Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чыхса (тĕпĕ: чых) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чыхса тултартӑн пулать, нимӗне тӑман чун? — тенӗ старик чӳрече витӗр хаяррӑн.

— Нажрался, пустяковая твоя душа? — гремел старик из окна.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӗлӗк тавар илме аллӑ-утмӑл ҫухрӑма ҫӳремелле пулнӑ, халӗ акӑ кунтах — лавкка, чӑрӑш хӑмисенчен тунӑ, ырӑ шӑршӑллӑ, хӗрлӗ тавар тӑкӑ-тӑкӑ чыхса тултарнӑ лавкка.

За товаром ездили верст за пятьдесят и больше, а тут вот она — лавка со свежими сосновыми полками, туго набитыми пахучим красным товаром.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ильинична, лутра та стайлӑскер, праҫник чухне ҫыхмалли хитре тутӑрне уртса янӑ, вӑл хӑйӗн чун-чӗри пӑлхавне тута кӗтессисене пытарса Григорий ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ те стариккине: — Ҫитӗ сана, Прокофич, чыхса тултарма. Выҫӑхса ҫитнӗ пекех эсӗ! — терӗ.

Ильинична, кургузая и важная, в палевой праздничной шали, тая в углах губ материнскую тревогу, взглянула на Григория и — к старику: — Будя тебе, Прокофьич, напихиваться. Чисто оголодал ты!

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Семиглаз туллиех чыхса тултарнӑ михӗпе килсе кӗчӗ.

Семиглаз вернулся с туго набитым казенным мешком.

XXI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Эпӗ вырнаҫнӑ пӳлӗм чӳречинчен типӗ мӑкпа чыхса тултарнӑ стена курӑнать, вӑл ҫумӑр шывӗ аннипе ытла та вараланса пӗтнӗ, сарӑ хӑмӑр тӗслӗ пулса ларнӑ, тӳпе тӑхлан тӗслех, урӑх нимӗнле тӗс те палӑрмасть; сывлӑшра каллех юр пӗрчисем вӗҫкелеме пуҫларӗҫ.

Из окна виднелась лишь стена, покрытая пятнами сырости и высохшим мхом, и нависшее над ней матово-свинцовое небо без малейшего просвета; в воздухе снова запорхали снежинки.

Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.

Ак мӗнлерех чыхса тултарнӑччӗ пуҫсене пуринне те!

До того головы всем забили!

X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Аслӑ чӗмсӗрҫӗ офицерсен пуххисене пырса ҫӳренӗ, апатланнӑ чухне… гето… ылттӑн чыхса тултарнӑ кушилккине, тӑванӑмҫӑм эс манӑн, яланах хӑй умне сӗтел ҫине кӑларса хунӑ.

Великий молчальник посещал офицерские собрания и, когда обедал, то… гето… клал перед собою на стол кошелек, набитый, братец ты мой, золотом.

VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Каҫхине вӑл чӑматанне чыхса тултарчӗ, вак-тӗвекӗсене ҫыхӑ туса майлаштарчӗ, темиҫе талӑк канӑҫлӑн ҫывӑрайманнине пула, вӑратмалла мар тарӑн ыйхӑпа ҫывӑрчӗ.

Вечером он набил вещами чемодан, кое-что связал в небольшой тюк и в эту ночь спал глубоким, непробудным сном, — ведь он не спал уже несколько ночей подряд.

XXIII. Эмел // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хуҫа кӗрӳшӗ Хаджи Смион, ҫӑварне ӗҫме-ҫиме чыхса тултарнӑ та, пӑвӑна-пӑвӑна кулать.

Хаджи Смион, зять хозяина, набив полный рот едой, давился от смеха.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл, кун-каҫиччен кавлесе, хырӑмне тем чухлӗ тӗрлӗрен апат чыхса тултарнӑ та, халӗ ӑна пӑчӑ, ҫывӑрма кансӗр, вӑл хӑрушӑ, усал тӗлӗксем курать.

Оно слишком много пожрало за день разной пищи, ему жарко, неловко и снятся дурные, тяжелые сны.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Кӗрпе чыхса тултарнӑ михӗ пекех ҫынсемпе тулнӑ урамсенче, панель умӗнче ларакан ҫӳп-ҫап коробкисенче, ачасем хыпаланса ҫӗрнӗ пахча-ҫимӗҫсем шыраҫҫӗ, тупсан ҫавӑнтах, куҫа ҫиекен тусанпа пӑчӑ ҫывлӑшрах, пӑнтӑхӗ-мӗнӗпех хыпса-ҫӑтса яраҫҫӗ.

В этих улицах, набитых людьми, точно мешки крупой, дети жадно ищут в коробках с мусором, стоящих у панелей, загнившие овощи и пожирают их вместе с плесенью тут же, в едкой пыли и духоте.

Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.

Мӗншӗн-ха ҫынсене пӗр ҫӗре чыхса пуҫтармалла, иккӗн-виҫҫӗн те пӗрле пер-пӗринпе килӗштерсе пурӑнаймаҫҫӗ пулсан?..

Зачем народ сбивать в такие кучи, когда и двое-трое ужиться между собой не могут?..

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Тӳсме пултаратчӗҫ-и вара ҫак ҫула манӑн телейсӗр, чирлӗ-чӗрлӗ, ҫӗтӗк-ҫатӑк, кирлӗ-кирлӗ мар чыхса тултарнӑ, «хуртланса» пӗтнӗ юлташӑмсем?

Да разве выдержали бы его мои несчастные, больные спутники, в лохмотьях, пропитанных ворванью и полных паразитов?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл йӗмпӗҫҫи вӗҫӗсене ҫыхса хурать, апельсинсене йӗм ӑшне чыхса тултарать.

Он завязывает концы на штанах, он бросает апельсины в штаны.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ӑҫта эсӗ капла чыхса тултарнӑ?

— Где ты это нагрузился?

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Унта ҫыру чыхса тултарнӑччӗ.

туго набитую письмами,

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унӑн шӑмшакӗнче шӑмӑсем ҫук пекех, тир ӑшне ваткӑ чыхса тултарнӑ та, унта юн чупса ҫӳренӗ пек туйӑннӑ ӑна.

Было похоже, что тело его лишено костей, набито теплой ватой, в которой толчками пульсирует кровь.

16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ну, хырӑма чыхса тултартӑмӑр.

Ну, нажрался…

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

Нивушлӗ хырӑма чыхса тултарма кӑна?

Неужели только нажраться?

Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.

13. Сава, Дедан тата Фарсис сутуҫисем хӑйсен пӗтӗм ҫамрӑк арӑсланӗсемпе пӗрле калӗҫ сана: «эсӗ ҫаратма килтӗн-и? хӑвӑн эшкерне пурлӑх чыхса тултарма, кӗмӗлпе ылтӑн тӑпӑлтарма, выльӑх-чӗрлӗхпе мул туртса илме, пысӑк тупӑш ярса илме пуҫтартӑн-и?» тейӗҫ.

13. Сава и Дедан и купцы Фарсисские со всеми молодыми львами их скажут тебе: «ты пришел, чтобы произвести грабеж, собрал полчище твое, чтобы набрать добычи, взять серебро и золото, отнять скот и имущество, захватить большую добычу?»

Иез 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней