Поиск
Шырав ĕçĕ:
Паллах, ҫавӑн чухне эпӗ, ҫур сехет пек пӗр вырӑнта аптраса тӑнисӗр пуҫне, тата, ҫавӑн пекех аптраса, Аня пурӑнакан ҫурт патӗнчен утса кайнисӗр пуҫне, урӑх нимӗн те тума пултарайман, мӗншӗн тесен Аня пурпӗрех мана хӑй патне кӗртмен пулӗччӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Тӗп больница муниципалитетри 32 пин ҫыннӑн сывлӑхне тӗрӗслесе тӑнисӗр пуҫне кӳршӗллӗ Шӑмӑршӑ, Комсомольски, Елчӗк округӗсен пациенчӗсемшӗн те яваплӑ.
Патшалӑх пулӑшӑвӗ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44128-patsh ... v-kur-ml-4
Темиҫе шан ытларах начар ҫӗр тытса тӑнисӗр пуҫне, урӑх нимӗн те ҫук.
VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Кашни штурм яланах ӑнӑҫлӑ вӗҫленнисӗр пуҫне тата «парӑннисем», ятлаҫса, каллех ура ҫине тӑнисӗр пуҫне, пурте чӑн пурнӑҫри пекех пулса иртет.
VII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ним сӑмах чӗнмесӗр тӑнисӗр пуҫне унӑн урӑх хӗҫпӑшал ҫук.
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Дисциплинӑпа унӑн условийӗ — субординация аслисемпе пӑхӑнаканнисем пӗр-пӗрин хушшинче вӑл кирлӗ иккенне ӑнланни ҫинче никӗсленсе тӑнисӗр пуҫне, пӑхӑнаканнисем асли опытлӑрах иккенне, вӑл ҫар ӗҫӗнче хисепе тивӗҫ ҫын иккенне е тата мораль тӗлӗшӗнчен хӑйсенчен ҫӳлерех тӑнине йышӑнни ҫинче никӗсленсе тӑрать пулсан, вӑл законпа ҫирӗплетнӗ ытти тӗрлӗ хутшӑнусем пекех, кӑмӑла килмелле япала ҫеҫ; анчах та дисциплина тени, пирӗн вӑл час та часах ҫапла пулать, ӑнсӑртлӑх е укҫа-тенкӗ принципӗ ҫинче никӗсленсе тӑрать пулсан вара, — вӑл яланах, пӗр енчен пурнӑҫланасси патне, тепӗр енчен — вӑрттӑн ӑмсанассипе тарӑхасси патне илсе пырать, вара массӑсене пӗр ҫӗре пӗтӗҫтерес ӗҫре усӑ кӳрес вырӑнне вӑл сиен кӑна кӳрет.
15 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Унӑн тӑванӗн ывӑлӗ пур, Кольхаун ятлӑскер, ҫавӑн вара долларсем йышлӑ, хӑй куккӑшне кивҫен парса тӑнисӗр пуҫне, ҫав яш ҫын укҫипеле ним те тумасть.
VI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӗреннӗ лакей вилес пек хӑраса ӳкрӗ; анчах Базаров ӑна, инҫетрен пӑхса тӑнисӗр пуҫне, нимӗн те тумалла мар, нимӗнле ответ та тытмалла мар, тесе лӑплантарчӗ.
XXIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Анчах шел, Константин хӑйӗншӗн ҫеҫ тӑрӑшакан ҫын тесе шутланисӗр пуҫне, ҫавна чунӗпе туйса тӑнисӗр пуҫне, Ксенин ҫакна ҫирӗплетсе пама нимӗн те ҫук.
17 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Эпӗ тӳрех кураттӑм: ман тӗлӗшпе илес пулсан, арӑмӑн вӗчӗхнисӗр, ҫӗтӗлсе кӑна тӑнисӗр пуҫне урӑх нимӗнле туйӑм та ҫукчӗ, сайра хутра ҫеҫ вӑл хӑнӑхнӑ йӗркепе ҫемҫелетчӗ, ку ҫыннине илес пулсан вара, вӑл ман арӑма килӗшесси ҫеҫ мар, ӑна пӗр иккӗленсе тӑмасӑрах ҫӗнтересси, лутӑркаса тӑкасси, ӑна пӗтӗрсе пӑрахса унран пӑяв явса хурасси, унпа мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тӑвасси пӗтӗмпех паллӑччӗ, мӗншӗн тесен: вӑл капӑр, пачах та ытти ҫынсем пек мар; музыка енӗпе пӗр иккӗленӳсӗр талантлӑ; пӗрле купӑс калани вӗсене ҫывӑхлатать тата арӑмӑн туйӑмлӑ чунне музыкӑпа, уйрӑмах сӗрме купӑспа, вӑл хускататех.
XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ҫурт тытса тӑнисӗр пуҫне Павел Константиныч тата пӗр департаментра столоначальник помощникӗ пулса ӗҫленӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑлах сасартӑк пӗтӗм ҫуртра шӑплӑх туса хунӑ, — пит ҫумалли пӳлӗмри шыв тумласа тӑнисӗр тата пусма айӗнче сехет шакканисӗр пуҫне урӑх нимӗн те илтӗнмен.
27 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
- 1