Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑсланкӑ сăмах пирĕн базăра пур.
тӑсланкӑ (тĕпĕ: тӑсланкӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кун пек уйсем пуҫне ҫавӑрма пуҫласан Тӑсланкӑ вӗсене сирсе ячӗ.

Помоги переводом

Кӑваркуҫ. 1230 ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Ак ваттисен ушкӑнне алманчӑ тарҫи тӑсланкӑ Элентен ҫитсе выртрӗ, выртрӗ те чаппанӗпе пӗркенсе никама пӗр сӑмах чӗнмесӗр хуп турттарма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Акӑ мӑрса пусми ҫинче Герай-ханӑн тӑсланкӑ кӗлетки курӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл Нухратпа амӑшӗ валли пӗр ҫӗклем парне илсе килчӗ те темле тӑсланкӑ ҫынпа каллех хулана тухса кайрӗ.

Помоги переводом

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Бреннер аллӑма ярса тытрӗ, тӑсланкӑ кӗлеткине хуҫмалӑхах авӑнса пуҫ тайрӗ те алӑк еннелле пӑрӑнса аршӑн утӑмсемпе тухса вӗҫтерчӗ — Кука тытма васкать.

Бреннер схватил мою руку, отвесил глубокий, сломавший его длинное тело поклон и, поворотясь, кинулся аршинными шагами уловлять Кука.

XXXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Бичесӗр пуҫне — эпӗ кӗрсенех ҫемҫе пукан ҫинчен хӗрлӗ типшӗм питлӗ, пенснеллӗ тата портфельлӗ тӑсланкӑ ҫамрӑк ҫын ҫӗкленчӗ.

Кроме Биче, с кресла поднялся, едва я вошел, длинный молодой человек с красным тощим лицом, в пенсне и с портфелем.

XXXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Комиссар кӗрсе тӑчӗ: куҫлӑхлӑ, тӑсланкӑ, ӗҫлӗ питлӗ ҫӳллӗ ҫын; ун хыҫҫӑн — тухтӑрпа икӗ полисмен.

Вошел комиссар, высокий человек в очках, с длинным деловым лицом; за ним врач и два полисмена.

XXVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Эсӗ манпа юнашар вырнаҫатӑн, — терӗ вӑл, — ҫавӑнпа та манран сулахай енне лар, — Дюрок ҫакна каларӗ те ҫавӑнтах каялла кайрӗ, чылайӑшӗ вырнаҫсан тепӗртакран сӗтел умӗнчи креслӑна йышӑнтӑм; халӗ манран сылтӑмра Дюрок, сулахайра — шалҫа пек тӑсланкӑ, ырхан, хӗрӗхсенчи хӗрарӑм — хӗрлемес те хытанка арҫын сӑнлӑскер; хӗрарӑмӑн кача пӳрнисен чӗрнисем ҫав тери вӑрӑмран вӗсемпе вӑл вилка вырӑнне усӑ кураять-тӗр тесе шухӑшласа илтӗм.

— Ты сядешь рядом со мной, — сказал он, — поэтому сядь на то место, которое будет от меня слева, — сказав это, он немедленно удалился, и в скором времени, когда большинство уселось, я занял кресло перед столом, имея по правую руку Дюрока, а по левую — высокую, тощую, как жердь, даму лет сорока с лицом рыжего худого мужчины и такими длинными ногтями мизинцев, что, я думаю, она могла смело обходиться без вилки.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫыран хӗрринчи ҫынсен ушкӑнӗнчен шӗвӗр питлӗ тӑсланкӑ ҫын тухрӗ, аллине сулса кӑшкӑрчӗ:

От группы людей на берегу отделился долговязый человек с узким лицом; он, помахав рукой, крикнул:

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Тепӗр енне ҫаврӑнтӑм та — ӑшӑмра каллех унӑн сӑнне тӗсетӗп, — кӑштах тӑсланкӑ пит, хӗрлӗ пӗчӗк ҫӑвар, ӗмӗлкерен тинкернӗн туйӑнакан пысӑк куҫсем.

Когда я отвернулся, я снова увидел ее лицо про себя, — немного длинное, с ярким маленьким ртом и большими глазами, смотрящими как будто в тени.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Эсир тӑсланкӑ элекҫе Ритле курмарӑр-и? — ыйтрӗ вӑл.

— А видели вы длинного кляузника Ритля?

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.

Кунта питех те мухтавлӑ, паллӑ ҫынсем — пилӗк вӑрӑ: «кил ҫаратуҫи» Шӗвӗрӗлчен — тӑсланкӑ, яланах тимлӗ, чӗмсӗр, вичкӗн йӗкӗт; «карт ӑсти» Пӑтӑрмах — тӗреклӗ, хӗвелпе пиҫсе кӗреленнӗ старик; «чукун ҫулҫӑ» Митя — хитре каччӑ, приказчике аса илтерекенскер; кӗсье вӑррисем иккӗн — Мӑйракапа Шӑнӑр — циркра лаша пӑхнӑ ҫӗрте ӗҫленӗскерсем.

Здесь было пять человек известных и даже прославленных воров: «домушник» Глист, долговязый, серьезный парень, молчаливый и щеголеватый; «подкидчик» Буза — плотный, загорелый старик; «железнодорожник» Митя, красивый молодец, смахивающий на приказчика, и два карманщика — Рог и Жила, бывшие цирковые конюхи.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 298–303 с.

«Кӑвак куҫли», «типӗскер» — Дарль ятне каламасӑр ҫапла чӗнни, «ну, ҫаврӑнӑҫуллӑрах!», «тӑсланкӑ йӳҫек!», «часрах лавккана!» тата ҫакӑн йышши капӑр ытти сӑмах Бурль чӗлхинчен вӑркӑнать кӑна, тепӗр чухне вӑл хӑйне ҫупса ярасран хӑраса хытса тӑни те пулкалать.

Выражения: «сероглазый», «черствого типа» без употребления собственного имени Дарля, затем: «ну-ка, поворачивайтесь живее!», «долговязый кисляй!», «живо в лавочку!» — и другие еще более живописные, слетали с языка Бурля так часто, что иногда он сам в страхе замирал, ожидая пощечины.

Чӗмсӗрлӗх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 267–275 с.

— Сти-ильтон! — йӗрӗнсе чӗнчӗ самӑр джентльмен хӑйӗн тӑсланкӑ юлташне; вӑл ҫӗрте выртакан ҫынна пӑхма пӗшкӗннӗ.

— Стильтон! — брезгливо сказал толстый джентльмен высокому своему приятелю, видя, что тот нагнулся и всматривается в лежащего.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 253–258 с.

— Кил-ҫуртсӑр, выҫӑхнӑ тӑсланкӑ Франсуана пулӑшсамӑр!

 — Помогите бесприютному и голодному Франсуа Долговязому!

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

— Сире пытарса усраҫҫӗ, капитан, — терӗ тӑсланкӑ Фук, — унашкалли ҫук теҫҫӗ пурте.

— Прячут вас, капитан, — сказал долговязый Фук, — все говорят, что такого нет.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Матроссем кӑнтӑрлахи апатра; уни-куни калаҫаҫҫӗ; Ленур шыва персе анман-ши тесе тӗшмӗртеҫҫӗ; апат тирӗкӗсен хушшинче пурте лайӑх пӗлекен тӑсланкӑ кӳлепе пач кӗтмен ҫӗртен курӑнса кайрӗ: ҫийӗнсе-катӑлса пӗтнӗ вут чуль тата тимӗр кашӑк пулӑшнипе утнӑ ҫӗртех ҫулӑм кӑларма мекеҫленет.

Матросы обедали, разговаривая и делая предположения, не свалился ли Ленур в воду, как вдруг хорошо всем известная долговязая фигура появилась среди обедающих, высекая на ходу огонь с помощью обшарпанного кремня и старой железной ложки.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Меннерс, сартутлӑ, кичем сӑнлӑ тӑсланкӑ йӗкӗт, стойка хыҫӗнче савӑт-сапине шӑла-шӑла типӗтет.

Меннерс, длинный молодой парень, с веснушчатым скучным лицом перетирал за стойкой посуду.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Вӗсен хыҫӗнче, пӗрре упӑшкисене ҫаннисенчен турткала-турткала, тепре эрех тултарнӑ стакансене хул пуҫҫи урлӑ ҫӗкле-ҫӗкле — хӑйсем валли, паллах, — ҫӑра куҫ харшиллӗ, яка чул пек ҫавра алӑллӑ тӑсланкӑ хӗрарӑмсем вырнаҫнӑ.

Сзади их, то дергая мужей за рукав, то снимая через их плечо стакан с водкой, — для себя, разумеется, — сидели рослые женщины с гнутыми бровями и руками круглыми, как булыжник.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Тӑсланкӑ каччӑ хӗре хӑлхинчен темӗн каларӗ: Тамара шӑнкӑрав пек сассипе ахӑлтатса кулса ячӗ.

Помоги переводом

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней