Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫатмана чуста ярса ӑна кӑвар ҫине лартрӑмӑр, унтан чусти ҫине хамӑр явнӑ вӗрене майлаштарса хутӑмӑр та ҫиелтен каллех чустапа хупларӑмӑр.
Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
7. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫӗнӗ чуста пулмашкӑн кивӗ кӑвас чустинчен хӑтӑлӑр, сирӗн йӳҫӗтмен чуста пулмалла, мӗншӗн тесессӗн пирӗн Пасхӑна, Христоса, пирӗншӗн парнене кӳнӗ.
1 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ытти текстсенче ача тӗлӗнтермӗш майсемпе ҫурални тӗрлӗрен пулать: яшкалӑх ҫӑнӑхӗнчен тунӑ этем кӗлеткинчен («Яшкалӑх паттӑр»), вӑрмантан илсе килнӗ ӑвӑса пуртӑпа касса тунӑ кӗлеткерен («Антей паттӑр ҫинчен»), старике хӗненӗ хыҫҫӑн хуҫӑлса пӗтнӗ туя татӑкӗсенчен («Туй Тупала», «Туя паттӑр»), Турра хытӑ кӗлтунипе («Лазар Лазарчпа Иван Иванч патша»), виҫӗ ҫул чухӑн-мӗскӗнсене пурлӑхне парса тӑнӑ хыҫҫӑн («Мӑн Ҫӑпата юмаххи»), шывпа вӗретсе ӗҫнӗ вӑрманти курӑкран («Вархонь ҫӗленсемпе ҫапӑҫни»), ҫинӗ пӑрҫаран («Пӑрҫа паттӑр»), лаххана пӑрахнӑ чуста татӑкӗнчен («Чуста паттӑр»), старик ӗнси ҫине тухнӑ ҫӑпанран («Ҫӑпан паттӑр») т. ыт. те.
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
Вӑл ҫӗрӗ тумасть — чуста ҫӑрать е ҫав чустаран уначӑ унать тейӗн.
Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.
Кӑштахран, шухӑшласан тата хамӑн фланель костюм ҫинчи йӗплӗ шариксене, ҫыпҫӑнчӑкпа чуста муклашкисене (чустапа усӑ курассине чармалла пек те) тӗплӗ тасатсан самаях тӗттӗм ҫӗрте тӑвалла улӑхма пикентӗм.
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Чуста чашӑкӗ унӑн пуҫӗ ҫинче, викинг пуҫӗ ҫинчи шлем пек ларать, сӑмси ҫинчен ҫӗрелле хӑмӑр чуста тӑкӑнать.
Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Мӗншӗн тесен унӑн пуҫӗ ҫинче те, куҫӗ ҫинче те, сӑмси ҫинче те ҫуллӑ чуста, ҫӑварӗ те чустапах хупланнӑ.Потому что у него и глаза, и рот, и нос были густо залеплены жирным тестом для пальтов.
Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Унтан турттарса сутмалли кулачпа французски булкӑсем валли чуста ҫӑрма каяттӑм, анчах алӑпа вунпиллӗк-ҫирӗм пӑт чустана ҫӑрасси вӑл — вылямалли япала мар.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Ҫӗлен пуҫӗнчен чуста кӑна тӑрса юлчӗ, лӑп сан арӑм хӑй айне туса хунӑ чуста пекех.От головы змеи осталось только тесто, как то тесто, что под себя спрятала твоя жена.
Алтӑр-Косе тата Шигайбай // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 21–26 с.
Чуста татӑкӗпе каткана ҫатлаттарчӗ тӗ вӑл — чуста сирпӗнсе кайрӗ.
XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Микиша, чуста евӗр чӗтресе тӑракан пит-куҫлӑ нӗрсӗре, урӑх йышши «пилотка» тӑхӑнтартса ярас вӗҫне те ҫитнӗччӗ эп, атте вӑхӑтра тытса чарчӗ…
Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.
Хайхи, мал еннелле тӗллесе: — Ав зяв зирӗк таран зюлмалла сирӗн, — тет, чуста икерчи евӗр ҫуркаланса кайнӑ тутине чӗлхипе ҫуласа.
Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Малалла вирхӗннӗ май таксист вӗчӗрхенсе, тин кӑна ҫӗпре янӑ хыҫҫӑн хӑпарма пуҫланӑ чуста пек епресе пынине туять Левен.
Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Кӑкӑрӗсем, ытлашши йӳҫсе хӑпарса кайнипе чӗресрен тухнӑ чуста пек, мӑкӑрӑлса усӑнса тӑраҫҫӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Аптрамӑп-ха, пулса ҫитмен чуста мар, — шутларӗ хӗр киле таврӑннӑ май.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Ваҫиле юлашки ҫӑнӑхран чуста ҫӑрнӑ вӑхӑтра вӑл кӑмака хутса ячӗ, хутаҫ ӑшне ӑшӑ нуски, кружка, кашӑк, алсиш хучӗ, унтан пӳртре ун-кун уткаларӗ те ӗҫ тупайманнипе вырӑн ҫине тӑсӑлса выртрӗ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Чуста хурам, — тинех сӑмах хушрӗ арӑмӗ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Чӳлмекри чуста тем чухлех тӑкӑннӑ иккен.
XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫӑкӑр хывнӑ чухне, кӗл ан лектӗр тесе, чуста айне хуратчӗ ӑна.
XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Вӑл шутра ҫак текстсене асӑнма пулать: «Патша арӗм ҫухални», [«Каҫ Иванӗ, Ҫур ҫӗр Иванӗ, Ирхи Иван»,] «Антей паттӑр ҫинчен», «Яшкалӑх паттӑр», «Пӑхӑр упа», «Пултран», [«Ачапа шор упа»], [«Кӗҫӗн ывӑл»], «Йӑван ҫичӗ хутлӑ ҫӗршывран таврӑнни», «Йӑван амӑшӗпе акӑшӗсене ҫӑлни», «Чуста паттӑр», «Арӑслан паттӑр».
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.