Поиск
Шырав ĕçĕ:
Колхозри чи чаплӑ ҫӳрен лаша, ҫӗнӗ тӑлӑплӑ ҫынсен телейне сиссе пуль, шап-шурӑ юрлӑ хире янратса кӗҫене-кӗҫене юртнӑ, ҫул палли ниҫта та курӑнман пулсан та, вӑл ҫултан аташман.
Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Вӗсене хирӗҫ темле чаплӑ хуҫа килетчӗ пулас (лаши карин ҫинчи пек капӑр, ҫуни — тимӗр, ун ҫине хаклӑ кавир сарнӑ, ҫуна тӗпне сӑсар ҫӗлӗклӗ, тилӗ тӑлӑплӑ этем упа пек сарӑлса ларнӑ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Эсир Старая Руссӑран тухни нумай пулать-и? — темӗнле ӗненмен пек пулса ыйтрӗ тӑлӑплӑ ҫын.— А давно вы из Старой Руссы? — недоверчиво спросил человек в тулупе.
XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Хуторти площаде хура тӑлӑплӑ казаксем пухӑнса тӑнӑ; хӗрарӑмӗсем, хӑмӑр ӑтӑр тирӗ хурталаса тыттарнӑ кӗрӗкӗсене тӑхаласа, тапӑра тӑратнӑ сурӑхсем пек кӗшӗлтетеҫҫӗ.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
ҫӗнӗ самӑр кухарка ӗҫлет, Агафья Матвеевна хушнине вӑл ирӗксӗррӗн те тӳрккессӗн тӑвать, тата ҫав Акулинах, кӗпе аркине пиҫиххи хушшине хӗстерсе, валашкасемпе чӳлмексене ҫӑвать; ҫав тӑлӑплӑ, ыйхӑллӑ дворникех хӑйӗн йӑвинче ним тумасӑр ӗмӗрне ирттерет.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫар эшелонӗсем патне — ҫывӑха та ан пыр, унта автоматчиксем, винтовка тытнӑ тӑлӑплӑ часовойсем юнасах тӑраҫҫӗ.
20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
- 1