Поиск
Шырав ĕçĕ:
тӑнисене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑвӑн халӑхун ҫылӑхӗсем ҫине ан пӑх, Хӑвна чӑннипе ӗҫлесе тӑракансем ҫине пӑх; 25. йӗркесӗр ҫынсен усал ӗҫӗсене ан асӑрха, инкек-синкекре те Хӑвӑн халална астуса тӑнисене асӑрха; 26. Хӑвӑн умӑнта ултавлӑ хӑтланнисем ҫинчен ан шухӑшла, Санран хӑрани мӗн иккенне пӗлсе ҫитнисене асна ил; 27. выльӑхла пурӑннисене ан пӗтер, Хӑвӑн саккунна уҫӑмлӑ вӗрентнисем ҫине пӑх; 28. тискер кайӑкран та япӑхрах шутланаканнисене ан ҫиллен; 29. яланах Хӑвӑн тӳрӗлӗхӳпе мухтавна шанса тӑракансене кӑмӑлла.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Халӑхна фараон хыҫалтан хӑваласа кайсассӑн, Эсӗ ӑна ҫар ураписемпе, йышлӑ халӑхӗпе пӗрле тарӑн тинӗсе путарнӑ, Хӑвна — мӗн пултарнийӗн Патшине — шанса тӑнисене вара Эсӗ тӗрӗс-тӗкел илсе каҫнӑ, вӗсем ӗнтӗ Санӑн аллун ӗҫӗсене курса Сана, Пурне те Тытса Тӑракана, мухтавланӑ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Эпӗ хамӑн тӑшмансене хӑвалатӑп, хӑваласа ҫитетӗп, вӗсене пӗтермесӗр каялла таврӑнмастӑп; 39. вӗсене аркататӑп, вӗсем ӗнтӗ тӑраймаҫҫӗ, манӑн ура айне ӳкеҫҫӗ: 40. Эсӗ мана вӑрҫӑ вӑрҫма пилӗкӗме вӑй-хӑват ҫыхрӑн, мана хирӗҫ тӑнисене ман ура айне ӳкертӗн, 41. Эсӗ мана тӑшмансен ҫурӑмне кӑтартрӑн; эпӗ хама курайманнисене тӗппипе пӗтеретӗп: 42. вӗсем йӑлӑнаҫҫӗ, анчах ҫӑлаканӗ ҫук; Ҫӳлхуҫана тархаслаҫҫӗ — Вӑл вӗсене илтмест; 43. эпӗ вӗсене ҫил умӗнчи тусан пек салатса яратӑп, урамри пылчӑка таптанӑ пек таптатӑп.
Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1
- 2