Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чаплӑ ӑсчахсен наукӑри ҫитӗнӗвӗсем малашнехи кал-кал аталанӑва пулӑшу кӳрессе шанса тӑратӑп.Убежден, что новые научные достижения светил науки послужат дальнейшему динамичному развитию.
Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2015) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&ty ... id=2944969
Сирӗн талантӑрпа пултаруллӑ ӗҫӗр ӳлӗм те малалла аталанма пулӑшакан паха пуянлӑх пуласса шанса тӑратӑп.
Раҫҫей ӑслӑлӑхӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2016) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=3196749
Малашне те ҫитӗнӳсем тӑвасса шанса та ӗненсе пурӑнать вӑл.
Шуршӑл илӗртет // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№
Эпир ӑна шанса кӑшт вӑхӑт патӑмӑр.
Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Паллах, общество организацийӗ пулнӑ май пирӗн патшалӑх укҫи-тенкине шанса ларма ҫук.
Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Ачасем те ӗҫченрехчӗ, хӑйсен ӑс-тӑнне шанса тӑратчӗҫ.
Ашшӗне итлемесӗр професси суйланӑ // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Кайран темле-ха унта, шанса пӗтер хӗрсене...
Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
— Районта усӑ курман ҫӗрӗн кашни тӑваткал метрне пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессе шанса тӑратӑп, — терӗ С. Артамонов канашлура ҫак ыйтӑва ҫивӗчлетсе.
Районта — ял хуҫалӑх министрӗ // Авангард. «Авангард», 2016, пуш, 11
Наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан федераци службин Чӑваш Республикинчи управленийӗн ӗҫченӗсем малашне те служба тивӗҫне парӑнса тӑрассине тата хӑйсен професси тивӗҫӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пырассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наркотӗрӗслев органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=61 ... 826d95cace
Инженер специальноҫӗн вӑрттӑнлӑхне алла илме ӗмӗтленекенскере, иртнӗ ҫулла ашшӗ вӗр ҫӗнӗ беларуҫ тракторӑн рульне шанса пани уншӑн тем пекех савӑнӑҫ пулни куҫкӗрет.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Акӑ, Василий Белов «Лад» кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «Мӗн ӗлӗкрен килти хуҫалӑха хӗрарӑм - анне, мӑшӑр - тытса пынӑ. Хуҫалӑхри пур ҫӑра та унӑн аллинче, вӑл хӑҫан тата мӗн кирлине лайӑх пӗлет. Праҫниксене уявлассине, типӗ тытассине те хӗрарӑмах йӗркелесе пынӑ. Ҫитӗнекен ачасене те тӗрлӗ ӗҫе вӑлах хӑнӑхтарнӑ. Ҫулсем иртнӗ май ҫемьери хӗрарӑм хӑйӗн ӗҫӗсене ывӑлӗн мӑшӑрне, кинне, шанса панӑ».
Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4
Хӗрарӑма пурнӑҫ тилхепине шанса пама шикленмелле мар.
Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
Артистсем пултарнǎ таран лайǎхрах выляма, хӑйсене шанса панӑ сӑнарсене ӗненмелле уҫса пама тӑрӑшнӑ.
Ҫеҫкери ҫӗмӗрт каллех ҫеҫкеленет // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11720.html
Пурте пӗрле, ҫине тӑрса ӗҫлесе, хамӑрӑн вӑя шанса, обществӑри пӗрлӗхе тата ҫирӗплӗхе упраса, йывӑр вӑхӑтра пӗрне-пӗри пулӑшса эпир Чӑваш Енӗн кашни ҫемйишӗн, кашни ҫыннишӗн тата тулӑхрах, тӑнӑҫ пурнӑҫ тума пултаратпӑр.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Эпӗ хамӑрӑн аслӑ ҫӗршывӑмӑрӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн хӑйсен пурнӑҫне панӑ паттӑрсен палӑкӗсене юсаса ҫӗнетес ӗҫе влаҫ органӗсем тата Чӑваш Енре пурӑнакан мӗнпур ҫын хастарлӑн хутшӑнасса шанса тӑратӑп.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Пӗр-пӗрне шанса, хисеплесе ӗҫлесен ҫеҫ тата илнӗ тивӗҫсемшӗн яваплӑха туйса тӑрсан кӑна экономикӑна аталантарма, малалла кайма пулать.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Пӗтӗмпех йӗркеллӗ пуласса шанса пурӑнатӑп.
Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№
Ҫав тӑрӑхра пулмассерен чунра мӑнаҫлӑх туйӑмӗ хуҫаланать: халӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ ӗҫе пире шанса панӑ-ҫке.
Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№
Ҫавӑнпа та Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи виҫӗ ял - Смычка, Малиновака тата Липовка - ҫыннисем ҫак муртан хӑтӑласса шанса йӑнӑшман.
«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771