Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чылайӑшӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пациентсенчен чылайӑшӗ сывалнӑ хыҫҫӑн тепӗр ҫулччен нимӗн тумасӑрах пурӑнма юрать тесе шухӑшлать.

Помоги переводом

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Чылайӑшӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнасшӑн мар, эрех-сӑрасӑр канасшӑн мар.

Помоги переводом

«Сывлӑха аптекӑра туянма ҫук» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Чылайӑшӗ палӑртнӑ тӑрӑх, кашни ҫулах ҫав шӑтӑксене тепӗр хут тума тивет.

Помоги переводом

Пирӗн ҫулсем мӗншӗн начар? // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2697.html

Чылайӑшӗ асӑннӑ укҫа-тенкӗпе усӑ курнӑ: 673 ҫемье пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатнӑ, 19-шӗ ачисем аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӳ пухнӑшӑн е ачасене садикре воспитани панӑшӑн тӳленӗ.

Помоги переводом

Ача амӑшӗсене - пулӑшу // З.ЯКОВЛЕВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Утарҫӑсенчен чылайӑшӗ хӑйсен опычӗпе паллаштарнӑ.

Помоги переводом

Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Чылайӑшӗ пахчара кавӑн ҫитӗнтерет.

Многие в огороде выращивают тыкву.

Ҫуркуннепе витаминлӑ апат кирлӗ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.03.17, 10№

Чылайӑшӗ ҫӑмӑл машинӑпа куллен ҫӳрет, ҫавӑнпа водитель прависӗр хӑварсан хӑшӗ-пӗри хӑйне ал-урасӑр тӑрса юлнӑ пекех туять.

Помоги переводом

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Вӗсенчен чылайӑшӗ кунашкал лару-тӑрӑва ҫемье чӑмӑртама васканипе ҫыхӑнтарать.

Помоги переводом

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ача чухне чылайӑшӗ артист пулма ӗмӗтленет.

Помоги переводом

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ача ҫуртӗнче ӗҫлекенсем каланӑ тӑрӑх, Танзельӑна чылайӑшӗ ҫемьене илесшӗн пулнӑ, анчах хӗрача Афиатулловсемпе ҫеҫ пӗр чӗлхе тупайнӑ.

Помоги переводом

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ялта тӗпленекен ҫамрӑксенчен чылайӑшӗ тӑван тӑрӑхри сывлӑшпа сывласан кӑмӑл хӑпартланнине, хулара пӗр кун та пурӑнайманнине палӑртаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Чылайӑшӗ юлашки вӑхӑтра ҫамрӑксем ҫӑмӑлттай теме пӑхать пулин те, маттуррисем, тӑрӑшуллисем те йышлӑ-ха.

Помоги переводом

Олимпиада призерӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Чылайӑшӗ районти культура ҫуртӗнче кино кӑтартсан, пит аван пулмалла», тет.

Помоги переводом

Пӗрле кино курар-и? // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Хуҫалӑхра вӑй хуракансенчен чылайӑшӗ ҫак шкултан пӗлӳ илсе пурнӑҫӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тухнӑ.

Помоги переводом

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

— Журналистсен союзне ертсе пыраканӑн ӗҫӗ канӑҫсӑррине чылайӑшӗ чухламасть те.

Помоги переводом

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ашшӗ-амӑшӗ ытларах ывӑл-хӗрне Кӳкеҫ лицейне вӗрентме ярасси вӗрентӳ пахалӑхӗпе – чылайӑшӗ ахӑртнех ҫапла шухӑшланӑ – ҫыхӑнман иккен.

Помоги переводом

Кӳкеҫсен ыйту нумай // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Тӗп урамсем те чылайӑшӗ колеяллӑ, шӑтӑк-ҫурӑклӑ, пӗчӗкреххисем, пысӑк пуҫлӑхсен машинисем час-часах иртсе ҫӳременнисем, пирки калама та кирлӗ мар.

Помоги переводом

Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Шел пулин те, ялсенче пурӑнакансенчен чылайӑшӗ хальхи вӑхӑтра хӑйсем выльӑхсене килти хуҫалӑхра ҫитӗнтернӗ вӑкӑрпа чуптарать.

Жаль, что сейчас многие деревенские жители свою скотину спаривают быками, выращенными в домашнем хозяйстве.

Пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Ялсенче пурӑнакан арҫынсенчен чылайӑшӗ 25-29 ҫулсенче авланать.

Большинство сельских мужчин женятся в возрасте 25-29 лет.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Пурӑннӑ чухне темшӗн чылайӑшӗ атте-аннене кирлӗ пек хаклама пӗлейместпӗр туйӑнать: Турӑран ыйтса кун ҫути парнеленӗ ҫыннӑмӑрсене тав тума манатпӑр е тепӗр чухне хал та ҫитерейместпӗр, кӑмӑлӗсене хӑваратпӑр, тимлӗх те сахал уйӑратпӑр пулӗ...

Помоги переводом

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней