Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӗринне хулпуҫҫине касса татнӑ та, хӑй хӑвӑрт-хӑвӑрт сывласа выртать; шалта, юн ӑшӗнче, чӗри тапни курӑнать, пӗверӗ кӑн-кӑвак темле…
XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Анчах хӑшне-пӗрне ҫеҫ ас тукаларӗ-ха вӑл: ӑс-тӑн питӗ хивреленсе те вушаррӑн ӗҫлет, халлӗхе нумайӑшне таҫта шалта пытарса усрать.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Савва пӳрчӗ килкартинче шалта ларать, чӳречисем урамалла пӑхаҫҫӗ, пӳрт умне сукмак пырать, сукмакӗн икӗ айккипе чечексемпе ҫамрӑк юмансем ӳсеҫҫӗ.
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Шалта палланӑ, анчах тахҫанах сивӗннӗ тар ҫунӑкӗн шӑрши кӗнӗ.Внутри танка пахло знакомой, давно уже остывшей пороховой гарью.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Халиччен пӗлмен ҫӗнӗ савӑнӑҫпа пӗрле таҫта шалта хӑй танкист пулнӑшӑн хӗпӗртес кӑмӑл ҫӗкленчӗ.Вместе с незнакомой новой радостью где-то внутри было желание порадоваться тем, что он танкист.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Хапха умӗнче Рубцов-Емницкий газикӗ тӑнӑ, шалта шоферӗ ҫывӑрнӑ.Возле двора стоял газик Рубцова-Емницкого, в нем спал шофер.
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Шалта каҫхи кӑвак ҫутӑ сӗмленсе ҫунать.
24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Юлашки хут затвора шакӑлтаттарса уҫса хупрӑм, шалта патрон ҫуккине манса, туртса ҫаптартӑм, пӑшал пеменнине астуса илсен тин нимӗҫсем ҫине пӑхрӑм.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Шалта, пӳртре.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Шалта, Григорин кӑкӑр шӑмми ӑшӗнче, атака умӗн юна пикенсех хӑваланӑ чӗре халӗ юман пек хытса кайрӗ: хӑлха янӑранипе сулахай ура пӳрнисем ыратнисӗр пуҫне, вӑл урӑх нимӗн те туймасть.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Унӑн кӑкӑрӗнче, шалта, сулахай кӗтесре, темӗнле йывӑр кӗлеткеллӗ пӗчӗк ача пӗр вырӑнта тапӑртатса чупнӑ пек туйӑнать.Будто кто-то маленький, но тяжелый, там, в левой стороне груди, делал бег на месте.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Суранӗ ҫав тери таран, шӑтӑкӗ аллаппи кӗмеллӗх те пур, шалта сыпӑклӑ-сыпӑклӑ пыр, лаши сывланӑ май мӗнле чӗтренсе тӑни те курӑнать.Глубокий, хоть ладонь суй, длинный порез, обнаженное коленчатое горло в судороге дыханья.
13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Асар-писер пуҫланса кайрӗ шалта, — илтетӗп, хӑй кӑшкӑрать: «Марея Федоровна, Марея Федоровна! Тӑр хӑвӑртрах, лартса яр сӑмавар. Иван Авдеевич килчӗ!» — тет.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Акӑ мӗн, Аксюша, — калаҫма тытӑнчӗ вӑл ерипен, сӑмахсене йӗркипе сыпӑнтарса пырса, — нимӗн канӑҫлӑх та ҫук капла, — таҫта шалта, кӑкӑрӑма темӗн ӗмет.
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
«Ман аттен чӗри ытла шалта: ку ҫӗҫӗ ҫитейрес ҫук ун патне.
XIII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Йывӑҫсем хушшинче, шалта, пӑч тӗттӗм, ҫулҫӑсем шӗпӗлтетеҫҫӗ, пур ҫӗрте те шӑплӑх.В глубине деревьев было совсем темно, листья не шелестели, тишина царила вокруг.
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл, пысӑк йыттине хуса янӑ та, кӑвакарнӑ ҫӑра куҫхаршисем айӗнче шалта ларакан куҫӗсемпе салтаксене васкамасӑр пӑхса илнӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.
Шалта кам пурри ҫинчен Егортан ыйтсан, вӑл Трухачевский ятне каларӗ.Когда я спросил Егора, кто здесь, и он назвал мне Трухачевского.
XXVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Нарыжный, шалта кӗсйинче хыпашласа, тӑваткал хутлатнӑ хут таткине туртса кӑларчӗ те ӑна Федор Лукича пачӗ.
XIX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тепӗр секундран пӗр танкӗ ҫав тери хытӑ сиксе силленсе илчӗ, шалта темскер сиксе ҫурӑлчӗ пулас, сиксе илчӗ те ҫавӑнтах татӑкӑн-татӑкӑн арканса сирпӗнчӗ, пӗлӗтелле вара палт! ҫеҫ тӗтӗм юпаланса хӑпарса кайрӗ.
XXIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.