Поиск
Шырав ĕçĕ:
хайранӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
21. Мардохей патша хапхи умӗнче ларнӑ чухне патшан икӗ хайранӗ, — Гавафа тата Фарра, — алӑк уратине хураллакансем, [Мардохее ҫапла хисепленӗшӗн] вӗчӗхнӗ, вара вӗсем Артаксеркс патшана вӗлерме шут тытнӑ.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Патша патне кӗме черет ҫитсессӗн, Эсфирь — Аминадав хӗрӗ, ашшӗ тӑванӗ Мардохей патӗнче, унӑн хӗрӗ вырӑнӗнче, ӳснӗскер, — патша хайранӗ, арӑмсен хуралҫи Гегай канаш панисӗр пуҫне урӑх нимӗн те ыйтман.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Унта вӑл каҫпа кӗнӗ, ирхине тепӗр ҫурта, патша хайранӗ Шаазгаз тӗрӗслесе-сыхласа тӑракан ҫурта, ҫум-арӑмсен ҫуртне, таврӑннӑ; патша патне урӑх кӗмен ӗнтӗ вӑл — патшан унпа пулас кӑмӑлӗ пулсан ҫеҫ ӑна ятран чӗнсе илме пултарнӑ.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Патшан ҫывӑх ҫыннисем, ӑна ӗҫлесе тӑракансем, каланӑ: патша валли ҫамрӑк та илемлӗ хӗрсем пӑхмалла, 3. хӑй патшалӑхӗнчи кашни ҫӗре патша сӑнавҫӑ суйласа ларттӑр, лешӗсем вара пур ҫамрӑк хӳхӗм хӗре тӗп хулана, Сузӑ хулине, унта патша хайранӗ Гегай пӑхса-тытса тӑракан арӑмсен ҫуртне пуҫтарччӑр та ҫав хӗрсене ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшсем [тата мӗн кирлӗ, ҫавна] паччӑр; 4. патша куҫне килӗшнӗ хӗр патша майри Астинь вырӑнне пултӑр.
Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1