Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хирте (тĕпĕ: хир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫеҫен хирте мӗн туса пурӑнать вӑл?

Помоги переводом

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫӗтӗк шӑналӑк витӗр тӳпери ҫӑлтӑрсем курӑнаҫҫӗ, ҫеҫен хирте инҫе те мар шакалсем тискеррӗн улаҫҫӗ, тепӗр чухне вӗсенчен хӑраса хӳме ҫуммипех утсем тӗпӗртетсе иртеҫҫӗ, икӗ тус калаҫаҫҫӗ те калаҫаҫҫӗ.

Помоги переводом

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑна хирте лайӑх.

Помоги переводом

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ялан ӗҫпе пурӑнма хӑнӑхнӑ, иртен пуҫласа каҫчен килте, вӑрманта, хирте е Атӑл хӗрринче тӑрмашакан ҫынсене пӗр эрне хушши алӑ усса ларма йывӑр пулчӗ, ҫапах та никам та манӑн пит васкавлӑ ӗҫ пурччӗ тесе ҫӑвар уҫмарӗ.

Помоги переводом

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шурӑ хирте хӑвалакан тутарсен ҫар ушкӑнӗ икке пайланчӗ.

Помоги переводом

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хирте йӗри-тавра шурӑ юр.

Помоги переводом

Чӗлхесӗр ача // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Хирте шуйттанӑн пысӑк тимӗр урапи иртсе кайса ирсе хӑварнӑ тейӗн, юнланнӑ лашасем урисемпе тапаланса выртаҫҫӗ.

Помоги переводом

Кашкӑрсем // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Сивӗ хирте ҫӗр каҫиччен ӑшӑ пӳртсенче ҫывӑрма лайӑхрах вӗт.

Помоги переводом

Вӗренӳ // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Ҫӗрле тутарсем хӑраҫҫӗ вӑрмансене кӗме, вӗсен лашисем те вӗреннӗ уҫӑ хирте чупса ҫӳреме.

Помоги переводом

Ултавлӑ ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Мангул тутарӗсем, уҫӑ хирте пит чаплӑ ҫапӑҫма пӗлекенскерсем, вӑрмана кӗме хӑрарӗҫ.

Помоги переводом

Ухӑ йӗппи Хӗвеле тӑрӑнать // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫуран ҫапӑҫма вӑрманта лайӑх та, уҫӑ хирте йывӑртарах пулӗ, — канаш тытма уйларӗ ҫамрӑк ҫар пуҫлӑхӗ.

Помоги переводом

Сутӑнчӑк // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ҫутӑлсан мана хирте ҫак тутарсем хӑваласа тытрӗҫ.

Помоги переводом

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Анчах та пӗр уйласан пуш хирте ӑҫтан килсе лекнӗ кун пек пысӑк чул, урӑхла никам та ӑнлантарса параймасть.

Помоги переводом

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Серноводск станцийӗ хирте ларать.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хирте ав урапа иртмессерен тусан мӑкӑрланать, кунта вара лавпа килсе кӗресси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук.

Помоги переводом

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку вӑхӑтра ӑна чӑтлӑхра пуҫтахланса ҫӳреме никам та кансӗрлемест: сунарҫӑсем халь пурте тенӗ пекех хирте, ака-суха ӗҫӗнче, хӗрарӑмсемпе ачасем вӑрмана шала кӗмеҫҫӗ, вӗсене кирлӗ сертепе пултран тата тӗрлӗ кӗпҫе ҫывӑхра та тем чухлех.

Помоги переводом

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗпхӳрен ҫӗр ҫухрӑм кайсанах хирте чарӑнса тӑмалла пулчӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Моргиана, сана унта, пуш хирте, лайӑх-и?

Моргиана, хорошо у тебя там, в пустыне?

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Пӗррехинче Алюша хирте бригадир ярса тытнӑ та ҫӳлелле ҫӗклесе ҫӗр ҫине вӑйпах пӑрахнӑ.

Помоги переводом

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Хӑйӑрлӑ ҫеҫен хирте вирхӗнекен кантӑкран каҫхи шуҫӑм хӗрлӗ тутӑрпа сулкалашнине ас тӑватӑп.

Я помню, как закат махал красным платком в окно, проносящееся среди песчаных степей.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней