Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чухласа (тĕпĕ: чухла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку сехре хӑпартаканни пӗтӗмпе те ҫара ҫерҫи ҫеҫ иккенне чухласа илнӗ амӑшӗ ним хӑрамалли те ҫукки ҫинчен тепре лӑпкӑн сас парсан тин чӗлӗсем ӑҫта ҫитнӗ ҫавӑнта чарӑнса тӑраҫҫӗ те каллех хӑйсен рехетлӗ ӗҫне пикенеҫҫӗ.

Помоги переводом

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Е тата шыв ҫинелле сисмен ҫӗртен ҫара ҫерҫи вирхӗнсе ансан, вӑл, ку мӗнле кайӑк иккенне чухласа ӗлкӗрейменскер, хатарлӑн кӑшкӑрса ярать.

Помоги переводом

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн Никифор Лукич мӗн туса хунине чухласа илме пултараятӑр-и эсир?

Помоги переводом

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Турунов ун ҫине пӑхса тӑчӗ-тӑчӗ те харкашнинчен усси пулас ҫуккине чухласа илнӗн сывласа ячӗ, хуллен алӑк еннелле ҫаврӑнса ларчӗ.

Помоги переводом

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тинех чухласа илтӗм Серебряков вӗҫӗмсӗр чӳречерен пӑхнин сӑлтавне: Турунова кӗтет-ҫке вӑл…

Помоги переводом

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ман кӑмӑла тӳрех чухласа илес те малалла епле сӑмахламаллине пӗлсе тӑрас шутпа чеен каларӗ пуль-ха вӑл «чӑрмав кӳтӗм», «каҫарӑр», тесе, хӑй вара, тӗрӗссипе, пачах урӑхла шухӑшлать пулас-ха.

Помоги переводом

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпӗ кайран тин чухласа илтем хам тӗрӗс мар тунине.

Помоги переводом

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Этем ӑсӗ чухласа илеймен вӑрттӑнлӑх ҫук, этем алли тӑвайман ӗҫ те ҫук.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сиснӗ эп кӑна. Малтанах сиснӗ, йӑлтах чухласа илеймен пулсан та кӑштах сиснӗ. Эппин, тахҫанах каҫарнӑ…

Помоги переводом

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Савӑнсах килӗшетӗп, — пуҫа сӗлтрӗм эпӗ, кун йӗркине вӑл маншӑнах ҫапла планланине чухласа илсе.

Помоги переводом

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тинкерӳллӗ куҫсенче эпӗ ҫынсем Пруткин ҫине ӑна лайӑхрах курас-илтес тесе мар, вӑл ҫапла чӑрсӑррӑн хирӗҫленинчен, татса каланинчен тӗлӗннипе, ҫакна ӑнлансах ҫитейменнипе харӑсах ҫаврӑнса пӑхнине чухласа илтӗм.

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫак япала кам ӗҫӗ пулнине тӳрех чухласа илет бригадир, Аликов хыҫҫӑн туя йӑтса ыткӑнать, ӑна сывлӑшсӑр пуличчен хӑваласа ҫӳрет.

Помоги переводом

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анюк асӑрхамаллах шухӑша кайса лартӑм-ши — вӑл шӑпланчӗ те ман ҫине кӑнн пӑхрӗ, кӑштах кичемленчӗ; вара вӑл эпӗ мӗн шухӑшланине чухласа илнӗн, ман шухӑшсене пӗлсе кӑмӑлсӑрланнӑн, эпӗ ҫапла шухӑшланишӗн те мар, хӑй каласа ӗнентерме пултарайманнишӗн кӑмӑлсӑрланнӑн туйӑнчӗ; акӑ вӑл кинӗпе ачисем те, хӑй те Ҫтаппана мӗншӗн пӑрахса килнине ӑнлантарма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шӑпланчӗ те ырхан пит-куҫӗ ҫинчи елпӗркке куллине сӳнтерчӗ (йӗрсем-пӗркеленчӗксем сасартӑках хускалми пулчӗҫ), ман ҫине тем чухласа илнӗн, пуҫне чалӑштарарах тинкерчӗ:

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шел те, тӳрех чухласа илме ҫамрӑкрах ҫав Мӗтри.

Помоги переводом

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

«Непутевый человек» тесен кӑна ҫав «путь» сӑмахӑн ӑнлавне чухласа илме пулать.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхинчи сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6303.html

Ама-и вӑл, аҫа-и, никам та пӗлмен, ҫавӑнпа та ку япалана ахаль чухласа Глаша тесе ят пачӗҫ.

Никто не знал, как понять, девочка это или мальчик, поэтому животное наугад назвали Глашей.

Тимӗр шапа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/576

Ивасова сакӑр ҫул каялла Янасловпа пулса иртнӗ ӗҫе лайӑх пӗлнӗ, анчах ҫав ӗҫ Роза пирки пулса тухнине чухласа илеймен, Роза хӑй ӑна никама та каласа паман пулнӑ.

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Асӑрхама пӗлекен ҫын тӳрех чухласа илет.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ҫавӑн чухне мӗн пулнине вӑл ӗнер ҫеҫ чухласа илчӗ.

Помоги переводом

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней