Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑхӗнчен (тĕпĕ: тӑрӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку ремеслона вӑл хӑй ҫуралнӑ ҫӗртен, Атӑл тӑрӑхӗнчен илсе килнӗ.

Это ремесло – он вывез с Волги, откуда был родом.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчен килнӗ ҫырӑвах илер-ха.

Помоги переводом

Пыл хуртне мӗн пулчӗ-ши? // Надежда КУДРЯШОВА, Юрий МИХАЙЛОВ. Хресчен сасси, 2019.07.17, 26(2765)№

Туҫа тӑрӑхӗнчен вара виҫҫӗн (районӗпе пӗрремӗш ушкӑнпа 9ӑн кайнӑ) салтака кайма та ӗлкӗрнӗ.

Помоги переводом

Ыйтӑвӗсем тӗрлӗрен, тӗллевӗ — пӗрре // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.04

Штанаш ял тӑрӑхӗнчен хурав кӗтнӗ май ытти ҫынсенчен те ыйтса пӗлес терӗм: вырӑсла кӑна ҫырнине вӗсем мӗнле хаклаҫҫӗ?

Помоги переводом

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

2 метра яхӑн ҫӳллӗ хунавсем чылай чухне Ҫурҫӗр Кавказ тӑрӑхӗнчен кӳрсе килнӗскерсем, пирӗн тӑрӑхри хӗле чӑтаймаҫҫӗ.

Помоги переводом

Улма пахчи тимлӗх кӗтет // Эльвира Иванова. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Хастар педагогӑн ашшӗпе амӑшӗ Элӗк тӑрӑхӗнчен.

Помоги переводом

Янӑратӑр ача-пӑча сасси шкулта та килте! // Луиза ВАСИЛЬЕВА. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчен тухнисем те ку ӗҫрен пӑрӑнса юлмарӗҫ.

Помоги переводом

Шупашкарта чӗмпӗрсен ҫӑки ӳсет // Александр ВРАЖКИН. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Эпӗ Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчен куҫса кайнӑ пулсан та мана унти юлташсем пӑрахмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑннӑ ҫулсем // Анна Никонорова. «Канаш», 20(1369)№, 2016.05.20

Тӗслӗхрен, Муркаш районӗнче 16 ял тӑрӑхӗнчен 11-че ятарлӑ вырӑнсем хатӗрленӗ, ку, паллах, лайӑх.

Например, в Моргаушском районе из 16 поселений в 11 имеются специально оборудованные места, и это, безусловно, хорошо.

Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнчен уяв концертне 5 пултарулӑх ушкӑнӗ – Ҫӳлтикассинчи Владимир Мартьянов ертсе пыракан «Паланпа» ачасен «Калинушка», Шупашкаркассинчи Леонид Захаров ертсе пыракан «Шурӑмпуҫ», Малти Ункӑпуҫӗнчи Геннадий Якимов ертсе пыракан «Ункӑ шевлисем», Шарпашри Татьяна Языкова ертсе пыракан «Мерчен» хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Пасара сысна какайӗн виҫҫӗмӗш пайӗ Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчен килет.

Одна третья часть свинины поступает на рынок из Цивильска.

Хамӑра тӑрантарма пултаратпӑр // Григорий ВАСИЛЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Вӑрнар районӗнчи «Правда» колхозра ирттернӗ ялти спортсменсен I спартакиадинче Аслӑ Пӑла тӑрӑхӗнчен килнӗ чӑваш тата тутар ҫамрӑкӗсен туслӑ команди нумай наградӑна тивӗҫнӗ.

Помоги переводом

Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Тӗрӗссипе, Аслӑ Чак ял тӑрӑхӗнчен фронта 283 ҫын тухса кайнӑ, вӗсенчен 143-шӗ каялла таврӑнайман.

По правде, из Большечакинской округи на фронт ушли 283 человек, из них 143 не вернулись обратно.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Анне вырӑс, атте чӑваш, вӑл Вӑрнар тӑрӑхӗнчен пулнӑ.

Помоги переводом

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Кашни ял тӑрӑхӗнчен килнӗ фольклор ушкӑнӗсен, Елчӗкри искусство шкулӗн преподавателӗсен юрри-ташши инҫете саланчӗ...

Помоги переводом

Килчӗ ырӑ ҫуркунне… // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Документсем палӑртнӑ тӑрӑх - ҫур ӗмӗр ытла Етӗрнере ӗҫлесе пурӑннӑ Таланцев купса йӑхӗ Царевококшайск /халӗ Йошкар-Ола/ тӑрӑхӗнчен тухнӑ.

Помоги переводом

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Балтика тӑрӑхӗнчен килнӗ пӗр журналист хӑйӗн статйинче ҫавна пайӑррӑн палӑртсах ҫапла ҫырнӑччӗ: «Кукашшӗ ӗҫленӗ ҫил арманне халӗ унӑн мӑнукӗ сыхлать».

Помоги переводом

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней