Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑн сăмах пирĕн базăра пур.
тӑн (тĕпĕ: тӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑн кӗрӗ-ши ку ачана хӑҫан та пулсан, ҫук-ши?

Поумнеет он когда-нибудь, нет?

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Апла пулин те Леонард Левый хальхи вӑхӑтра Тӑрӑм ял тӑрӑхне кӗрекен мӗн пур ялта вӑрҫӑра вилнисене асӑнса лартнӑ палӑксене тивӗҫлӗ шайра тытса пыма пултарнине, ҫӳп-ҫапа ҫырма пуҫне тӑкакансене «тӑн» кӗртес тӗлӗшпе хӑйсене майлӑ йышӑну ҫирӗплетме пултарнине, масарсене йӗркене кӗртес ӗҫе те, пӗтӗмӗшле илсен, лайӑх йӗркеленине палӑртрӗ.

Помоги переводом

Куҫ пурне те курать // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d0%ba%d1%8 ... %82%d1%8c/

— Аҫуна санне тӑн кӗртсе илес тесеттӗм…

– Хотел папаню твоего поучить…

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

Пӗрре тӑн ҫухатнӑ та — «васкавлӑ пулӑшупа» леҫнӗ.

Помоги переводом

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Тӑн ҫухатсан чирлӗ ҫын патне «васкавлӑ медпулӑшу» чӗнмелле.

Если человек потерял сознание к больному нужно вызвать "скорую медпомощь".

Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Тӑн ҫухатнисем те пулаҫҫӗ-ҫке.

Бывают и теряют сознание.

Ҫырусем // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Мӗншӗн тесен Унра — ӑслӑлӑхпа хӑват; 21. Вӑл вӑхӑта, ӗмӗре улӑштарать, патшана сирпӗтет, патшана лартать; ӑслисене ӑс, тӑнлине тӑн парать; 22. Вӑл тарӑнлӑха та вӑрттӑнлӑха уҫать, сӗмлӗхрине пӗлсе тӑрать, Унпа пӗрле ҫутӑ пурӑнать.

ибо у Него мудрость и сила; 21. Он изменяет времена и лета, низлагает царей и поставляет царей; дает мудрость мудрым и разумение разумным; 22. он открывает глубокое и сокровенное, знает, что во мраке, и свет обитает с Ним.

Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Сӗмсӗр ҫынна хаса парсассӑн, айванни те ӑса кӗрет; ӑслине тӑн парсассӑн — вӑл пӗлӳ туянать.

11. Когда наказывается кощунник, простой делается мудрым; и когда вразумляется мудрый, то он приобретает знание.

Ытар 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Ҫынсем хӗсӗрлекенсем хӗн кӑтартнипе йынӑшаҫҫӗ, вӑйлисен алли асаплантарнипе ахлатаҫҫӗ; 10. анчах никам та ҫапла каламасть: «Турӑ, мана пултарнӑ Турӑ, ӑҫта-ши? ҫӗрле юрӑ паракан, 11. пире ҫӗр ҫинчи выльӑха панинчен ытларах ӑс паракан, тӳпери вӗҫен кайӑка панинчен ытларах тӑн паракан ӑҫта-ши?» темест.

9. От множества притеснителей стонут притесняемые, и от руки сильных вопиют. 10. Но никто не говорит: где Бог, Творец мой, Который дает песни в ночи, 11. Который научает нас более, нежели скотов земных, и вразумляет нас более, нежели птиц небесных?

Иов 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Тата ытти халӑх та — священниксем, левитсем, хапха хуралҫисем, юрӑҫсем, левитсене пулӑшакансем, ют халӑхсенчен хӑпса Турӑ саккунӗ енне куҫнисем, вӗсенӗн арӑмӗсем, вӗсенӗн ывӑлӗсемпе хӗрӗсем, тӑн илме пултаракансем пурте — 29. хӑйсен ятлӑ-сумлӑ тӑванӗсем ҫумне тӑчӗҫ те, тупа туса, тупана пӑссассӑн ҫитекен ылхана та йышӑнса, Турӑ саккунӗпе — Турӑ чури Моисей урлӑ панӑ саккунпа — пурӑнма, Туррӑмӑрӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл панӑ йӗркесене, Вӑл мӗн хушнине пурне те тытса тӑма, вырӑна килтерсе пыма пулчӗҫ: 30. эпир хамӑрӑн хӗрӗмӗрсене ют халӑх ывӑлӗсене памӑпӑр, вӗсенӗн хӗрӗсене хамӑрӑн ывӑлӑмӑрсем валли илмӗпӗр; 31. ют халӑхсем шӑматкун тавар тата ытти сутлӑх тырӑ илсе килсессӗн, шӑматкунпа таса кун вӗсен таварне туянмӑпӑр, кашни ҫиччӗмӗш ҫул пур тӗрлӗ парӑма та каҫарӑпӑр; 32. эпир кашнийӗ ҫулталӑкра сиклӗн виҫҫӗмӗш пайне Туррӑмӑр Ҫурчӗ валли кӳрсе тӑма сӑмах паратпӑр, ку вӑл ҫакӑн валли пултӑр: 33. Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсемпе кулленхи тырӑ-пулӑ парни валли, кулленхи пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, шӑматкунпа ҫӗнӗ уйӑхра тата уявсенче кӳрекен парнесем валли, сӑваплӑ парне валли, Израиле тасатмашкӑн ҫылӑх каҫарттарма кӳрекен парнесем валли тата Турӑ Ҫуртӗнче туса тӑракан пӗтӗм ӗҫ валли пултӑр.

28. И прочий народ, священники, левиты, привратники, певцы, нефинеи и все, отделившиеся от народов иноземных к закону Божию, жены их, сыновья их и дочери их, все, которые могли понимать, 29. пристали к братьям своим, к почетнейшим из них, и вступили в обязательство с клятвою и проклятием - поступать по закону Божию, который дан рукою Моисея, раба Божия, и соблюдать и исполнять все заповеди Господа Бога нашего, и уставы Его и предписания Его, 30. и не отдавать дочерей своих иноземным народам, и их дочерей не брать за сыновей своих; 31. и когда иноземные народы будут привозить товары и все продажное в субботу, не брать у них в субботу и в священный день, и в седьмой год оставлять долги всякого рода. 32. И поставили мы себе в закон давать от себя по трети сикля в год на потребности для дома Бога нашего: 33. на хлебы предложения, на всегдашнее хлебное приношение и на всегдашнее всесожжение, на субботы, на новомесячия, на праздники, на священные вещи и на жертвы за грех для очищения Израиля, и на все, совершаемое в доме Бога нашего.

Неем 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Веселеилпа Аголиав ӗҫе пикеннӗ, кӗлӗ чатӑрӗ лартнӑ чухне тумалли пӗтӗм ӗҫе Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тумашкӑн Ҫӳлхуҫа ӑслӑлӑхпа тӑн панӑ ӑстайлӑ ҫынсем те пурте ӗҫлеме пикеннӗ.

1. И стал работать Веселеил и Аголиав и все мудрые сердцем, которым Господь дал мудрость и разумение, чтоб уметь сделать всякую работу, потребную для святилища, как повелел Господь.

Тух 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Кӗскен каласан, тӑн килсе кӗчӗ ӑна.

Словом, пришел в себя.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ну, пырса ҫапӑнать, ӑнсӑр пулса выртать, хӑйне кирлӗ чухлӗ, тӑн кӗриччен, унтан тӑрать те киле ҫуран таврӑнать.

Ну, вдарится, полежит без памяти, сколько ему требуется, чтобы очухаться, а потом встанет и командируется домой пешком.

V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тахҫан пичче тӑн панине халӗ те манмастӑп-ха эп:

Помню, брат однажды наставлял меня:

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней