Поиск
Шырав ĕçĕ:
халсӑрскер (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ, халь вӑл, халсӑрскер, тӑна кӗрсе те ҫитейменскер, ларать ҫаран ҫине пӑхса.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
— Эх, эсӗ, халсӑрскер!
XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Фома, канат купи ҫинче тӑрса, рабочисен пуҫӗ урлӑ пӑхнӑ, унӑн куҫӗ тӗлне акӑ мӗскер курӑннӑ: икӗ парӑш хушшинче, вӗсемпе ҫума-ҫумӑн, виҫҫӗмӗш сиксе тухнӑ, — вӑл хура, япӑшка, сӑнчӑрсемпе тӑлланса пӗтнӗскер пулнӑ, темӗнле хӑрушӑ чирпе шыҫӑннӑ пек хӑмпӑлчӑланса кайнӑ, халсӑрскер, кӑнттамскер, тантӑшӗсем ҫине тайӑнса, шыв ҫинче уртӑнса тӑнӑ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак сӗм вӑрманта пӗртен-пӗр ҫын, выҫӑ та халсӑрскер, вилес пек ывӑннӑскер, сӳнес пек чӑлкӑшакан кӑвар купи ҫине шухӑшлӑн пӑхса, кӑвайт патӗнче хутланса ларать; ун умӗнче, тӗттӗмре, тем тӗрлӗ хӗн-хурлӑхпа хӑрушлӑхсем витӗр тухмалли паллӑ мар ҫул тӑсӑлса выртать.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Страницы:
- 1