Поиск
Шырав ĕçĕ:
20. Шанчӑклӑ ҫын пиллӗхпе пуян; пуйма васкакан вара — хаса курмасӑр юлмӗ.20. Верный человек богат благословениями, а кто спешит разбогатеть, тот не останется ненаказанным.
Ытар 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Шанчӑклӑ элчӗ хӑйне ӗҫпе яраканшӑн — вырма вӑхӑтӗнчи юр сулхӑнӗ пек: вӑл хӑй хуҫийӗн чунне савӑнӑҫ кӳрет.
Ытар 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫӳлхуҫаран хӑрани — шанчӑклӑ хӳтлӗх, Вӑл сана та, санӑн ывӑлусене те хунтӑлать.26. В страхе пред Господом - надежда твердая, и сынам Своим Он прибежище.
Ытар 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Усал ҫын шанчӑксӑр ӗҫ тӑвать, тӳрӗлӗх акакана вара шанчӑклӑ парне тивӗҫет.18. Нечестивый делает дело ненадежное, а сеющему правду - награда верная.
Ытар 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ют ҫыншӑн ҫӑка кӗрекен — инкеке кӗрекен; ҫӑка кӗнине сивлекен — шанчӑклӑ пурӑнакан.15. Зло причиняет себе, кто ручается за постороннего; а кто ненавидит ручательство, тот безопасен.
Ытар 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Сӑмах сарса ҫӳрекен вӑрттӑнлӑха уҫса парать; шанчӑклӑ ҫын пӗр сӑмах та кӑлармасть.13. Кто ходит переносчиком, тот открывает тайну; но верный человек таит дело.
Ытар 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Тӳрӗ ҫулпа ҫӳрекен шанчӑклӑ ҫӳрет; ҫулне пӑтраштаракана хаса ҫитет.9. Кто ходит в непорочности, тот ходит безопасно; а кто превращает пути свои, тот будет наказан.
Ытар 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Уру пусас сукмак пирки тӗплӗ шухӑшла, ҫулусем санӑн пурте шанчӑклӑ пулччӑр.26. Обдумай стезю для ноги твоей, и все пути твои да будут тверды.
Ытар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эпӗ питленине ӗненӗр: акӑ сирӗн ҫине хамӑн сывлӑшӑма ярӑп, сире хамӑн сӑмахӑма пӗлтерӗп. 24. Эпӗ чӗнтӗм — эсир итлемерӗр; аллӑма тӑсрӑм — тимлекенӗ пулмарӗ; 25. эсир манӑн пур канашӑма та хирӗҫлерӗр, эпӗ питленине йышӑнмарӑр. 26. Халӗ эпӗ эсир пӗтнинчен кулӑп; сире сехре хӑппи ҫитсессӗн савӑнӑп; 27. сире инкек-синкек ҫил-тӑвӑл пек килсе ҫапсассӑн, сирӗн тӗле инкек-синкек ҫавраҫил пек килсе тухсассӑн, сире хурлӑхпа йывӑрлӑх ҫитсессӗн савӑнӑп эпӗ. 28. Ун чухне чӗнӗҫ те мана — эпӗ илтмӗп; мана иртенпех шырама пуҫлӗҫ — тупаймӗҫ. 29. Пӗлӗве курайми пулнӑшӑн, хӑйсем валли Турӑран хӑрассине суйласа илменшӗн, 30. манӑн канаша йышӑнман-шӑн, эпӗ питленине тиркенӗшӗн 31. вӗсем хӑйсен ӗҫӗсен ҫимӗҫӗсене тутанӗҫ, шухӑшланӑ ӗмӗчӗсемпе тӑранӗҫ: 32. вӗсене айвансен чурӑслӑхӗ вӗлерӗ, ухмахсен ҫӑмӑлттайлӑхӗ пӗтерӗ; 33. мана итлекен вара усалтан хӑрамасӑр, шанчӑклӑ та лӑпкӑ пурӑнӗ».
Ытар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Санӑн сӑваплӑ Ҫуртна ӳксе пуҫҫапатӑп, Санӑн ырӑлӑхушӑн, Эсӗ шанчӑклӑ пулнӑшӑн Санӑн ятна аслӑлатӑп: Эсӗ Хӑвӑн сӑмахна Хӑвӑн пур ятунтан та ытларах чапа кӑлартӑн.
Пс 137 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
151. Эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ — ҫывӑхрах, Санӑн пӗтӗм ӳкӗтӳ шанчӑклӑ.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ун аллийӗн ӗҫӗсем — шанчӑклӑ, тӳрӗ; Унӑн ӳкӗчӗсем пурте тӗрӗс, 8. ӗмӗр-ӗмӗрлӗхе тӗреклӗ, вӗсене шанчӑклӑхпа тӗрӗслӗх ҫине никӗсленӗ.
Пс 110 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эсӗ пӗлтерни — чӑнах та шанчӑклӑ.
Пс 92 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлти Турӑ хӳтлӗхӗнче пурӑнаканӗ Пурне те Тума Пултараканӑн хӳттинче канлӗ тӑрать, 2. Ҫӳлхуҫана ҫапла калать вӑл: «тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, манӑн хӳтлӗхӗм, шанса тӑракан Туррӑм!» 3. Вӑл сана сунарҫӑ танатинчен, вӗлерекен суранран хӑтарӗ, 4. сана Хӑйӗн тӗкӗсемпе хупӑрласа тӑрӗ, Унӑн ҫуначӗ айӗнче эсӗ шанчӑклӑ тӑрӑн; Унӑн шанчӑклӑхӗ — хулкан та хӳме.
Пс 90 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Турра каллех сӑнанӑ-тӗрӗсленӗ, Израилӗн Святойне хурланӑ, 42. Унӑн аллине, хӑйсене пусмӑртан хӑтарнӑ куна асра тытман: 43. Вӑл ун чухне Египетра Хӑйӗн паллисене, Цоан хирӗнче Хӑйӗн кӗтречӗсене кӑтартнӑ; 44. вӗсем ан ӗҫейччӗр тесе Нил шывне, вӗсен ҫӑлӗсене юн тунӑ; 45. вӗсене сӑхчӑр тесе вӗсем ҫине хурт-кӑпшанкӑ янӑ, вӗсене пӗтерччӗр тесе вӗсем ҫине шапа янӑ; 46. вӗсенӗн ҫӗр ҫимӗҫӗсене хурта, ӗҫленӗ ӗҫне хӗрлӗ шӑрчӑка панӑ; 47. иҫӗм ҫырлине пӑр ҫаптарнӑ, сикомор йывӑҫӗсене тӑм тивтернӗ; 48. выльӑх-чӗрлӗхне пӑрпа, кӗтӗвӗсене ҫиҫӗмпе пӗтернӗ; 49. вӗсем ҫине Хӑй ҫиллийӗн ҫулӑмне, хаярлӑхне тата инкек-синкек, асап, усал ангелсен ушкӑнне янӑ; 50. Хӑйӗн ҫилли валли ҫул тикӗсленӗ, вӗсен чунӗсене вилӗмрен сыхламан, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне мур чирӗпе пӗтернӗ; 51. Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнисене — Хам чатӑрӗсенчи вӑйӑн пуҫламӑшне — пӗтӗмпех хирсе тухнӑ; 52. Хӑй халӑхне сурӑхсене хускатнӑ пек хускатса кайнӑ, вӗсене, кӗтӳ ҫӳретнӗ пек, пушхирпе ертсе пынӑ; 53. вӗсене шанчӑклӑ илсе пынӑ, вӗсем хӑраман, вӗсен тӑшманӗсене тинӗс хупласа хунӑ; 54. вӗсене Хӑйӗн сӑваплӑ ҫӗрӗ ҫине, Хӑйӗн сылтӑм алли хатӗрленӗ ҫак ту ҫине илсе ҫитернӗ; 55. вӗсен умӗнчен ют халӑхсене хӑваласа янӑ, халӑхсенӗн ҫӗрӗсене вӗсене ӗмӗрлӗхе уйӑрса панӑ, Израиль йӑхӗсене вӗсен чатӑрӗсене вырӑнаҫтарнӑ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӑлӑнӑҫу шанчӑклӑ пулнӑран 15. юшкӑн ӑшӗнчен туртса кӑларсам мана — путсах анмӑпинччӗ; хама курайманнисенчен, тарӑн шывсенчен хӑтӑлӑпинччӗ; 16. шыв юхӑмӗ сӗтӗрсе ан кайтӑрччӗ мана, тарӑн авӑр ҫӑтса ан ятӑрччӗ мана, карланкине туртса кӗрсе хупса ан хутӑрччӗ мана.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Мана хӑртаканӗ — тӑшман мар, эпӗ ӑна тӳссе ирттерӗттӗм; мана таптаканӗ — хама курайман ҫын мар, эпӗ унран тарса пытанӑттӑм; 14. эсӗ, хампа пӗр тан ҫыннӑмах, шанчӑклӑ тусӑм, юлташӑм, эсӗ хур турӑн мана, 15. эпир пӗр-пӗринпе чӗрене уҫса калаҫаттӑмӑр, пӗрле Турӑ Ҫуртне ҫӳреттӗмӗр.
Пс 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Хӑтӑлмашкӑн урхамах та шанчӑклӑ мар: темӗнле вӑйлӑ пулсан та ҫӑлаймӗ.17. Ненадежен конь для спасения, не избавит великою силою своею.
Пс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫана кӗсле каласа аслӑлӑр, Ӑна вунӑ хӗлӗхлӗ псалтирь каласа мухтавлӑр; 3. Ӑна мухтаса ҫӗнӗ юрӑ юрлӑр; хӗлӗхне килӗшӳллӗн янӑратӑр: 4. Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ — чӑн, Унӑн пур ӗҫӗ те шанчӑклӑ.
Пс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Чунӑма Санӑн аллуна паратӑп; эй Ҫӳлхуҫамӑм, шанчӑклӑ Туррӑм, мана Эсӗ хӑтараттӑн.6. В Твою руку предаю дух мой; Ты избавлял меня, Господи, Боже истины.
Пс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.