмахсене, хӑвӑр апостолӑрсем каласа панӑ Ҫӑлакан Ҫӳлхуҫамӑр ӳкӗтне асра тытчӑр тетӗп.
2 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вӗсем патне Рим ҫыннисем те ҫакӑн пек ҫыру ҫырса янӑ: «Квинт Меммий тата Тит Манлий — Римӑн аслӑ ҫыннисем — Иудея халӑхне савӑнӑҫ сунаҫҫӗ. 35. Патша тӑванӗ Лисий сире мӗн панине эпир те ҫирӗплететпӗр. 36. Вӑл патшана мӗн-мӗн пӗлтернине хӑвӑр хушшӑрта сӳтсе явӑр та васкасах кама та пулин кунта ярӑр, эпир те сире кирлине тума пултарар, мӗншӗн тесессӗн эпир Антиохие кайма хатӗрленетпӗр. 37. Ҫавӑнпа та васкӑр, кама та пулин ярӑр, сирӗн шухӑшӑра эпир те пӗлсе тӑрар. 38. Сывлӑхлӑ пулӑр! Ҫӗр хӗрӗх саккӑрмӗш ҫул, ксанфик уйӑхӗн вунпиллӗкӗмӗш кунӗ».
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эсир халӗ Ман умӑмра ӳкӗнтӗр те питӗ тӗрӗс турӑр, ҫывӑх ҫыннӑрсене ирӗке кӑлартӑр, Ман ятӑмпа хисепленекен Ҫуртӑмра Ман умӑмра сӑмах татрӑр; 16. анчах кайран шухӑшӑра улӑштартӑр та Манӑн ята ятӑр: кӑмӑлне кура кирек ӑҫта каймалла ирӗке янӑ чурасене каялла хӑвӑр патӑра тавӑртӑр, вӗсене каллех чурасем туса хутӑр.
Иер 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Акӑ эпӗ сирӗн сӑмахӑра кӗтсе тӑтӑм, эсир хӑвӑр мӗн калассине шыранӑ хушӑра сирӗн шухӑшӑра тимлерӗм.11. Вот, я ожидал слов ваших, - вслушивался в суждения ваши, доколе вы придумывали, что сказать.
Иов 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эпӗ сирӗн шухӑшӑра, мана хирӗҫ епле чее мелсем шутласа кӑларасса пӗлетӗп.27. Знаю я ваши мысли и ухищрения, какие вы против меня сплетаете.
Иов 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Иосиф каланӑ: ан хӑрӑр, эпӗ Турӑран хӑратӑп; 20. акӑ эсир мана хирӗҫ усал шухӑш тытнӑччӗ; анчах та Турӑ халӗ мӗн пулнине тумашкӑн — йышлӑ халӑх пурӑнӑҫне сыхласа хӑвармашкӑн — сирӗн усал шухӑшӑра ырра ҫавӑрчӗ; 21. эппин, ан хӑрӑр: эпӗ сире те, сирӗн ачӑрсене те тӑрантарса усрӑп, тенӗ.
Пулт 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.