Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

чуптуса (тĕпĕ: чупту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Марье», — тесе ҫамкаран чуптуса илчӗ.

Помоги переводом

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Юлашки хут чуптуса уйрӑлнӑ чухне упӑшкин тупӑкне ыталаса илчӗ те чӗрене ҫураслах кӑшкӑрса макӑрчӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Чӑвашсен сӑпайлӑхӗ ҫыхса тӑман пулсан, вӑл ҫак самантрах упӑшкине ыталаса, хӗрӳллӗ чуптуса илӗччӗ!

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр-пӗрне чылайранпа курман тӑвансем ыталашса, пӗр-пӗрне чуптуса илчӗҫ.

Помоги переводом

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Хрестук савнӑ тусне чӑп! чуптуса илчӗ, аллисене вӗҫертсе, уйрӑлса кайма та тӑчӗ, анчах хальхинче Сергей аллинчен тӑруках вӗҫерӗнеймерӗ: йӗкӗт ӑна хӑй ҫумне ҫупӑрласа тытрӗ те — хӗрӗн вут пек вӗри тути ҫӗр каҫмалӑх ӑшӑтса хӑварчӗ.

Помоги переводом

Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Санран ӑслӑ хӗрарӑм тӗнчере ҫук, — терӗ те Сахар арӑмне ачашшӑн чуптуса илчӗ.

Помоги переводом

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ырӑ каҫ пултӑр эппин, Сергей, — тесе, Хрестук йӗкӗте тахӑш самантра питӗнчен чуптуса илчӗ те ҫил вӗҫтерсе кайнӑ пекех куҫран ҫухалчӗ.

Помоги переводом

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сыв пул, сыв пул, сыв пул! — терӗ вӑл, сӑмах каламассерен питӗмрен чуптуса.

Помоги переводом

Юлташсенчен уйрӑлса юлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Акӑ, пӗр чӑвашпа вырӑс ыталашнӑ, чуптуса уйрӑлаҫҫӗ.

Помоги переводом

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑл ҫапла каларӗ те арӑмне виҫӗ хутчен чуптуса илчӗ, ҫавӑнтах тата ӑна ыйту пачӗ:

Помоги переводом

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кала, йинке, кала! — терӗ те, кулкаласа, ун умӗнчех Укахвие чуптуса илчӗ.

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эппин, эсӗ йывӑр ҫын? — арӑмне ал вӗҫҫӗн ҫӗклесе, чуптуса илчӗ Павлик.

Помоги переводом

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Иванпа Кӗтерук туртӑнса тӑмарӗҫ, чуптуса илчӗҫ.

Помоги переводом

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫакна итленӗ хыҫҫӑн Поликсения Антоновна тӳсеймерӗ — кӑмӑлӗ хускалнине пытараймасӑр иккӗшне те чуптуса тав турӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Темиҫе хутчен вӗсем пӗр-пӗрне хӗрӳллӗн чуптуса илчӗҫ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вара, пӗрне-пӗри темиҫе хутчен чуптуса, хӗрарӑмла ыталанчӗҫ икӗ тантӑш.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫапла вӗт, Ниночка? — алӑ вӗҫҫӗн ҫӗклесе, питӗнчен чуптуса илчӗ ӑна Эльгеев.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Михаил Николаевич, Соньӑна ҫамкинчен ачашшӑн чуптуса, палатӑран тухрӗ.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— О-о, ma chere niece! Bon jour! — Соньӑна чуптуса каларӗ Баратынский.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Маннӑ, мансах кайнӑ эсир ват асаннӳне, — Соньӑна ҫамкинчен чуптуса каларӗ Ариадна Леопольдовна.

Помоги переводом

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней