Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑлӑха (тĕпĕ: тӑлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эх, амӑш, амӑш, савнӑ Улька, хӗрӳ ҫитӗнсе ҫитнине кураймасӑрах сивӗ ҫӗр айне кӗрсе выртрӑн, мана тӑлӑха хӑвартӑн, — хӑй сисмесӗрех сасӑпа калаҫса илчӗ Владимир Сергеевич, — эсӗ пурӑннӑ пулсан Польӑн кун-ҫулӗ те урӑхла пулатчӗ.

Помоги переводом

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пӗчӗк чухнех тӑлӑха тӑрса юлнӑскер, вӑл хура-шур нумай курнӑ.

Помоги переводом

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Вӑрҫа пула тӑлӑха юлнӑ ачасене пӑхма уйӑрнӑ нотариус мана алӑкран та кӗртмерӗ.

Нотариус, который в нашем селе назначен опекуном сирот войны, и на порог меня не пустил.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл мӗн каланине юн тымарӗсем тапса тухнӑ тӑнлавӗнчен, тарланипе йӑлтӑртатакан ҫамкинчен, тарӑхса пӑхакан куҫӗсенчен кӑна ӑнланма пулать, мӗншӗн тесен унӑн сӑмахӗсенчен: — Атте!.. Фронтра упӑшки вилнипе тӑлӑха юлнӑ арӑм!.. — тесе ҫухӑрнине ҫеҫ уйӑрса илме пулать.

Что именно — можно было только догадываться по вздувшимся жилам на висках, по блестящему от пота лицу! И негодующему взгляду, ибо в речи его ничего нельзя было разобрать, кроме слов: — Отец!.. Вдова погибшего на фронте!..

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Строительсен урамӗнчи 6-мӗш №-лӗ ҫуртра пурӑнакан Амуровсен ҫемйипе тата тӑлӑха юлнӑ тепӗр 6 ачана хваттерсен уҫҫисемпе тивӗҫтернӗ, вӗсене граждансене социаллӑ пулӑшу парассипе ҫыхӑннӑ программӑна тӗпе хурса хваттерсем панӑ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ Шупашкарти йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ нумай хваттерлӗ ҫурта туса пӗтернӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/26/cn-s ... j-hvatterl

Вӑхӑтлӑха тӑлӑха юлнӑ ҫемйине вӑл хӑйпе пӗрле пысӑк хаваслӑх, виҫесӗр телей илсе килчӗ…

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кулленех хӗсӗнсе пыракан пурнӑҫ икӗ тӑлӑха, чӑваш хӗрарӑмӗпе вырӑс хӗрне, тӑвансем пек пӗрлештерчӗ.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Вихтӑр мучи (ун чухне мучиех пулман пуль-ха вӑл) таврӑнсанах тӑлӑха юлнӑ пӗр салтак арӑмне илсе пычӗ.

Помоги переводом

Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.

Ялти чи хитре хӗр Санюк тӑлӑха тӑрса юлчӗ.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Тӑлӑха юлсан, каллӗ-маллӗ шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, арӑмӗ вӑхӑтсӑр вилни Михха айӑпӗпе ҫеҫ мар, унӑн сывлӑхне упрама пӗлменнинчен килнине те тавҫӑрчӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак самантра ӑна пӗр шухӑш пӑшӑрхантарчӗ: ку тӗнчере унӑн икӗ савнӑ чунӗ — ывӑлӗпе упӑшки — мӑшкӑлпа хур айне пусӑнса тӑлӑха юлаҫҫӗ.

Помоги переводом

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Амӑшӗ пилӗк ачипе тӑлӑха юлнӑ, чи кӗҫӗнни ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн виҫӗ эрнерен ҫуралнӑ…

Помоги переводом

Паттӑрлӑх туйӑмӗпе мӑнаҫлантарчӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10674-pa ... aclantarch

Вӗсем хӑйсем кун ҫути панӑ тӑватӑ ачипе пӗрлех ултӑ тӑлӑха пӑхса ӳстернӗ.

Помоги переводом

Чӑваш ен Пуҫлӑхӗнчен – Тав сӑмахӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10677-ch ... tav-s-makh

Миҫе ачана тӑлӑха хӑварас тетӗн?

Помоги переводом

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӑлӑха юлнӑ амӑшӗ пӗртен-пӗр ывӑлне пӗчченех ҫитӗнтернӗ.

Помоги переводом

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мана, тӑлӑха юлнӑ ҫамрӑк хӗрарӑма, астарасшӑн.

Помоги переводом

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Темле тӑлӑха тӑрса юлнӑ вырӑна аса илтерчӗҫ ҫак ӳкерчӗксем.

Помоги переводом

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анюк хыҫҫӑн тӑлӑха юлнӑ ытти хӗрарӑмсене шӗкӗлчесе тухрӗҫ.

Помоги переводом

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ак упӑшкине тутарсем вӗлернӗ те, хӗрарӑм, тӳпере пӗччен вӗҫекен кайӑк пек, тӑлӑха тӑрса юлнӑ.

Помоги переводом

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Акӑ, эпӗ те кӗрӗве ҫухатрӑм, мӑнукӑмсем тӑлӑха юлчӗҫ.

Помоги переводом

Матӗрне инке // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 24–32 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней