Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫывӑрнӑ чух та курса-илтсе вырт! — чышкипе юнарӗ вӑл юлашкинчен.
Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.
Хама чышкипе юнаса хӑварчӗ: ас ту, ҫӑвар уҫнӑ ан пултӑр, — терӗ…
2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
— Акӑ мӗн, ҫӑварна ытлашши ан кар! — Аркаша чышкипе юнарӗ Шанаров.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
— Эп сана-а! — чышкипе юнарӗ Шанаров.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ҫапла карчӑк кӳлешет Чӗкеҫ илтсе тӑмалла, Хӑй чышкипе перкшет Айӑккалла-майӑккалла.
VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Чӑтаймарӗ ҫакна чылайччен куҫласа ларма — «хӗҫленнӗ» хырӑмне «тимӗрлетнӗ» чышкипе шӑлне шатӑртаттара-шатӑртаттара йӑвала-йӑвала, куҫне аяккалла тартрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ӑна Прелл мастер чышкипе ҫапса ӑнран янӑ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Матви те пӗрре, ӳсӗр чух, тӳсеймерӗ, ҫыхса пӑрахнӑ Сетнере пуян Михетер хӗнени ҫинчен вуланӑ чух: — Э-эх! — терӗ те мӑн чышкипе сӗтеле туртса ҫапрӗ…
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Лавр Кузьмич шывланнӑ куҫӗсене чышкипе шӑлса илчӗ те тепӗр черкке ӳпӗнтерчӗ.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Тӗреклӗ те вӑйлӑскер, пуянӑн ӑйӑрне вӑл пуҫӗнчен чышкипе ҫапса ӳкерет.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
— Ак сана укҫа! — терӗ те Сабир, ҫаннине туртса хӑпартрӗ, Сахара тӗреклӗ чышкипе юнаса, тӳрех шала иртрӗ, аллине икӗ четвӗрт эрех ярса тытрӗ.
Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Мӗн туса пурӑнмалла пирӗн Мӗша тӑрӑхӗнче? — ӳкӗтлесе, чышкипе кӑкӑрне ҫапсах каларӗ Акмӑрса.
4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хаяр киремет авса пӑрахманскерсем! — терӗ Иливан Хусан еннелле чышкипе юнаса.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Хӑй мана чышкипе юнать.
Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Ҫӑвар ан уҫнӑ пул! — хӑмсарчӗ чышкипе ун ҫине тиек.
Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Стражник, урисемпе тапӑртатса, чышкипе юна пуҫларӗ.
Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Туртса ҫапрӗ вӑл мана Тута урлӑ чышкипе, Чут каяттӑм сулӑнса.
Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.
— Кӗртместпӗр сире Ту енчи ҫӗр-шыва, ҫавӑ анчах! — чышкипе аяккалла сулса каларӗ мӑрса.
7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Евлен нумай шухӑшласа тӑмарӗ — чышкипе пӗрре тӗксех сирчӗ Кавӗрлене.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Вӗсем учӗсене сиккипе яма хатӗрленнӗччӗ ӗнтӗ, аллисемпе лаша ҫилхинчен ҫатӑртаттарса тытнӑччӗ, ҫав вӑхӑтра малта Тукай чышкипе юнани курӑнса кайрӗ.
12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.