Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑскаласа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ак тата: тин ҫеҫ совет халӑхне «хыпса ҫӑтма» хӑтланнӑ чи хӑрушӑ аҫтаха пуҫне хӗҫпе касса татнӑччӗ, таҫта-таҫта, ҫичӗ тинӗс леш енче, каллех, анчах урӑх аҫтахасем — янкисем — пирӗн «пӳрте касман алӑкпа ҫӗмӗрсе шуса кӗресшӗн», пире хыпса ҫӑтасшӑн пулса «вутлӑ, наркӑмӑшлӑ чӗлхисене вӗлт-вӗлт вӗлтлетсе тӑскаласа илеҫҫӗ».

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл хӑма пек ырхан, эпӗ ав — хӑвӑрах куратӑр, — тесе Якур аллисене тӑскаласа кӑтартать.

Он такой на вид хилый и то терпит, а я?.. — Ягур протягивает руки.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӳҫӗсем кӑвакара пуҫланӑ, куҫ таврашӗсем пӗркеленнӗ Чубук манпа юнашар пӳрт тӑрринче ларни, шуса анасран урисене сарса мӑрье хыҫӗнче лапсӑркка пуҫне тӑскаласа тӑни мана темӗншӗн тӗлӗнмелле туйӑнчӗ.

Отчего-то мне показалось странным, что вот Чубук уже пожилой, и седина и морщины возле глаз, а сидит тут рядом со мной на крыше и, неуклюже раздвинув ноги, чтобы не сползти, высовывает из-за трубы большую взлохмаченную голову.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ун хыҫҫӑн, тӑртаннӑ урисене тӑскаласа, шыҫмак пристав мӗшӗлтетрӗ.

За его спиною закряхтел, подбирая отекшие ноги, собираясь вылезть, тучный пристав.

XV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Эпӗ акӑ мӗн сӑнарӑм: клеткӑра нумай вӑхӑт ларнӑ хыҫҫӑн, тӑрнасем страуссем пекех хӑйсен вӑрӑм урисене тӑскаласа выляма юратаҫҫӗ, эпӗ вӗсене арена ҫине ҫеҫ кӑларса яратӑп — вӗсем ҫуначӗсемпе сулла-сулла, сике-сике илетчӗҫ, пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑратчӗҫ.

Я заметил: после долгого сидения в клетке журавлям, как и страусам, хочется «поразмять» свои длинные ноги, и, как только я выпускал журок на арену, они начинали махать крыльями, подпрыгивать, топтаться на месте.

Ташлакан тӑрнасемпе ҫара уран ҫӳрекен чӑхӑ // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Хӗрарӑмсем ӳлеме, ҫӑри-ҫари ҫухӑрма тапратрӗҫ; Четыхер, Бурмистров еннелле вӑрӑм аллине тӑскаласа, темскер кӑшкӑрать, вара, сасартӑках пурте, кил хуралҫисӗр пуҫне, таҫта тарса ҫухалчӗҫ.

Женщины выли, визжали; Четыхер что-то кричал, вытягивая к Бурмистрову длинную руку, потом вдруг все, кроме дворника, исчезли.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Ҫак хамӑрӑн ҫапӑҫура пиҫнӗ паттӑр коллективӑн туслӑхне эпӗ вӗсем пӑхкаланисенче, пуҫӗсене пӑркаланисенче кӗскен те илемлӗн тӑскаласа илнисенче туйса тӑратӑп, ку вӑл — чунсен туслӑхӗ, вӑл танксенчен хӑватлӑ пулма пултарать.

Я видел это по взглядам, по поворотам голов, по коротким, красноречивым жестам и ощущал содружество нашего боевого коллектива здесь.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Купӑсне вӑл каламасть, хутран-ситрен тӑскаласа ҫеҫ илет, купӑсӗ вара хурлӑхлӑн янӑраса илет те каллех чарӑнать.

Он не играл, а только время от времени растягивал гармонь, она издавала надрывный рыдающий стон и опять смолкала.

Велосипед туянаҫҫӗ // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Урисене аран-аран тӑскаласа, вӑл вӗсем ҫинчен юрне силленӗ те ура ҫине тӑнӑ, тӑрсассӑнах унӑн пӗтӗм ҫан-ҫурӑмне сивӗ кӗрсе тулнӑ.

С трудом выпрямляя ноги и осыпая с них снег, он поднялся, и тотчас же мучительный холод пронизал всё его тело.

VII // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.

— Атте, — терӗ вӑл хӑранӑ сасӑпа, — пирӗн кушака тем пулнӑ, вилет, чӗп-чӗрӗ юн, кӗлет умӗнче урисене тӑскаласа выртать.

— Папа, — боязливо сказал он, — с нашей кошкой что-то случилось: вся в крови, ноги вытянула, лежит возле амбара…

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Эпӗ тӑтӑм та алӑмсене малалла тӑскаласа ҫула хыпаласа тупасшӑн пултӑм.

Я поднялся, вытянув руки, мучительно пытаясь нащупать путь.

XXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Вӑл ҫӑмӑллӑн уткалать, анчах аллисене сахал сиктеркелет, аллисемпе тӑскаласа калаҫма вӗренмен курӑнать.

Хотя движения его были гибки, руки его оставались в покое: разговор при помощи жестикуляции был ему незнаком.

XI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Павел аллине чӗн патне тӑсрӗ: — Пар-ха, кӑштах тӑскаласа илем, — терӗ вӑл.

Павел протянул к ремню руку: — Дай, наверну маленько.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл ҫунаттисене выляткаласа тата майне тӑскаласа шӑртлӑ ҫурӑм ҫине ҫирӗппӗн тӑрсан, Федор Тимофеич сӳрӗккӗн те кахаллӑн, йӗрӗнсе темелле тата вӑл хӑйӗн искусствине кураймасӑр ӑна нимӗн вырӑнне те хуман пек туса, сысна ҫурӑмӗ ҫине хӑпарса кайнӑ, унтан ирӗксӗр хур ҫине хӑпарнӑ та кайри урисем ҫине тӑнӑ.

Когда он, балансируя крыльями и шеей, укрепился на щетинистой спине, Федор Тимофеич вяло и лениво, с явным пренебрежением и с таким видом, как будто он презирает и ставит ни в грош свое искусство, полез на спину свиньи, потом нехотя взобрался на гуся и стал на задние лапы.

IV. Тӗлӗнтермӗш // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Мӗн пултӑр ӑна? — сӑмахӗсене йывӑррӑн тӑскаласа хуравларӗ Емельян.

Чего ему сделается, — мучительно растягивая слова, отвечал Емельян.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Салхуллӑ та тӗксӗмскерсем вӗсем, хӗвелпе йӗпе-сапана пула тӗссӗрленсе кайнӑ, ҫилсем ҫисе янӑ тӑпра ҫийӗпе хӑйсен сӳсленчӗк тунисене тӑскаласа пӑрахнӑ.

Безрадостно тусклые, выцветшие от солнца и непогоды, они простирают над древней, выветрившейся почвой свои волокнистые былки.

34-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах вӑл, ман ҫине пӑхмасӑрах, мӑйне малалла тӑскаласа та урисемпе асӑрхануллӑн пускаласа пыракан лашана йӗвенӗнчен сӗтӗретчӗ ӗнтӗ.

Но он уже, не глядя на меня, тащил за узду лошадь, которая вытягивала вперед шею и осторожно переступала ногами.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Е тата, ҫӗтӗке тӑскаласа, тӗрлӗрен утравсем тӑватӑн, унтан-кунтан вӗсене каналсемпе ҫуратӑн, шыв илтеретӗн…

Неплохо также было обводить сухие островки, рассекать их каналами, устраивать наводнения…

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней