Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ун куҫӗ хыҫҫӑн йӗрленӗ май, пӗр сисмен ҫӗртенех ассӑн сывласа ярса, Романовский те ҫилсӗр ҫанталӑкра кантӑк пек йӑлтӑртатакан Днепр ҫине, кӗр умӗнхи черченкӗ сӑрӑсемпе эрешленнӗ хирсем ҫине йывӑр тунсӑхлӑн пӑхма пуҫлать.
XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Манӑн хирсем тӑрӑх ҫӳремелле, эпӗ выртатӑп ак… сурать… ыратать, — вӑл хурлӑхлӑн кулса илчӗ, аллине кӑкӑрӑн сулахай енне хучӗ.
XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Агротехника каланӑ пек ӗҫлесен, пирӗн хирсем вунпиллӗкрен пуҫласа ватӑр пилӗк центнер таран тӗштырӑ пама пултараҫҫӗ.
XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ним калама пӗлмен енне Сергей шухӑша кайса, хирсем ҫине пӑха пуҫларӗ.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ун ҫинчен пӗтӗм Ӗренпур тӑрӑхӗпе чап каять, вӑл юханшывсемпе хирсем урлӑ сарӑлать.Слава о нем идет по всему Оренбургскому краю, птицей летит через реки и степи.
Хумханать Ейӗк // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.
Вӑл полкран тухса кайса вӑхӑтлӑха ӗҫрен пӑрӑнать, вӑрмансемпе хирсем ҫине лӑпкӑн пӑхса, мӗн те пулин лайӑххине аса илет, унӑн вара чӗри ҫемҫелет, хирӗҫмесӗр калаҫасси килет…
XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Лашасем ҫине, хирсем ҫине, тӗл пулакансем ҫине пӑхса пынӑ май эпӗ хам ӑҫта кайнине те манса кайрӑм.Глядя на лошадей, на поля, на встречных, забывал, куда я еду.
XXV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Хирсем, кусем пирӗн хирсем; анчах кун пек чечексем халӗ ятарласа чечек лартса тӑвакан ҫӗрсенче ҫеҫ ӳсеҫҫӗ.Поля — это наши поля; но такие цветы теперь только в цветниках у нас.
8 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Уй-хир ылтӑн пек йӑлтӑртатса выртать; вӑл пӗтӗмпех чечекпе витӗннӗ, ун тавра ӳссе ларнӑ тӗмсем ҫинче те ҫӗршер, пиншер чечек, тӗмсем хыҫӗнче вӑрман ешерет, пӑшӑлтатать, чечекпе витӗннӗ пирки вӑл чӑпаррӑн курӑнать; хиртен, улӑхран, вӑрмана тулнӑ чечексенчен тутлӑ шӑршӑ юхса килет; туратсем ҫинче вӗҫен кайӑксем пӑрӑлтатса вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ, туратсем хушшинчен вара, тутлӑ шӑршӑпа пӗрле, пин-пин сасӑ килет; уй-хир урлӑ каҫсан та, улӑх леш енче те, тӗмсемпе вӑрман хыҫӗнче те, вӑрманпа кӗҫҫеленнӗ тусем патне ҫитичченех, каллех ҫапла ылтӑн пек ҫиҫсе выртакан хирсем, чечекпе пӗркеннӗ улӑхсем, вӗтлӗхсем курӑнаҫҫӗ, тусем ҫийӗнче унта-кунта ҫакӑнса тӑракан ылтӑнӑн-кӗмӗлӗн ҫиҫекен шупка хӗрлӗрех те витӗр курӑнакан пӗлӗтсем горизонт хӗрринчи сеп-сенкер тӳпене пӑртак тӗксӗмлетсе тӑраҫҫӗ.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
хӑмасемпе ҫеҫ пӳлсе хунине курчӗ, ҫавӑнпа, ҫынна хаклама пӗлекенскер, Лопуховсем патӗнче нумай ларчӗ пулин те, вӑл хӑйне пӗрмаях йӗркеллӗ тыткаларӗ; вӑл ытлашши савӑнмарӗ, ытларах ялти лӑпкӑ пурнӑҫ ҫинчен шухӑшларӗ, чунтан савӑнса, Лопуховсен чухӑнрах пурнӑҫне тӗплӗнрех пӗлме тӑрӑшрӗ, ӑна вара шӑпах ҫапла пурӑнмалла пек, урӑхла пурӑнма та юраман пек, чухӑнрах пурӑнӑҫ чухне ҫеҫ ҫын чӑн-чӑнах телейлӗ пулма пултарнӑ пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа вӑл Сержа эпир пурӑнма Швейцарине кайӑпӑр, сӑртсемпе хирсем хушшинче, кӳлӗ хӗрринче ларакан пӗчӗк пӳртре вырнаҫӑпӑр, пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑпӑр, пулӑ тытӑпӑр, хамӑр пахча ҫимӗҫсене пӑхса ӳстерӗпӗр, терӗ; Серж: эпӗ йӑлтах килӗшетӗп, анчах эсӗ тепӗр виҫӗ-тӑватӑ сехетрен мӗн калассине кӗтетӗп, терӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫуркунне хирсем тӑрӑх типӗ ҫилсемпе пӗрле килсе ҫитрӗ.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпӗ ӑна хирсем, улӑхсем ҫинчен калама пуҫларӑм.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Эпир — масарпа ҫул хушшинчи айлӑмра тӑратпӑр, ҫул леш енче симӗс те кӑвак, ешӗл те сарӑ хирсем вӗҫӗ-хӗррисӗр сарӑлаҫҫӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Каҫӗ хамӑр сисмесӗрех иртрӗ; ҫӗрпе пӗлӗт хутшӑннӑ сӗртен, куҫа палӑрми пӑтрашӑннӑ ҫута витӗр заниткӑсене пытарса тӑран йывӑҫ тӗмӗсене хускатса, хирсем урлӑ вӗрсе иртен уҫӑ ҫил пек сасартӑк таса ир сӑнарӗ ҫапрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хирсем, тӳрем вырӑнсем горизонта ҫити хурҫӑ рельс касӑкӗсенчен тӗкмелесе тунӑ противотанковӑй чӗрӗпсемпе шӑртлана-шӑртлана выртнӑ.
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Картинки ҫинче шурӑ та тирпейле Покровск мӑнастире тем пысӑкӑш хӗвеллӗ сывлӑш тӗлне пулнӑ ӗнтӗ, ун хыҫҫӑн, ҫыранӑн леш енче вӗҫӗ-хӗррисӗр хирсем.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мана вагон чӳречи умӗнче ларнӑ пек туйӑнать, уй-хирте те вӑрман курӑнать, каллех хирсем, унтан вара — тайга ҫурҫӗр шывӗсен сивӗ хӑйӑвӗсем, юрпа витӗннӗ айлӑмсем те лапамсем — ҫапла пирӗн хушӑра вӗҫӗ-хӗррисӗр инҫет.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Пӑрсем те пӑрсем пекех, пуш хирсем те пушхирсем пекех.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Таврара тӗлӗн-тӗлӗн сӑртсемпе ҫырма-ҫатра татса каҫнӑ салхуллӑ кичем пушӑ хирсем сарӑлса выртаҫҫӗ.Вокруг меня простирались печальные пустыни, пересеченные холмами и оврагами.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Самолётсем инҫетре, никама та сиен тумалла мар пек чӑмкаласа ҫӳренӗ: кичем пушӑ хирсем хушшинче тусанлӑ вӑрӑм йӗр туса хӑварнӑ грузовикпа вӗсен нимӗнле ӗҫ те ҫук пек туйӑннӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950