Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑршшӗпех (тĕпĕ: тӑршшӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Альбина тӑршшӗпех хаваслӑ пычӗ, вӑл мӗнле калаҫнине итлеме мана лайӑхчӗ, унпа ҫакӑн пек ҫӳреме эпӗ уйӑхӗ-уйӑхӗпех пӗр канмасӑр пултаратӑп пуль терӗм…

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Анчах Альбина ӑна-кӑна асӑрхамарӗ, коридор тӑршшӗпех мана алӑран ямасӑр утса пычӗ.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Центра ҫитме вунпилӗк ҫухрӑм иккен, вунпӗрӗшне тӑршшӗпех вӑрманпа каймалла.

Помоги переводом

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Пиччӗшӗ мана кӑмӑла кайрӗ, вӑл хӑйне тӑршшӗпех сӑпайлӑ тытрӗ, йӗркеллӗ калаҫрӗ.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Ҫак вӑхӑта эпӗ тӑршшӗпех тӗлӗнсе кӑна ирттертӗм, шухӑшласа ҫитереймерӗм.

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ку вӑл Янасловшӑн, паллах, кирлӗ япала, Ермолаев халь пӗлтернӗ хыпарсем ӑна питӗ интереслентерчӗҫ (вӑл ҫапла пулмалла та), анчах Эрхип апла пулин те хӑй юлташӗн пурнӑҫӗнче ҫак самантра чи кирли вӑл ҫак халь пӗлтернӗ хыпарсем мар, пачах та урӑххи иккенне тӑршшӗпех туйса тӑчӗ.

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ҫанталӑк илемлӗ тӑратчӗ те, Георгий тӑршшӗпех палуба ҫинче пычӗ.

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Георгий Чӗмпӗрте тӑршшӗпех ун патӗнче пурӑннӑ, ҫуллахи каникулсенче ҫеҫ киле килсе каятчӗ…

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Аня кунта сасартӑк, пачах та кӗтмен ҫӗртен, анчах хӑй тӑршшӗпех кӗтсе тӑнӑ япалана курчӗ, курчӗ те шартах сикрӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Тӑршшӗпех мӗн калани тата вирхӗнсе вӗҫнӗ шухӑшсем сисмелле мар тунӑ вӑрттӑн ӑсталӑхпа чарӑнчӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсен ӗҫне туса пӗтерчӗҫ пулмалла.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Аньӑшӑн та, ыттисемшӗн те тӑршшӗпех пӗр япала питӗ лайӑх сисӗнчӗ: композитор ытла та вӗсене ҫывӑх туйӑмсемпе калаҫать.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Музыка тӑршшӗпех ансат та, вӑйлӑ та, сарлака та, хӑватлӑ та янӑрарӗ, кунта кӑмӑл улшӑнӑвӗсен, туйӑмсен пуянлӑхӗпе мухтанас тени, хама та субъективлӑ кӑтартас тени тата виҫерен тухнӑ пафос — нимӗн те ҫук…

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Иккӗмӗш пайӗнче тӑршшӗпех вӑрман кашларӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Симфони уншӑн питӗ ҫывӑх сывлӑшпа, анчах кас-кас е ытла та ассӑн, е ытла та хӑвӑрт сывларӗ, ҫак сывлавсенче Аня вӑйлӑ тата тарӑн шухӑшласа пурӑннӑ ҫыннӑн сӑн-сӑпатне курчӗ, ҫав ҫын пурнӑҫӑн сарлака хумӗсенче, руле ҫирӗп тытса, хӑйне тӑршшӗпех тӗрӗслесе пыни лайӑх паллӑ пулчӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ӑна пӗр вӑхӑтрах ҫивӗччӗн ыраттаракан та, ҫав вӑхӑтрах кӑшт ҫеҫ савӑнтаракан темӗнле сисӗм тӑршшӗпех шелсӗр пӑчӑртаса тӑчӗ, туйӑмсен вичкӗн хире-хирӗҫлӗхӗ ун чӗрине канӑҫ памарӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Итлекен кунта тӳрех музыка ӑшне сӑрхӑнса кӗрет, ҫав музыкӑн атмосферине лексе, унпа пӗр сывлӑшпа сывлама пуҫлать, мӗншӗн тесен музыка тӑршшӗпех унӑн туйӑмӗсемпе калаҫать.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ватӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ӗлӗк вӑл ял патӗнчен Урпаш хӗррине ҫитичченех такана евӗрлӗ авӑнса тӑнӑ, тӑршшӗпех сайра вӗтлӗх пулнӑ, пӗчӗк уҫланкӑсенче утӑ ҫулнӑ.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Мавра кинеми ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра ӗҫленӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кайнӑ чухне вара ҫул тӑршшӗпех Хайпурене асӑнса пырас пулать…

Помоги переводом

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Смала пички-пичкипех Ҫунтараҫҫӗ тӑршшӗпех.

Помоги переводом

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней