Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шанмасть (тĕпĕ: шан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мак-Набс Гленарвана тытса чараймӑп тесе хӑрать, шанмасть вӑл, Гленарван хӑй пӗчченех кайса Бен Джойсӑн алли айне кӗрсе кайӗ тет.

Мак-Набс потерял надежду удержать Гленарвана и боялся, как бы тот не бросился один под удары шайки Бена Джойса.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Экспедицин маршручӗ вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тӑрӑхӗпе пырать, анчах Грант капитана унта тупӑпӑр тесе пӗри те шанмасть; вӑл тупӑнмасан вара, ҫапах та унӑн йӗрӗ ҫине ӳкессе шанма май пур, унӑн йӗрне тупсан та, мӗнле пулсан та, шӑпах «Британи» ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ вырӑна тухма пулать.

Никто не надеялся найти капитана Гранта на самой тридцать седьмой параллели, вдоль которой был проложен маршрут экспедиции, но можно было рассчитывать встретить какие-нибудь следы его пребывания, и уж во всяком случае, она приводила к самому месту крушения «Британии».

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Долинник калать, каланинчен мӗн пуласса хӑй те шанмасть.

Говорил и уже не верил в дикую удачу.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Усал шухӑшлӑ ҫынсен ҫӑткӑнлӑхне тӗшмӗртнӗрен пире те шанмасть.

— Не все люди добры к животным, вот он нам и не доверяет.

Утакан утӑ купи // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 42,44 с.

Эсӗ мана колхозран илсе кайсан, кунти пурнӑҫ лайӑхланасса облаҫри чи аслӑ ҫын та шанмасть, тейӗҫ вара ҫынсем.

И ежели ты меня от колхоза оторвешь, люди скажут — значит, самый первый человек в области не надеется, что тут у всех хорошая жизнь наладится.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Чылайранпа штабра ӗҫлекен Смольянинов капитан ҫарти политработниксем вӑрҫӑ ӗҫне пӗлнине шанмасть.

Старый штабист капитан Смольянинов втайне всегда относился с недоверием к военным знаниям политработников армии.

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Сергей сип-симӗс рет ҫине пӑхать те хӑйӗн куҫӗсене хӑй шанмасть.

Сергей смотрит на зеленый ряд и не верит своим глазам.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Марья Алексевна пур енчен те Лопухов майлӑ тӑрать, анчах вӑл ӑна шанмасть, мӗншӗн тесен вӑл никама та шанма пултараймасть; ют ҫын умӗнче ӗҫсе ӳсӗрӗлме пултарӗ-ши вӑл? —

Станет ли Марья Алексевна напиваться при постороннем человеке, которому хоть и сочувствует во всем, но не доверяет, потому что кому же она может доверять?

XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Пире шанмасть вӑл, факт! — Давыдов кулянса пуҫне сулнӑ.

— Подозревает она нас, факт! — Давыдов сокрушенно помотал головой.

III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Юлашкинчен ҫапла хушса хунӑ: «Вӑл хӑй ӗненнӗ шухӑшсене тӳрре кӑларма май килтерсен, телейлӗ пулнӑ пулӗччӗ, анчах вӑл вӗсене пурнӑҫа кӗртессе шанмасть, мӗншӗн тесен ҫакна тума питӗ йывӑр».

В заключение прибавлял, что он «был бы счастлив, если б удалось ему на себе оправдать свое убеждение, но что достичь этого он не надеется, потому что это очень трудно».

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑрҫӑ ӑнӑҫлӑ вӗҫленессе вӑл хӑй те шанмасть.

Он не верил в благополучный исход войны.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Уҫма та никама та шанмасть, ҫак ӗҫе хӑй тӑвать.

И открывает тоже только сам, этого он не может доверить никому!

Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ҫапах та халӑх шанмасть.

Все же народ не верит.

Чӑваш Меккин экологийӗ хрушлӑхра // Ирина Кузьмина. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... rushlakhra

Икӗ районта та пӗр шӑнкӑрав та пулман тесен тӗлӗнчӗ, «Эппин, сире вырӑнти халӑх шанмасть», — пӗтӗмлетрӗ вӑл.

Узнав, что в обеих районах никакого звонка не было, удивился, "Значит, вам народ не верит", - подытожил он.

Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

«Эмилия халӗ урӑххине тупнӑ. Намӑс мӗнне пӗлмест, йӑхӗ ҫавнашкал вӗсен. Ҫапах вӑл Абрашевпа та тӗл пулма чарӑнмасть, ун хыҫҫӑн арҫын килӗнче арӑмӗпе вӑрҫӑнать, ясар ясара шанмасть теҫҫӗ вӗт, кӗвӗҫнипе хӗнет», — терӗҫ ял хӗрарӑмӗсем.

Помоги переводом

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

2. Каланине итлемест вӑл, ӳкӗтленине йышӑнмасть, Ҫӳлхуҫана шанмасть, хӑйӗн Турри патне ҫывӑхармасть.

2. Не слушает голоса, не принимает наставления, на Господа не уповает, к Богу своему не приближается.

Соф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Ӑслӑлӑх ҫутӑ та чӗрӗ, шанмасть, хӑйне юратакана хӑвӑрт курӑнать, хӑйне шыракана тупӑнать; 13. хӑйне пӗлес теекенсем патне вӑл хӑех, малтанах, пырать.

12. Премудрость светла и неувядающа, и легко созерцается любящими ее, и обретается ищущими ее; 13. она даже упреждает желающих познать ее.

Ӑсл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Вӑл юхӑм шыв хӗррине лартнӑ йывӑҫ пек пулӗ: ҫав йывӑҫ хӑйӗн ҫимӗҫне вӑхӑтӗнче пултарать, унӑн ҫулҫийӗ те шанмасть; ҫав ҫын мӗн ӗҫ тӑвать — унӑн пурте ӑнса пырать.

3. И будет он как дерево, посаженное при потоках вод, которое приносит плод свой во время свое, и лист которого не вянет; и во всем, что он ни делает, успеет.

Пс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Вӑл сӗмлӗхрен хӑтӑласса шанмасть: хӑй умӗнче хӗҫ курса тӑрать.

22. Он не надеется спастись от тьмы; видит пред собою меч.

Иов 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней